Каш! кашлать вăрманлăх

Аслă çул хĕррипе ретĕн-ретĕн лартнă çамрăк хырсем вăй илеççĕ кăна-ха. Çурхи кунпа вăранса çĕнĕ папка кăларнă хунавсене савăнса сăнать Олег Волков. Ÿсен-тăран вăй илни кăмăла çĕклет. «Кусем тăватă çултисем», — терĕ вăл.

— Акаци пулсан тата лайăхрах, анчах питомниксенче вăл сахал. Çул хĕррипе йывăç-тĕм лартма та технологие пăхăнмалла. Сăмахран, республика пĕлтерĕшлĕ çултан йывăçăн пĕрремĕш речĕ 50 метр аяккарах пулмалла, вырăнтинчен — 25. Малтанхи ретне чăрăш лартмалла. Вăл çил ямасть. Иккĕмĕшĕнче — хыр, унтан — хурăн. Çапла тăватă рет йывăç лартатпăр, — ăнлантарчĕ Олег Николаевич. — Хыр тымарĕ тарăн кайнипе çирĕп ларать. Ĕлĕкрех тирек лартнă. Вăл вара çÿллĕ ÿсет, анчах çулçи нумай тăкăннăран асфальт часах типеймест, арканать.

Çуллен Патăрьел район администрацийĕпе йывăç лартмалли вырăна палăртатпăр, килĕшÿ тăватпăр. Республика, район, ял тăрăхĕ çакна валли укçа уйăраççĕ. Патшалăх контрактне пурнăçланă май пирĕн ĕçе çирĕп тĕрĕслеççĕ. Хунавсене вара Шăмăршă лесничествин питомникĕнчен туянатпăр. 1 çухрăма 5 пин те 200 хунав кирлĕ.

— Сăнанă тăрăх, çулленех çуркунне-кĕркунне йывăç лартаççĕ. Анчах вĕсенчен çурри те чĕрĕлеймест. Укçа тăкаклани кăна темелле.

— Ял хуçалăхĕнче те мĕн акни-лартни йăлтах шăтса тухмасть. Кунта та çаплах. Çапах пирĕн хунавсен 70-80 проценчĕ чĕрĕлет. Виçĕ çуллăх гаранти те паратпăр. Çавна май посадкăна асăрхаса, тĕрĕслесех тăратпăр. Хăрнисене çĕннисемпе улăштаратпăр. Йывăç-тĕме çуркунне лартсан лайăх вăй илет. Ăна валли кĕркуннех лаптăка сухаласа çĕр хатĕрлетпĕр. Посадкăна çăвĕпех пăхса тăратпăр: çум курăкран тасататпăр, рет хушшине кăпкалататпăр, сăтăрçăсемпе чир-чĕртен сыхлатпăр.

— Уйрăм пайтаçăсем ытларах суту-илÿре тăрмашаççĕ. Эсир вара йывăç лартма тытăннă.

- Чун туртăмĕ темелле-тăр. Маншăн çывăх, пĕлнĕ ĕç. Вăрман хуçалăх техникумĕнчен, кайран институтран вĕренсе тухсан умри çула та çак енĕпех çыхăнтарнă. Патăрьелĕнчи вăрман хуçалăхне ертсе пынă тапхăрта йывăç лартассипе программа хатĕрлерĕмĕр, район администрацине тухрăмăр. Вăл ăна ырласа йышăнчĕ. 1998 çулта кăна 35 çухрăм лартнă. Икĕ çулта — 54. Малалла вулас..

 

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.