Каллех — çĕршĕн

Çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă ултавлă ĕçсемшĕн ял тăрăхĕсен, райадминистрацисен миçе пуçлăхĕ суд умне тăмарĕ пуль — пурпĕр саккуна пăсма пăрахмаççĕ.

Ку хутĕнче Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕн экс-пуçлăхĕ суд тенкелĕ çине ларнă. Ăна УК 285 статйин 2-мĕш пайĕпе (вырăнти хăйтытăмлăх органĕн пуçлăхĕ должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни) айăпланă.

Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх — вăл 2007-2008 çулсенче официаллă документран çырса илнине суйса хатĕрленĕ. Çав документа 2000 çултах йышăннă-мĕн, унпа килĕшÿллĕн 441-рен пуçласа 656 тăваткал метр таран йышăнакан тăватă çĕр лаптăкне, Çĕктер поселокĕнче вырнаçнăскерсене, унăн пĕлĕшĕсене пахча валли уйăрса панă имĕш. Çав вăхăтрах икĕ лаптăк пайĕсене маларах коммерци организацийĕсене арендăна панă. Кайран вара суя документсене тĕпе хурса çав çынсем лаптăксене регистраци службинче хăйсен харпăрлăхне куçарнă. Çавна май район администрацине пĕтĕмпе 360 пин ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Суд ĕнерхи чиновнике условнăй майпа 2 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă, анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май амнистипе яваплăхран хăтарнă. Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.

Сăмах май, çак арçыншăн суд умне тăрасси халĕччен пулманни мар. Ăна пĕлтĕр те 0,15 гектар йышăнакан çĕр лаптăкĕпе çыхăннă ултавлă ĕç-пуçшăн уголовлă майпа явап тыттарнă. Условнăй майпа 2,5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă, анчах вăл ун чухне те ам- нистипех ирĕкре юлнă.

www.hypar.ru

Николай АНТИПОВ.

Комментари хушас