Каçал енче ĕçсĕр çын сахал
Ĕç рынокĕнчи тăрăма Чăваш Енре эрнесерен сăнаса тăраççĕ. Официаллă статистикăна ĕненсен, Каçал енче ĕçсĕр çын сахал.
Ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕх текен кăтарту унта 0,07 единицăпа танлашать. Ансатрах ăнлантарсан, ку вăл пĕр ваканси пуçне ĕçсĕр миçе çын тивнине пĕлтерет. Комсомольски районĕсĕр пуçне Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче ку цифра - 0,08; Çĕрпÿ районĕнче - 0,09; Шăмăршă тата Патăрьел районĕсенче - 0,11
Ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче юпа уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра 4148 çын шутра тăрать. Ку вăл вăйпиттисен 0,64 проценчĕ пулать. Ĕçлеме пултаракансен тата ĕç шыракансен пĕтĕмĕшле йышне тишкерсен, Çĕрпу, Комсомольски, Вăрмар, Муркаш тата Етĕрне районĕсенче ĕçсĕрлĕх шайĕ пĕчĕкки сисĕнет. Ваканси пуçне миçе вырăн сĕннине маларах асăнтăмăр ĕнтĕ.
Комментари хушас