Кăшман – паха апат

8 Çурла, 2014

Кăçал «Лада» текен чĕкĕнтĕр нумай акса хăвартăмăр. Хитре çитĕнчĕ. Анчах хăшĕ-пĕыяитерме юрамасть, сĕт çулĕ хĕсĕнет тет. Тĕрĕсех-ши? Виноград ăнса пулчĕ. Ăна сăпсаран мĕнле упрамаллине пĕлместпĕр.

Ольга Тимайкина. Патăрьел районĕ, Тури Чакă.

Хисеплĕ Ольга Дмитриевна, ахалех пăшăрханатăр. Выльăх кăшманĕ питĕ паха апат, вăл сĕт хăвалама пулăшать. Çакна ял хуçалăх министерствинче ĕçлекенсем те çирĕплетрĕç.

Ĕнене выльăх кăшманĕ, кавăн, çĕр улми, клевер утти çитерсен сĕт çулĕ хĕсĕнет е питĕрĕнет тени тĕрĕс мар.

Ĕнене пăрулаччен çеç, 5-7 кун маларах, выльăх кăшманĕ çитерме пăрахаççĕ. Сăвакан ĕнене вара талăкра 15-18 кг выльăх кăшманĕ тата 5 кг сахăр кăшманĕ пама юрать. Çакна та шута илĕр: пĕрре çитермессерен 10 килоран ытла пама юрамасть. Талăкра вара 20 килоран ытла. Унсăрăн ĕнене йывăр килме пултарать.

Тин çеç кăларнă кăшмана çитерме сĕнмеççĕ. Апат ирĕлтерес ĕç пăсăлма пултарать. Кăларсан темиçе эрне вырттармалла.

Хĕлле кăшманран техĕмлĕрех апат çук-тăр. Ăна ирпе тата кăнтăрла çитерсен аванрах.

Сăпса чăннипех те виноградсăр хăварать. Вĕсене тытмалли капкăна хăвăр та ăсталама пултаратăр. Пластмасса бутылкăн мăйне варинкке евĕр касса кăлармалла, унтан ăна бутылкăн аялти пайне лартмалла. Çакăн хыççăн çÿлти пайĕнче пĕр-пĕрне хирĕç икĕ шăтăк туса пăралук е шнур тăхăнтартмалла. Бутылка хĕррипе темиçе шăтăк тумалла (сăпсасене илĕртекен шăрша хăвăртрах сарăлма май парĕ). Хулăн пралукран S евĕрлĕ çекĕл туса савăта çаклатмалла. Халĕ капкăна кирек ăçта çакма пултаратăр. Унпа виноградăн 90-95 процентне сыхласа хăварма май пур. Капкăна тăтăшах сăпсасенчен тасатса тăмалла. Сăмах май, унта сăпса кăна мар, винограда тапăнакан шăна та, лĕпĕш те, ытти сиенлĕ хурт-кăпшанкă та лекет. Сăпсасене сăрапа хăмла çырли варенийĕн шăрши илĕртет.

Варинкке туса тăрас килмесен çурмалла каснă пластмасса бутылкăсене е шуç савăтсене пĕрре виççĕмĕш пайĕ таран сăра ярса виноград шпалерĕнчен çакса тухмалла. Сăпсасем сăра ĕçнĕçемĕн унта путса вилĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.