Каччăсене гаражра тупнă
Шел, чĕрĕ мар - иккĕшĕ те вилнĕ. 21 çулти çамрăксем икĕ талăк килне таврăнман та - ашшĕ-амăшĕ хыпăнса ÿкнĕ. Шăмат кун ирхине вĕсем ывăлĕсем çухални çинчен полицие пĕлтернĕ. Çав кунах каччăсенчен пĕрин ашшĕ хăйĕн Шупашкарти Çĕнĕ Лапсар поселокĕнчи гаражне кайнă. Алăка шалтан питĕрнипе тĕлĕннĕ. Уçнă та - çухалнă ывăлĕпе унăн тусĕ боксри автомобиль салонĕнче иккен. Малти ларкăчсем çине вырнаçнăскерсем пĕри те сывламаççĕ...
Кунта тытăçу-çапăçу пулнине кăтартаканни нимĕн те çук, çамрăксен кĕлеткисем çинче сурансем те тупайман. Экспертсем машинăра пипетка, вĕтетнĕ темле ÿсен-тăран чикнĕ пĕчĕк хутаç тупнă - вĕсене тĕпчеме янă. Вилĕм сăлтавне экспертиза палăртĕ. Ĕç-пуçа уçăмлатма Наркотĕрĕслев службин сотрудникĕсене те явăçтарнă.