Комментари хушас

27 Чÿк, 2013

Кавир çинче - хĕрарăмсем

Чăваш Енре пысăк ăмăрту чылай иртет. Хальхи вăхăтра Шупашкар командăсен Европа чемпионатне хатĕрленет. Нумаях пулмасть пирĕн республикăра 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утакансен тĕнче кубокĕсене ирттерессине пĕлтĕмĕр. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн керменĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем çĕр-шыв кубокĕшĕн тупăшрĕç.

Чăваш Ен - спортпа туслисен регионĕ

Çапла хакларĕ пирĕн республикăна çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов ăмăрту пуçланас умĕн иртнĕ пресс-конференцире. Çĕнĕ Шупашкара та ăнсăртран суйласа илмен. Хулара ирĕклĕ кĕрешĕве чи малтан аталантарма тытăннă, паллă спортсменсем Ольгăпа Наталья Смирновăсем унтах çитĕннĕ. Пĕр тăвансем кавир çине пĕрремĕш хут 1994 çулта тухнă, çак тапхăртанпа вĕсем республикăри, çĕр-шыври тĕрлĕ ăмăртура палăрнă, Европа тата тĕнче чемпионачĕсен пьедесталĕ çине темиçе хут хăпарнă. Ольга 2008 çулта Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илнĕ, халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕнче тренерта ĕçлет. Наталья - Раççейĕн пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ.

Европăн пилĕк хут чемпионки Наталья Гольц 12 çултах çĕр-шыв ăмăртăвĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ, 17-ре тĕнче кубокне çĕнсе илнĕ. Тĕнче чемпионачĕн тата ытти турнирăн призерĕ чылай çул Раççейĕн пĕрлештернĕ командин хастарĕ пулнă, Олимпиадăна та хутшăннă. Кăçал студентсен Пĕтĕм тĕнче Универсиадинче виççĕмĕш вырăн йышăннă Екатерина Краснова ача чухне самбопа интересленнĕ, ашшĕ-амăшĕ вара ăна ташă кружокне ертсе кайнă. Çапах та вăл кĕрешĕве суйласа илнĕ, Шупашкар пикин пухмачĕнче - вун-вун медаль. 21 çулти Надежда Федорова, çĕр-шыв чемпионатĕнче тата Кубокĕнче çĕнтернĕскер, юниорсен хушшинче иртнĕ тĕнче тата Европа ăмăртăвĕсенче мала тухнă.

Пирĕн ентешĕн - «ылтăн»

Чăваш Енре пĕрремĕш хут иртнĕ ăмăртăва çĕр-шыври 30 регионтан килнĕ 120 спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. «Чăваш Енре спорта аталантарас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçланать, çынсен сывлăхне çирĕплетме те услови çителĕклех. Çĕнĕ объектсем çĕкленеççĕ, киввисене юсаса хăтлăлатаççĕ. Паянхи ăмăрту та республикăри чи пысăк керменте иртет. Ирĕклĕ кĕрешÿ - вăйлисем валли, унта паттăррисем кăна çĕнтереççĕ. Хĕрарăмсем те кавир çине тухса хăйсен хастарлăхне кăтартаççĕ», - терĕ вăл. Кĕрешÿçĕсене çавăн пекех РФ пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов, тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ пулнă Сергей Корнилаев, ЧР ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен федерацийĕн ертÿçи Алексей Лапшин, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ольга Смирнова ăнăçу сунчĕç.

Спортсменсем çичĕ виçере тупăшрĕç. 48 килограмлă виçере Раççей кубокне пирĕн ентеш, халĕ Брянск облаçĕнче пурăнакан 24-ри Алина Морева /Анисимова/ çĕнсе илчĕ. Пике Канаш районĕнчи Шăхасанта çуралса ÿснĕ, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тата Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 5-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă, Олимп резервĕсен училищинче вĕреннĕ. Вăл - Раççей тата Европа ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи, çĕр-шывăн икĕ хут чемпионки. «Паянхи çĕнтерÿ маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ăмăрту тăван енре иртни, анне, йăмăкпа шăллăм тата юлташсем хавхалантарни нумай пулăшрĕ», - терĕ Алина чыслав хыççăн.

Шел те, Чăваш Ен спортсменкисенчен çĕр-шыв кубокне никам та çĕнсе илеймерĕ. Надежда Федорова та финала тухаймарĕ, хăшĕ-пĕри ăмăртăва пачах та хутшăнаймарĕ. Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ Мускав чысне хÿтĕлекен Екатерина Вьюновăпа Анна Максимова 59 килограмлă виçере бронза медаль çĕнсе илчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те Шупашкарти Олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă.

РФ пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов каланă тăрăх - çывăх кунсенче спортсменсем Бразилие сбора кайĕç, каярах - АПШна. Унта команда Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăн иртекен Иван Ярыгин ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери турнира хатĕрленĕ. Юлашкинчен хăна кăсăклă хыпар та пĕлтерчĕ: Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсене хатĕрлекен спорт центрĕ пулĕ.

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.