Комментари хушас

27 Чÿк, 2013

Хуларан яла - телее шанса

Черетлĕ ĕçлĕ çул çÿреве тухсан ăнсăртран тĕл пулнă çамрăк хĕрарăмпа тăван чĕлхепе шăкăл-шăкăл калаçатпăр. Хальхинче çул Канаш тăрăхĕнчи Карăклă ял тăрăхнелле выртрĕ те - кунти хутлăх, халăх çинчен, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, çивĕч ыйтăвĕсем пирки пĕлесшĕн тăрăшатăп. Çулташăм Надежда Федорова хăй ку тăрăхра çуралса ÿсмен пулин те мана мĕн кăсăклантарни пирки йăлтах каласа кăтартма пултарчĕ. Тепĕр тесен Юмансар кинĕ пулса тăнăранпа вăхăт сахалах та иртмен: 22 çул каялла Çĕнĕ Шупашкар хĕрĕ çак яла качча тухнă. Паллах, малтанах хăй те ĕне суса, кăмака хутса, тислĕк тасатса пурăнасса ĕненмен вăл. Упăшкине хуланалла илĕртме май тупасса шаннă. Анчах Андрияна тăван çĕр тыткăнĕнчен вĕçертме май килмен. Çакăншăн паян пĕртте ÿкĕнмест 4 ача амăшĕ, çут çанталăкăн çăтмах пек кĕтесĕнче пурăннăран хĕпĕртет те. Юмансар вăрман çывăхĕнчи ял пулнине ятĕнченех тавçăрма пулать. Кÿлĕсем те - çывăхрах. Хулашăн тунсăхлам пек пулсан-и? Тархасшăн, Канаш - 10 çухрăмра кăна.

«Ылтăн шырарăмăр»

Юмансарта Надеждăн тăванĕсем пурăннă. Вĕсем патне çулласерен килсе çÿренĕ, икĕ сыпăкри пиччĕшĕ-аппăшĕпе пĕрле клуба тухнă хула хĕрĕ. 6 ачаллă çемьере пĕр хĕр ÿсекенскер арçын ачасенчен çапла вăхăтлăх «тарнă». Училищĕре электричество хатĕрĕсемпе ĕçлеме хăнăху илсен заводра ĕçлеме пикеннĕ. Пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе аслă шкула та куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Юмансар каччине чунтанах килĕштернĕрен йăлт пăрахса... качча кайнă.

- Ялта ун чухне условисем хальхи пек пулман. Кăмака хутмалла - вут тивертме пĕлместĕп, шыва çăлран кÿмелле. Хуняма, Дария Матвеевна, фермăра тăрăшатчĕ. Питĕ маттур хĕрарăмччĕ вăл. Çапла чылай ĕç-пуçа унран вĕренсе пытăм. Паллах, чи малтан пĕтĕм ĕçе мăшăрпа пурнăçлаттăмăр. Телее, вăл «ку хĕрарăм ĕçĕ» тесе уйăрса тăмасть. Ĕне сума ачаранах пĕлнĕ. Çемьере кĕçĕнни, тĕпкĕч. Эпир пĕрлешес умĕн çурт лартма тытăннăччĕ вĕсем, стенасем кăначчĕ ун чухне. Çапла стройка мĕн иккенне те 19 çултах пĕлме тиврĕ, - хĕртен арăм пулнă вăхăта аса илет Н.Федорова.

Халĕ ĕнтĕ кермен пек çуртра пурăнаççĕ Федоровсем. Шыв пÿртех кĕрет. Душ пÿлĕмĕ, туалет... Паллах, çăмăллăн пулман çакнашкал хăтлăх. Кил хуçи чылай çул çурçĕрте вахтăпа ĕçленĕ. Унти çанталăк сывлăхшăн юрăхлах маррине ăнланса каярах хăйĕн ĕçне кунтах йĕркелесе янă Андриян. Тата тепĕр сăлтав: çемье йышланса пынă май уйрăм пурăнма йывăр-çке.

Йышлă тенĕрен - Надя нумай ача çуратасса шухăшламан та. «Ылтăн» шырарăмăр пулас. Турри вара пире чиперкке хыççăн чиперкке парнелерĕ», - сăпайлăн калать кун пирки кил ăшшине упракан. Дария, асламăшĕн ятне тивĕçнĕскер, шкул саккипе сыв пуллашнă ĕнтĕ, Питĕр хулинче аслă шкулта вĕренет. Наталия вара çитес çуркунне аттестат илме хатĕрленет. Историпе, общество тата право пĕлĕвĕпе интересленекенскер районта анчах мар, республика шайĕнче иртекен олимпиадăсенче те малти вырăна пĕрре мар тивĕçнĕ. Кĕнеке вулама юратакан хĕр юрист специальноçне илме ĕмĕтленет. Мария та, пиллĕкмĕш класра вĕренекенскер, аппăшĕсенчен кая мар аван ĕлкĕрсе пырать. Музыка шкулне иккĕмĕш çул çÿрет. Тăваттăна ярса пуснă Настя хальлĕхе садикре кăна-ха. Акă Амăшĕсен кунĕ тĕлне самай вăрăм сăвă вĕренме парса янă та - хĕр пĕрчи тăрăшсах тутине мĕкĕлтеттерет, тĕнчере чи хаклă çын умĕнче намăс курас килмест унăн.

 

Чи хакли

Пысăк çемьере хĕрарăмшăн икĕ алла çĕр ĕç пулин те çынна патшалăх ĕçĕнче вăй хуни те кирлĕ. Юмансарсем маларах Н.Крупская ячĕллĕ хуçалăхра чылайăн тăрăшнă - халĕ ĕнтĕ хуçалăх саланнă. Хула инçе пулманни анчах йывăр лару-тăруран тухма пулăшать. Надежда Николаевна 9 çул Канашри почтамтра операторта тăрăшнă. Каçхине 20 сехетре çеç пушаннăран килти хуçалăхра ытларах ачисен тăрмашма тивнĕ /ашшĕ час-часах çул çинче - тĕрлĕ япала турттарать/. Вĕсене хĕрхеннĕренех хăнăхнă ĕçĕнчен хăтарма ыйтать Н.Федорова. Халĕ Карăклă ял тăрăхĕн администрацийĕн çар учечĕпе ĕçлекен инспекторĕнче тăрăшать. Шкул, садик, администраци çурчĕ - пурте юнашар вырнаçнă.

- Ачасем çумрах пулнине туйса тăни ĕçре хавхалантарать. Вĕрентекенсемпе, воспитательницăпа курса калаçма та меллĕ. Шăпа ман майлă çул уçса пынăшăн савăнмалли çеç юлать, - йăл кулать калаçăва малалла тăсса кăмăллă хĕрарăм.

- Пурнăçра чи хакли сирĕншĕн мĕн? - хуравне тĕшмĕртетĕп пулин те ыйтрăм çулташăмран.

- Çемьерен, тăван килтен хакли мĕн пултăр? Акă паян-ыран Даша Питĕртен килмелле, пурте иртенпех ăна кĕтни пирки калаçатпăр. Тунсăхлатпăр унсăр. Çемье пирки сăмах пуçарнă май мăшăрăма тав тумасăр хăварас килмест. Арçын хисеплесен, юратсан эпир, хĕрарăмсем, темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттерме хатĕр. Çăпати ăçталла - кантри те çавăнталлах ĕнтĕ. Хамăн турă пÿрнине ялта тĕл пулнăшăн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп. Çумра тĕрек пулнине туйнăран вăй - иксĕлми, - чунне уçрĕ хулара ÿссе яла килĕштернĕ чăваш хĕрарăмĕ.

 

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.