Кăлпассие хамăртан малтан мĕншĕн кушака çитеретпĕр?

Суя тавар кăларакансене уголовлă майпа явап тыттарасшăн Суя апат-çимĕç туса кăларакансемпе Роспотребнадзор тинех татăклăн кĕрешме тĕллев тытнă. Фальсификат тавар кăларакансене ведомство уголовлă майпа явап тыттармашкăн саккун проектне хатĕрленĕ.

Асăннă тытăм ертÿçи Анна Попова çирĕплетнĕ тăрăх, суя продукци /чылай чухне сĕт юр-варĕ тата аш-какайран хатĕрлени/ кăларни, урăхла каласан — унри пĕр компонента тепринпе улăштарни, тĕл пулать. Енчен те производитель вăл е ку компонент виçине чĕркемре асăннă тăк çимĕçре те çавăн чухлĕ кирлĕ. Кăтартман ингредиента тупса палăртни тавар суя пулнине пĕлтерет тата потребителе улталани шутланать. Тăрă шыв çине кăларнă çитменлĕхсемшĕн хальхи вăхăтра 1 миллион тенке яхăн штраф тÿлеттереççĕ. Роспотребнадзор вара унашкаллисене уголовлă майпа явап тыттарма сĕнет. Саккун проек-тне тивĕçлĕ органсемпе сÿтсе явнă та ĕнтĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен бизнес çыннисем фальсификацишĕн тыттаракан яваплăха хытарнине ырлаççĕ.

Продукци пахалăхне мĕнле хакламалла? Хăш-пĕр эксперт çирĕплетнĕ тăрăх, çимĕçĕн 10 проценчĕ пахалăхсăр пулсан. Анчах теприсем ку кăтартăва 90 процент таран хăпартма сĕнеççĕ. Апла вĕсенчен хăшне ĕненмелле? Анна Попова шухăшĕпе, Роспотребнадзорăн официаллă пĕтĕмлетĕвне шанмалла. Пахалăх кăтартăвĕсене хальхи саманара пачах нормăламан, техрегламентра хăрушсăрлăх кăтартăвĕсене кăна çырнă. Апла пулин те по-требителе сиенсĕр продукципе тивĕçтересси — тĕп вырăнта. Пахалăх ыйтăвĕ çынсене канăçсăрлантарни — ырă туртăм. Çакă общество çĕнĕ шая çĕкленнине — куç тĕлне пулнă кирек хăш тавара мар, хăйне усă кÿрекеннине кăна туянма кăмăлланине пĕлтерет. Малалла вулас...

 

Валентина СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.