Каяш тарифĕ паллă

20 Çурла, 2018

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп хула çыннисене тÿрремĕнех пырса тивекен ыйтăва хускатрĕ. Михаил Васильевич Питтукассинчи свалка çывăхĕнче тĕтĕм мăкăрлантаракан мăрье пирки сăмах пуçарчĕ — Çĕнĕ хулара пурăнакансем кăмăлсăр.

«Тĕп эколог» Александр Коршунов унта «Экологи» НПО каяшсен уйрăм тĕслĕхĕсене çунтарни пирки каларĕ. Михаил Игнатьев вара çапла асăрхаттарчĕ: «Полигон ĕçлеме пăрахать, апла тăк унта тĕтĕм кăларакан мăрье те пулмалла мар. Урăх вырăна куçармалла. Çавăнтах ĕçлес тесен йĕрке туччăр. Паян вара унта — чăн-чăн Шанхай…»

Каяшсем тенĕрен, вĕсемпе ĕçлемешкĕн регион операторне палăртнă. Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова пĕлтернĕ тăрăх, ун валли пĕрлехи тариф çирĕплетнĕ — кубла метршăн 442,22 тенкĕ. Çавна май тÿлев йĕрки улшăнать. Унччен çынсем каяшсемшĕн хваттер укçипе пĕрле тÿленĕ, малашне вара регион операторне уйрăммăн тÿлеме тивĕ. Тÿлев виçи тавра та сăмах пулчĕ. Пĕччен пурăнакансемшĕн вăл пĕчĕкленĕ. Хваттерте пурăнакансен йышĕ пысăк тăк — тÿлев те хăпарать. Çакă унччен каяшсемшĕн халăх хваттер лаптăкне тĕпе хурса тÿленипе, малашне вара пурăнакансен йышне кура тÿлессипе çыхăннă.
 

Теги: 

Комментари хушас