Каш кашлаччăр йăмрасем

28 Ака, 2017

Каçал тăрăхĕнчи Аслă Çĕрпÿел, Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕсенче хам пурнăçра темиçе хут та пулса курнă. Пĕр-пĕринчен шоссе çул çеç уйăрса тăрать вĕсене. Ютран килекенни кунта икĕ ял çума-çумăн ларнине тÿрех тавçăрса илеес те çук. Илемлĕ тăрăх! Тахçан ку енчисем йывăç-тĕм лартса ÿстерме ÿркенменни Аслă Çĕрпÿеле пырса кĕрсенех сисĕнет. Ял администрацине, больницăна илсе çитерекен çул хĕррипе — шурă хурăнсен аллейи. Унран инçех те мар — сип-симĕс хырлăх. Урам ик айккипе тĕрлĕ йывăç сарăлса ÿсет. Çырма-çатра, пĕве хĕррипе те çирĕк, йăмра-хăва туллиех. Улмуççи пахчинче кĕркунне панулми, чие-слива ăнса пулнине калаççĕ ял çыннисем. Асăннă парксемпе садсен хуçи — Кĕçĕн Çĕрпÿелте тĕпленнĕ Вениамин Северов.

Вениамин Васильевич Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тăван тăрăхах таврăннă. Çак специальноçа ахальтен суйласа илмен вăл. Ача чухнех ÿссен пысăк улмуççи сачĕ лартма ĕмĕтленнĕ-çке. Хăй ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ йывăç-тĕм çитĕнтермен-ши Вениамин Васильевич!? Килсерен мĕн чухлĕ улма йывăççи сыпса тутлă çимĕç парнелемен-ши ялта пурăнакансене? Кĕркунне йăтăнса пулакан кĕрпеклĕ те сĕтеклĕ панулмишĕн кашни килтех тав тăваççĕ ăна. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.