Капиталлă юсав хакланать

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн паян иртнĕ ларăвĕнче пурăнмалли çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕшĕн хваттерсен хуçисем хывакан тÿлев виçине пысăклатассине те пăхса тухрĕç.

Хальччен тăваткал метршăн 6,08 тенкĕ пулнă — строительство министрĕ Владимир Михайлов ăна 6,3 тенкĕ таран пысăклатма сĕнчĕ. 3,7% ÿстересшĕн. Ытти регионпа танлаштарсан пирĕн виçе пĕчĕкрех-мĕн. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шучĕпе, пĕчĕк шайрах хăварма пулать, анчах «çапла тусан çурт-йĕр юсавĕн пахалăхĕ тивĕçтермĕ». Çавна май Иван Моторин сĕнĕвĕ кĕтменлĕх пулчĕ теме те юрать: «Капиталлă юсав фондĕнче ахаль те пысăк укçа капланнă — ĕçе кĕртсе ĕлкĕреймеççĕ. Апла тăк, тен, çынсен тÿлевĕн виçине ÿстерессине çитес çулхи утă уйăхне хăварма май пур?» Ку сĕнÿпе строительство министрĕ кăна мар, Владимир Аврелькин вице-премьер та, Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова та килĕшрĕç. Çапах та тÿлев виçи 3,7%  хăпарать тесе йышăнчĕç.

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас