Каçал тăрăхĕнче уй-хир ĕçĕсене сÿтсе явнă

9 Юпа, 2017

Районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем тунтикунсерен ирттерекен канашлура тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ ыйтăва хускатаççĕ. Каçал тăрăхĕнче ял хуçалăхĕнчи ĕçсене те тишкернĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Никифоров уй-хирти ĕç вĕçленнĕпе пĕрех тесе палăртнă. Çапах та хресчене çĕрулми кăларса пĕтересси (шăматкун тĕлне вăл 10 гектар çинче юлнă), кукуруза силослăх вырасси пăшăрхантарать. Паллах, пăшăрханса кăна лармаççĕ-ха, малалла ĕçлеççĕ. Кĕрхи çĕртме сухи тăвасси те муниципалитетра малалла пырать.

"Хыпар" издательство çуртне ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ паян вырăнсене çитсе килессине, лару-тăрупа паллашассине ĕнентерчĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас