Кăçал та диктант çырăпăр

Республикăра Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, ЧР вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акци ирттереççĕ. Йăлана кĕнĕ пекех диктанта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çырăпăр.

Чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тăван чĕлхене пĕлнине кăтартма май паракан акци 2013 çулта йĕркеленчĕ. Унăн тĕллевĕсенчен чи пĕлтерĕшли - хамăр чăваш пулнине, наци пĕрлĕхне палăртасси.

Акцие ирттерессине Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хăйĕн çине ытларах илнĕ май кăçалхи диктант тексчĕн конкурсĕ пуçланни пирки пĕлтерет. Чăвашлăхшăн çунакан кашни йăхташ яваплăха туйса çак ĕçе хутшăнма пултарать. Ĕçсене институтпа ятарлă комисси ячĕпе ярса памалла.

Иртнĕ çулсенче диктант тексчĕсене Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Марина Карягина тележурналист тата чăваш прозаикĕ Леонид Маяксем çырни тăрăх /«Асран кайми кун»/ хатĕрленĕччĕ.

Ирина ПУШКИНА.

"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.