Кафене кайнă та таврăнман

Шупашкарта 36-ри Юрий Юркина шыраççĕ. Мăшăрĕ каланă тăрăх, пĕлĕшĕсем арçынна пушăн 26-мĕшĕнче ирхи 5 сехетре юлашки хут курнă.

Юрий юлташĕсемпе Миттов бульварĕнчи пĕр кафере юлташĕсемпе тĕл пулнă. Ирхине пурте килĕсене кайнă, анчах вăл хваттерне таврăнман. Çывăх çыннисем ăна шăнкăравласа çитейменнипе пăшăрханма тытăннă, мăшăрĕ тÿрех полицие çул тытнă. Ăна çак паллăсемпе уйăрма пулать: арçын 30-33 çулсенчи пек, хыткан кĕлеткеллĕ, çутă çÿçлĕ. Çухалнă кун кăвак спорт куртка, хура калпак, баллон шăлавар, хура пушмак тăхăннă пулнă.

 

Ирина КОШКИНА. О.ШВЕЦОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас