Катькассен тунсăхлама вăхăт çук

1 Çурла, 2017

Хастар хĕрарăмсем ял-йыша кичемленсе ларма памаççĕ

Ял культури… Мĕн çинче тытăнса, мĕнле çăл куçран вăй илсе тăрать вăл? Кам пулăшнипе тата кам тăрăшнипе ял çыннисем паянхи пурнăç таппипе тан пыраççĕ? Пур унашкал çынсем, пĕтĕм вăй-халне хăй пурăнакан хутлăхри çутлăха сÿнме, тăван йăла-йĕркене тĕнчерен çухалма паманнисем. Муркаш районĕнчи Катькас ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен ячĕпе çак ырă сăмахсем.

 «Çăлкуç» юрлать, хаçат вулать

Эпир те çитсе куртăмăр çак хутлăха. Юлашки вăхăтра яллă вырăнти культура тытăмĕ улшăнса, тĕрĕсрех каласан, çĕнелсе пырать. Унчченхи клубсемпе культура çурчĕсем информаципе культура центрĕсем те пулса курчĕç. Халĕ акă тĕслĕхлĕ клубсем тума пуçларĕç. Апла-и, капла-и — вĕсен тил-хепине пĕрех культура ĕçченĕсем тытса пыраççĕ.

Катькас ял тăрăхĕнче пилĕк клуб, тĕп ялтине ĕлĕкхилле культура çурчĕ теççĕ. Унти культура вучахне çурт заведующийĕ Ирина Осипова, библиотека заведующийĕ Анжелика Угарова тата «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Надежда Кондукторова сÿнме памаççĕ. Кашни çинчен уйрăм статья çырма пулать. Çак черчен хĕрарăмсем — ял илемĕ, чысĕ. Ялта мероприяти е пĕр-пĕр уяв йĕркелемелле — яваплăхĕ вĕсем çине тиенет. Районти Акатуя е республикăри конкурса хутшăнмалла — лава каллех вĕсен туртмалла.

Анжелика Угарова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ялти вулавăшра вун виçĕ çул каялла ĕçлеме пуçланă. Культура пурнăçĕнчи темĕнле саманта та чăтса ирттерме тивнĕ. Кунти тĕслĕх библиотека районта чи малтан уçăлнисен ретĕнче. Начаррисем тивĕçмеççĕ çак чыса. Çак пулăм хăех Катькассем мĕнлине лайăх уçса парать.

Вулавăш халăхшăн, ял çыннисемшĕн тăрăшнине мĕн çирĕплетет-ха? Унта кĕнеке, хаçат-журнал кирлĕ чухлĕ пулни. Çÿлĕксем çинчи çĕнĕ кĕнекесем, сĕтел çинчи «Тăван Атăл», «Тетте», «Самант» журналсем, «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», «Тантăш» хаçатсем тÿрех куç умне лекрĕç. Ялти пĕчĕк шăпăрлансем те, мучисемпе кинемейсем те, вăй питти çамрăксем те вулаççĕ вĕсене. Анжелика Васильевна пĕлтернĕ тăрăх — вĕсене «Çăлкуç» ансамбльте юрлакансем ытларах алла тытаççĕ-мĕн. Ара, час-часах пуçтарăнаççĕ-çке. Концерта хатĕрленсе репетицисем ирттереççĕ, меллĕ самант тупăнсанах çĕнĕ хыпарсемпе, интереслĕ статьясемпе паллашаççĕ.

Анжелика Васильевна «Çăлкуçăн» концерт программине хатĕрлет. Унсăр пуçне библиотекарь тивĕçĕсене те пурнăçламалла унăн. Çĕнĕ кĕнекесен хăтлавне, паллă çыравçăсен юбилейĕсене, вулав конференцийĕсене йĕркелесси пĕр тикĕс пурнăçланса пырать. Иртнĕ кĕркунне Улькка Эльменĕн «Сарă кĕпе» кĕнеки тухнă, Анжелика Угарова унпа вулакансене паллаштарнă та ĕнтĕ. Çĕртме уйăхĕнче ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Светлана Асамат черетлĕ юбилейне паллă тунă, ял библиотекинче ăна халалласа «Юррăмсем — çунатăмсем» поэзи сехечĕ ирттернĕ. Поэтăн пултарулăхĕпе пурнăç çулне çутатса панисĕр пуçне тĕрлĕ çулта çырнă сăввисене вуланă, çавăн пекех Светлана Васильевна пухса илемлетнĕ чăваш халăх юррисене Надежда Кондукторова ертсе пынипе аса илсе юрланă. Вулавăш çумĕнче тĕрлĕ клуб ĕçлет. Сăмахран, «Ларма» ушкăн уявсем умĕн пухăнать. Библиотекарь вăл е ку праçникпе, пулăмпа çыхăннă самантсем пирки тĕплĕн каласа кăтартать, унтан «Ларма» хĕрĕсем хăйсем сăмах илеççĕ.

Раççейри Экологи çулталăкне халалласа сăн ÿкерчĕксен куравĕ иртнĕ. Унта тăван тăрăх илемне сăнлакан ĕçсем вырăн тупнă. Çак енĕпех тепĕр мероприяти те — шкул ачисен ÿкерчĕкĕсен конкурсне — йĕркеленĕ. Катькасра вăтам шкул çук, Анжелика Васильевна Калайкассинчи ачасене явăçтарнă. Кашни класăн — хăйĕн çĕнтерÿçи. Вĕсене дипломпа, парнепе тивĕçтернĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.