Калаçнипе çырлахмаççĕ

19 Чÿк, 2016

Малтанах палăртнă та, иртнĕ эрнекун черетлĕ канашлăва пăрлă çумăра пăхмасăрах пухăнчĕç Республикăри хĕрарăмсен союзĕн правленийĕн хастарĕсем.

Союз ертÿçи Ольга Зайцева хăй нумаях пулмасть Мускава кайса килни çинчен каласа кăтартрĕ. Унта Совет хĕрарăмĕсен комитечĕ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнине халалласа “Иртнине манмастпăр, хальхипе пурăнатпăр, малашлăха пăхатпăр” ятпа “çавра сĕтел” иртнĕ.

Раççей хĕрарăмĕсен союзĕ асăннă комитет ĕçне малалла тăсать. Çак пĕрлĕх хăй палăртнă тĕллевсем патне çирĕппĕн пынине Раççей Президенчĕ Владимир Путин союз пĕлтĕр 25 çул тултарнă ятпа янă саламлă çырăвĕнче палăртнă: “...организаци паха опыт пухнă, ырă ята тивĕçнĕ, палăртнине пурнăçлас тĕллевпе патшалăх органĕсемпе, граждан обществипе калаçса татăлма яланах хатĕррине çирĕплетнĕ”.

Раççей шайĕнче чăваш хĕрарăмĕсене тÿрех палласа илеççĕ. Çĕршывра иртекен кирек мĕнле мероприятие те Ольга Юрьевна наци çи-пуçĕпе кăна хутшăнать. Кашнинчех — урăх тĕрлипе. Çи-пуçа кура кĕтсе илеççĕ теççĕ. Кĕтсе илнине кура вара... чăвашсене яланах сăмах параççĕ. Каласа кăтартмалли, мăнаçланмалли пирĕн чăнласах пур. “Презентаци валли уйăрнă кĕске вăхăтрах хамăрăн опытпа паллаштарса та, юрласа-ташласа та ĕлкĕртĕмĕр”, — яланхиллех хавалануллăн калаçрĕ Ольга Юрьевна. Сăмах май, чăваш хĕрарăмĕсен интересĕсене Мускав шайĕнче хÿтĕлекенскерне Раççей чиперукĕсем “Оля-Чăваш Ен” ят парса та ĕлкĕрнĕ.

Мăнаçланмалли сăлтавĕ вара çавăнтах тупăнчĕ. Раççейре хĕрарăм ертÿçĕсен хушшинче иртнĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене Чулхулара чысланă. Асăннă конкурсра чăваш хĕрарăмĕсем те пуррине палăртма кăмăллă. Вĕсем ятарлă парнене тивĕçрĕç.

Правлени членĕсем паянхи кун тĕлне çивĕчленсе çитнĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Хĕрарăмсен союзĕ общество организацийĕ пулнине кура грант мелĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕç. Халиччен тивĕçнисемпе, калăпăр, онкочирсемпе асапланакансене пулăшма усă курнă.

Союз пуçарнă “Наци тата культура йăли-йĕркине амăшĕнчен — хĕрне, ашшĕнчен ывăлне парса хăварасси” проектпа йĕркеленĕ курав хăйĕн вырăнне тупрĕ. Малашне ун никĕсĕ çинче куçса çÿрекен курава кашни районтах ирттересшĕн. Ун ĕçне союз çумĕнчи ыркăмăллăх фончĕпе /ертÿçи Лариса Игнатьева/ пĕрле йĕркелесе пырĕç.

Чăваш пукане театрĕн ертÿçи Елизавета Аврамова чирлĕ пепкесем пирки калаçрĕ. Вĕсем сусăр шăпăрлансене, сăмахран, çапла каламаççĕ, “хăйне евĕр ачасем” теççĕ. Ку таранччен капла та паха опыт пухнă пулин те, вĕсем валли татах спектакльсем хатĕрлес ыйтусем тавра сăмах хускатрĕ пуканеçĕсен директорĕ.

Предпринимательсен ячĕпе Марина Аниченкова тата Зинаида Воробьева сăмах илчĕç. “Çемье ĕçĕ”, “Çамрăк директор”, “Хĕрарăм ертÿçĕ” тата ытти конкурссене хутшăнмашкăн чĕнсе каларĕç.

Тĕрлĕ предприятире хĕрарăмсен пĕрлĕхĕсене тахçанах йĕркеленĕ. Вĕсем аван ĕçленине палăртмалла. Çав вăхăтрах бизнеса Мускава çÿремелли мăн сумкăран пуçланă хĕрарăмсем паян та йывăрлăхсемпе куçа-куçăн хăйсем тĕллĕн кĕрешеççĕ. Союз ертÿçин заместителĕн Нина Глотовăн çакăн пирки чунĕ ыратни сисĕнчĕ.

Хĕрарăмсем пĕрле пухăнса калаçнипе çырлахмаççĕ. Тĕллеве палăртсан ун патне çирĕппĕн пыраççĕ, ыйтăва татса памасăр та чарăнмаççĕ. Çакăнпа палăрса тăрать те Чăваш республикинчи хĕрарăмсен союзĕ. Вăл йĕркеленнĕренпе кĕçех 90 çул çитет. Ăна чыслăн кĕтсе илсе сумлăн паллă тумаллине пухăннисене Ольга Зайцева тепĕр хут аса илтерчĕ.

Рита АРТИ.

Елена БОНДАРЕНКО сăнÿкерчĕкĕ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.