Кăçал 5,7 пин çемьене тăваткал метрсемпе тивĕçтермелле

30 Юпа, 2017

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура халăхăн социаллă ушкăнĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва тишкернĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев татăклăн палăртрĕ: "Ку енĕпе хамăр çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçлатпăр".

2017 çулта республикăра пĕтĕмпе асăннă категорири 5,7 пин çын пурăнмалли условисене лайăхлатать. Вĕсене хваттерсемпе тивĕçтерме 3,2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Ку ĕç пирки çитес çулсенче те манмĕç — бюджета тивĕçлĕ тăкаксене хывса хăварнă.

Социаллă ушкăнсене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшсас енĕпе пурнăçлакан ĕç çинчен тĕплĕнрех строительство министрĕ Владимир Михайлов каласа пачĕ. Паян хваттер черетĕнче тăракансен черетĕнче 77 пин çемье. Кăçал 3,7 пин çемьене тăваткал метрсемпе тивĕçтермелле. Палăртни пурнăçланмалла. Телейлисен йышĕнче — 3 пин ытла çамрăк çемье. Вĕсем ипотека шучĕпе илекен кредитсен проценчĕсен пĕр пайне, 4%, республика саплаштарать. 86 ветеран çĕнĕ хваттерсене куçнă тата куçать. Вĕсем пирки сăмах пуçарнă май Михаил Игнатьев суд урлă хваттер памалла тесе йышăннă ветерансем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ, ку ĕçе вĕçлемеллине палăртрĕ.

Тăлăхсем пирки те манман. Тата — пилĕк е ытларах ачаллă çемьесем. Кăçал 138 тăлăха хваттерсемпе тивĕçтерĕç. 

Теги: 

Комментари хушас