Калча тaсaласран

4 Ака, 2014

Калча ытла ÿссе кайнине ла­йăхах теме çук. Мĕншĕн тесен ытла шултра хунавăн тымарĕсем те пысăкланса каяççĕ, чÿлмекри тăпрара ун валли тутлăхлă япаласем çитейми пулаççĕ. Çавна май пахчаçă çирĕп тымарлă, вăйлă калча вырнне имшер, тăсăлса кайнă ÿсен-тăран кăна илейрет.

Калча çак сăлтавсене пула тăсăлса каять:

- çур сивĕ, вăрăм тăнăран калчасене йăрансем çине вăхăтра куçарса лартма май килменран*

- ÿсен-тăрана ытлашши шăварсан, минерал удобренийĕ­­семпе нумай апатлантарсан*

- чÿрече анинче çутă çителĕ­­ксĕр пулсан.

Ытлашши тăсăлса каясран çапларах тумалла:

- калчасене пикировка тунă чух тымарăн пĕр пайне кăштах кĕскетмелле*

- калчасене ÿсме пулăшакан регуляторсемпе им-çампа усă курмалла*

- вăрăсене ытла ир мар, кăшт каярах юлса акмалла.

Калчасем ытла ÿссе кайсан çакăн пек тума сĕнеççĕ:

- ÿсен-тăрана шăварма пăрахмалла, чÿлмексене сулхăнрах çĕре вырнаçтармалла*

- йăрансем çине куçарса ларт­нă чух калчан аялти пайне тăпра ăшне туса вырнаçтармалла. Каярахпа тунаран çĕнĕ тымарсем аталанаççĕ*

- хунавран темиçе шултра турата касса илмелле, вĕсене тымарлантармалла. Каярахпа ытти калчапа пĕрле йăран çине лартмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.