- Чăвашла верси
- Русская версия
КАКАЙ - САХАЛРАХ
Çын хăйне лайăх туясси япаласен ылмашăнăвĕнчен килет. Вăтăртан иртсен вăл вăрахланать. Çулсем иртнĕ май организм выльăх белокĕсене япăхрах йышăнма пуçлать.
Хĕрлĕ какайри /ĕне, сысна,сурăх ашĕсем/ япаласем энерги туса кăларма мар, йÿçеклĕх ĕçне хутшăнма тытăнаççĕ. Клеткăсем йÿçекленни вара чирсем /сыпă чирĕсенчен онкологи таранах/ патне илсе пырать. Çавăнпа халĕ терапевтсем 35-40 çулсенчен аслăрах çынсене хĕрлĕ какая эрнере пĕр е икĕ хутран тăтăшрах çиме сĕнмеççĕ. Тата ăна ăшаланă çĕр улмипе пĕрле çимелле мар, мĕншĕн тесен шăпах унра канцерогенсем пухăнаççĕ.
Клетчатка - пачах урăхла, вăл организмран наркăмшсене кăларма пулăшать. Унпа сĕлĕ кĕрпи, симĕс шалча пăрçи /фасоль/, спаржа пуян.
Ватăлнă май сĕте йышăнасси япăхать, мĕншĕн тесен организмра сĕт сахăрне ирĕлтерекен фермент пухăнмасть. Çавăнпа йÿçĕтнĕ сĕт çимĕçĕсем çине куçмалла. Ешĕл - укроп, петрушка, кинза, çулçăллă салат - ытларах çимелле. Вĕсенче пурнăçа тăсма кирлĕ К витамин нумай. Иммунитетшăн чи усăллă техĕмлĕхсем - хура пăрăç, куркума, корица, импĕр.
Комментари хушас