Кăнтăр кунĕнче — кăмака хыçĕнче

Эпир çитнĕ тĕле Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аксарин ыйхăран вăраннă пулин те урамра çын утни курăнмарĕ. Сивĕ пите аванах чĕпĕтрĕ. Пĕр урамри шăнкăрч йăви пек пĕчĕк пÿрт ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ. Унталла çул тытрăмăр та.

Пĕчченлĕхе хăнăхнă

Кил хуçи пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ, ăшăнма сĕнчĕ. Çурчĕ, чăнах та, çав тери пĕчĕк, пĕр çын пурăнмалăх кăна. Петр Мадиев, вун пилĕк çул каялла пушара пула килсĕр тăрса юлнă арçын, пĕчченех çĕнĕ çурта кивĕ кирпĕчрен купаланă, кайран ун çумне мастерской хăпартнă.
Петр йывăçпа ĕçлени тÿрех сисĕнчĕ: пур çĕрте те хăма, фанера татăкĕсем, хатĕр- хĕтĕр... Хăваран авнă темиçе карçинкка та куç тĕлне пулчĕ. Пÿртри сĕтел-пукана та хăех ăсталанă. Çурта газ кĕртмен, çапах ăшă. Кăмака хутать. Ăна шуратманччĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă Петĕр авланман, çемьепе ача-пăча пирки сăмах хускатсан: «Ку йывăр ыйту», — терĕ. Иртнине аса илме юратмасть вăл, ун пирки шухăшлама тăрăшмасть. Çамрăк чухне алă ăсти Шупашкарти пĕр заводра художник-оформительте вăй хунă. Чун савнийĕ те пулман мар унăн, вĕсем пĕр общежитирех пурăннă. Хайхи завод панкрута тухсан Петьăн хулана пăрахса тăван яла килме тивнĕ. Çапла уйрăлнă савнисем. Ыттине ĕмĕрне пĕччен ирттерекен арçын каласа кăтартмарĕ. «Кичем мар-и сире пĕччен?» — тесе ыйтсан хăраххăн пурăнма хăнăхнине пĕлтерчĕ. «Ман пеккисем ялта нумай, арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те пур. Ватлăх енне сулăннисем кăна юлчĕç, çамрăксем хуланалла тапса сикрĕç», — лăпкăн калаçрĕ хусах. «Çын ĕçпе пурăнать, унсăрăн ĕçке ерет. Халĕ акă кÿршĕ валли пĕр япала ăсталамалла. Хĕллехи вăрăм каçсенче телевизор курса, юрă-кĕвĕ итлесе йăпанатăп. Алă ĕç патне пыман чухне сканворд шĕкĕлчетĕп. Анчах вăл интереслĕ мар, ыйтăвĕсем ансат», — пĕр ещĕк журнал еннелле пуçне сĕлтрĕ арçын.
Инфаркт пулнă хыççăн сиенлĕ йăласенчен хăтăласшăн вăл. Анчах пирусран çăмăллăнах уйрăлма çук имĕш. Хăрушă амака чăтса ирттернĕскер тухтăрсем хушнине пурнăçлама тăрăшать: ятарлă диетăна пăхăнать, кунсерен виçĕ-тăватă çухрăм çуран утать. Апат пĕçерме вĕреннĕ ĕнтĕ вăл, ан-чах кукăль-çăмах янтăласа аппаланмасть.
Çулла хусахăн пушшех те тунсăхлама вăхăт çук: ара, пахча çимĕç хăй тĕллĕн ÿсмест-çке. «Выльăхсем тытма пăрахсан çĕр улми сахалрах лартатăп, ытти çимĕçе çитĕнтеретĕп. Пахчан пысăк лаптăкĕнче курăк ÿсет, ăна кÿршĕсем çулаççĕ», — паллаштарчĕ пурнăçĕпе 61-ри хусах. Пÿртре каштаран çакнă типĕтнĕ курăк çыххисем пурччĕ. Ăна Петя хулари тăванĕсем валли хатĕрлет-мĕн, чей вĕретме парса ярать. Чăхсем усраканскер çăмарта чылай илет, ятарлă курупкана типтерлĕн пуçтарса пырать, çывăх çыннисене парать. «Ку пÿрте çынна кĕртме те аван мар. Хĕлле мастерскойра сивĕ пулнăран çакăнтах йывăçран хатĕр-хĕтĕр ăсталатăп. Тепĕр чухне килте тирпейлĕ-ха, паян вара юри тенĕ пекех ăпăр-тапăр нумай», — аванмарланчĕ арçын. Ашшĕ те унăн ялти тимĕрçĕ пулнă. «Тепĕр пилĕк çултан килсе курăр. Тен, çав хушăра пысăкрах япала хатĕрлĕп, республикăра паллă ăста пулса тăрăп? Вара каласа кăтартмалли тупăнатех», — терĕ Петр Николаевич пире ăсатма тухнă май. Ун чухне вăл пĕччен мар, иккĕн пире кĕтсе илĕ-и тен?

Чапа тухасшăн мар

«Якимов Сергей ăçтарах пурăнать-ши?» — чартăмăр пĕр çамрăка урамра. «Ак çакăнта», — икĕ чÿречеллĕ кивĕ пÿрте тĕллесе кăтартрĕ вăл. Пирĕнпе хапхаран кĕме те ÿркенмерĕ, анчах шăннă чÿречерен шакканин усси пулмарĕ. Çенĕк алăкĕнчен шаккасан çеç çамрăках мар арçын тухрĕ. Эпир тĕрĕсех килнĕ-ши тесе тепĕр хут хайхи Сергей пирки ыйтрăмăр. «Кунтах вăл. Кăмака хыçĕнче çывăрать», — терĕ ватлăх еннелле сулăннă кил хуçи кула-кула. Шал-тах тĕлĕнтĕмĕр: кăнтăр кунĕнче кам хуп турттартăр? «Каçхине шăшисемпе çапăçнă пуль», — каллех култарчĕ арçын. Ахăртнех, клубра çĕрĕпе ташланă ĕнтĕ çав Çеруш. Хăйĕнпе те паллашрăмăр. Пĕчĕк пÿрте кĕрсе тăтăмăр çеç, кăмака хыçĕнче пĕри кăштăртатрĕ, чаршава сирсе куçне сăтăркаласа тухрĕ. Унпа сăмах хушрăмăр. Сергей пукан çине вырнаçнă май пире те ларма сĕнчĕ. Кунта тĕллесе янă Денис диван çинче вырăн тупрĕ. Сергей кăнтăрла çывăрманнине ĕнентерме тăрăшрĕ. Пуç ыратнăран канма выртнă имĕш. Каçхине хаяррине сыпнă пуль-ха. «Çу-у-ук, эпĕ эрех вуçех ĕçместĕп», — шантарчĕ Сергей. Вăл 29 çулта çеç-ха, анчах хырăнманскер ÿсĕмĕнчен аслăрах курăнать. Халĕ сухал — модăра, Çеруш вара унтан юлмасть. Урайĕнче спорт сумки ларнăран вăл аякри хулана ĕçлеме çÿренине ăнлантăмăр. Каччă Мускавра стройкăра тăрăшать, хальлĕхе ĕç çуккипе килте канать. Шкулпа сыв пуллашсан вăл каменщик, автомеханик специальноçĕсене алла илнĕ. Техникумра вĕреннĕ вăхăтрах укçа ĕçлесе илес тĕллевпе Мускава тухса кайнă. «Преподавательсемпе калаçса татăлтăм та мана занятисенчен вăхăтлăха хăтарчĕç. Вĕсемпе мĕнле пĕр чĕлхе тупнă тетĕр-и? Сирĕн пек хитре калаçнă пек сăмахланă, тепĕр чухне кăмăлне çавăрас тесе чечек те парнеленĕ», — те чăнласа, те шÿтлесе калаçрĕ яш. Малалла вулас...

Нина ОСИПОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.