Çĕмĕрлесен çăхавĕ, никам пĕлмен завод...
Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн ертÿçисене, депутачĕсене тав тунинчен пуçларĕ. Сăлтавĕ - виçĕм кун вĕçленнĕ сессире парламентарисем республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджетне йышăнни. «2014 çула финанс докуменчĕпе кĕретпĕр, - кăмăллăн палăртрĕ Михаил Васильевич. - Халĕ Правительствăн тивĕçлĕ йышăнусем хатĕрлемелле. Бюджетра пăхса хăварнă укçапа туллин тата вăхăтра усă курассине тивĕçтермелле. Строительствăпа çыхăннă ĕçсем тăсăлса ан кайччăр - 1-мĕш кварталтах ĕçе тытăнмалла пултăр. Вăхăтра пурнăçланине хам тĕрĕслесе тăрăп».




Черетлĕ ĕçлĕ çул çÿреве тухсан ăнсăртран тĕл пулнă çамрăк хĕрарăмпа тăван чĕлхепе шăкăл-шăкăл калаçатпăр. Хальхинче çул Канаш тăрăхĕнчи Карăклă ял тăрăхнелле выртрĕ те - кунти хутлăх, халăх çинчен, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, çивĕч ыйтăвĕсем пирки пĕлесшĕн тăрăшатăп. Çулташăм Надежда Федорова хăй ку тăрăхра çуралса ÿсмен пулин те мана мĕн кăсăклантарни пирки йăлтах каласа кăтартма пултарчĕ.
Чăваш Енре пысăк ăмăрту чылай иртет. Хальхи вăхăтра Шупашкар командăсен Европа чемпионатне хатĕрленет. Нумаях пулмасть пирĕн республикăра 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утакансен тĕнче кубокĕсене ирттерессине пĕлтĕмĕр. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн керменĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем çĕр-шыв кубокĕшĕн тупăшрĕç.





