Кăтартусене пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç

2014 çулхи декабрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикинчи Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов тата коллегин ытти членĕ хутшăнчĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев тухса калаçрĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмри çитĕнÿсемпе тата патшалăхăн 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» программин мероприятийĕсене кăçал пурнăçланин малтанласа палăртнă кăтартăвĕсемпе, служба органĕсен 2015 çулхи ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтермелли программа мероприятийĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн кăçал 469,4 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă, çав шутра, федераци бюджетĕнчен - 229,8 млн тенкĕ /49,0 процент/, Чăваш Республикин хыснинчен - 239,6 млн тенкĕ /51,0 процент/.

Халăха ĕçлĕ тăвас енĕпе йышăннă программа мероприятийĕсене 2014 çулта 80880 çынна хутшăнтармаллаччĕ. Декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне асăннă кăтартăва 81228-ра çитернĕ.

Служба органĕсем пулăшнипе 40696 граждана ĕçе вырнаçтарнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсене вырăн тупса пама ыйтмашкăн пынисене ĕçлĕ тунин шайĕ кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче 86,4 процентпа танлашнă, çулталăк валли йышăннă тĕллев индикаторĕ вара 82,2 процент пулмалла.

Халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмри тата ĕç рынокĕнчи лару-тăру тăнăçлă. Регистрациленĕ ĕçсĕрсен йышĕ çулталăк пуçламăшĕнчи 4812 çынран 2014 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4246-та çитиччен чакнă, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ экономикăна пуçаруллă хутшăнакансен хисепĕпе шайлаштарсан 0,73 процентран 0,63 таран сахалланнă. Çулталăкра çак кăтарту вăтамран 0,66 процент пулмалла. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕпе Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче çулталăкĕпех виççĕмĕш вырăн йышăнать. 2015 çулта шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕн виçин тĕллев индикаторĕ патшалăх программипе килĕшÿллĕн 0,74 процентпа танлашмалла.

Ĕçпе тивĕçтерекенсем служба органĕсене 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 16461 ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ, урăхла каласан ĕç шыракан кашни çын пуçне 3 ваканси ытла пушă пулнă.

Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн меслетлĕхĕпе палăртнă пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ вăтамран кăçалхи пĕрремĕш кварталти 5,7 процентран виççĕмĕш кварталта 4,2-е çити чакнă. Тăваттăмĕш кварталта асăннă кăтартăвăн сезонлă ÿсĕмĕ пулассине шута илсе унăн пĕлтерĕшĕ 2014 çулта вăтамран 5,0 процентран иртмелле мар. Асăннă кăтарту 2013 çулхинчен /5,7 процент/ 0,7 процент пункчĕ чухлĕ пĕчĕкрех. Çапла вара тĕллев индикаторĕн 5,0 процентне çĕнсе илме май килет. 2015 çулта государство программинче вăл 4,9 процент юлмалла.

Сергей Димитриев халăха ĕçпе тивĕç­терекен служба органĕсен кăçалхи задачисене уçăмлатрĕ, вĕсен шутĕнче, Чăваш Республикин 2010-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программин тĕллевлĕ индикаторĕсене тата çирĕплетнĕ кăтартăвĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 597 тата 606-мĕш указĕсемпе килĕшÿллĕн инвалидсене тата ачана виçĕ çула çитиччен пăхакан амăшĕсене ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисен комплексне пурнăçласси* Украинăран Чăваш Республикин территорине куçса килнĕ вăйпитти граждансене ĕçпе тивĕçтерессин шайне муниципалитетăн мĕнпур йĕркеленĕвĕнче 60 процентран кая мар çитересси* халăха ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисене ирттерме федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе эффективлă, вăхăтра, тĕллевлĕ тата туллин усă курмалла* гражданин халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе паракан çăмăллăхсене илмелли мелсене анлăлатмашкăн информаци технологийĕсене малашне те пурнăçа кĕртсе пымалла, çав шутра патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центрсем урлă.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Наталья Тараканова «Ĕç тупмашкăн уйрăмах кансĕр граждансене професси ориентацийĕ тата психологи хÿтлĕхĕ илмешкĕн патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине йĕркелесси» темăпа тухса калаçрĕ. Асăннă тытăмăн пĕтĕмĕшле пай пуçлăхĕ Александр Никитин Чăваш Республикинчи хысна учрежденийĕсен - район-хулари халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен - дисциплина лару-тăрăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Етĕрне, Çĕрпÿ, Красноармейски, Куславкка районĕсенчи центрсен директорĕсем хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç.

Лару пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх коллегин тивĕçлĕ йышăнăвне хатĕрлерĕç.

Ĕçлĕ калаçăва вĕçленĕ май, Сергей Димитриев халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин финанс пайĕн пуçлăхне Фаина Титовăна, Красноармейски районĕнчи ĕçлев центрĕн директорне Иван Козлова, Пăрачкав районĕнчи ĕçлев центрĕн ертсе пыракан инспекторне Полина Ганюшинăна тата Шупашкар райо­нĕнчи ĕçлев центрĕн тĕп бухгалтерне Людмила Григорьевăна Раççей Ĕç министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби

Ĕçпе тивĕçтерекен служба

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.