Канашра «Хаваслă стартсем» республика фестивалĕ иртнĕ

6 Çĕртме, 2019

Нумаях пулмасть Канаш хулинче «Хаваслă стартсем» республика фестивалĕ иртнĕ. Унта 2-4-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă.

Тупăшура Канашри 6-мĕш шкул команди мала тухнă. Вĕсем Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Хаваслă стартсем» фестивальте те çĕнтернĕ.

Иккĕмĕш вырăнта — Шăмăршă районĕнчи Палтиел шкулĕ, виççĕмĕшĕнче — Патăрьел районĕнчи Патăрьелти 1-мĕш шкул.

Командăсене дипломсемпе, кубоксемпе хавхалантарнă.

www.hypar.ru

Валентина СЕЛЕНИНА. Unitex-center.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас