Кадет шкулĕ: тирпей-илем кĕртессипе çине тăрса ĕçлемелле

14 Çурла, 2018

Федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕн строительствине республика ертÿлĕхĕ сăнасах тăрать.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер те вырăна тухса канашлу ирттернĕччĕ. Паян вăл каллех кадет корпусĕнче строительство организацийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. Пĕтĕмĕшле кунта, Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, строительство ĕçĕсем вăхăтра пурнăçланса пыраççĕ. Объектсем 90 процент ытла хатĕр. Анчах çивĕчлĕх кăларса тăратакан самантсем те çук мар. Хăш-пĕр ĕç юлса пынăран субподряд организацийĕсене явăçтарма тивнĕ. Çавна май Михаил Игнатьев генеральнăй подрядчикпе, «Старко» фирмăн генеральнăй директорĕпе Андрей Александровпа, çирĕп калаçрĕ, ĕç йĕркине пăхăнмалли çинчен асăрхаттарчĕ. «Ĕç юхăмне икĕ-виçĕ сменăпа йĕркелеме хушнăччĕ, — терĕ вăл. — Мĕн куртăм-ха? Пĕрремĕш смена хыççăн строительство лапамĕнче темиçе çын кăна ĕçлетчĕ».

Михаил Васильевич ку эрнере пушшех те вăй хумаллине палăртрĕ. Уйрăмах территорие хăтлăлатас, Кадет паркне йĕркене кĕртес тĕлĕшпе, объектсене шал енчен сăрласа илемлетес, тирпей-илем кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине каларĕ. «Укçа çук тесе лармалла мар. Кун пек калаçу пулма та пултараймасть. Бюджетра мĕн чухлĕ кирлĕ — çавăн чухлĕ пăхса хăварнă», — терĕ республика Пуçлăхĕ. Çавăн пекех Михаил Игнатьев подряд тата субподряд организацийĕсен ертÿçисене ĕç юхăмĕнче сиксе тухакан ыйтусене хăвăрт татса памалли çинчен асăрхаттарчĕ.

Паян çавăн пекех кадет корпусĕпе паллашма пулас вĕренекенсен ашшĕ-амăшне, хула çыннисене йыхравланă. «Ачасемшĕн тăрăшса мĕн тунине хăйсем курса ĕненччĕр», — терĕ Миахил Игнатьев çакнашкал тĕлпулу йĕркеленин сăлтавне уçăмлатса.

Надежда ПОРФИРЬЕВА, Муркаш районĕ:

Кадет шкулне пăхса çаврăнтăмăр, питĕ килĕшрĕ. Çав тери илемлĕ, хитре. Кунтах çывăрмалли пÿлĕмсем, стадион пуласси, кружоксемпе секцисем ĕçлесси çинчен пĕлтерчĕç. Çавна май ачасене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани илме мĕн кирли йăлтах пулĕ. Вĕсем Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем пулса ÿсессе, ашшĕ-амăшне намăс кăтартас çуккине шанса тăратпăр. Кадет шкулне 10-мĕш класа манăн хĕрача Елизавета килет. Вăл 5-мĕш класран пуçласа Муркаш шкулĕнчи кадет класĕнче вĕренсе пычĕ. Вĕсен класĕ пур енĕпе те маттур. Республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене пĕрре мар хутшăнчĕç, пысăк çитĕнÿсем турĕç. Кадет корпусĕн ятне те çÿле çĕклесе, пирĕн республикăри çак вĕренÿ заведенийĕ çĕршывра чи чаплă шкул пулса тăрасса шанатăп.

ИРИНА, СВЕТЛАНА, ачисем тĕп хулари шкулсенче 2, 3-мĕш классенче вĕренеççĕ:

Эпир кунта ĕçе кайнă чухне çула май кĕрсе курар терĕмĕр. Хаçатсенче, радио-телекуравра кадет корпусĕ пирки каланине пĕрре мар илтнĕ. Пирĕн шухăшпа — вăл питĕ сумлă, пĕлтерĕшлĕ шкул. Хамăрăн та хĕрачасене кунта вĕренме ярас килет. Кадет корпусĕнче тĕрлĕ куржок ĕçлеме пуçласси уйрăмах кăмăла кайрĕ. Уроксем пĕтсен вĕсене пушă вăхăта усăллă ирттерме майсем çителĕклех пулĕç. Ахаль шкулта вĕренекенсене ашшĕ-амăшĕн ĕç хыççăн искусство шкулĕсене илсе çÿреме тивет-çке. Ку чылай чухне пачах те меллĕ мар.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас