Хыпар
Шăмăршăсем пĕрле пуçтарăнсан...
Суйкăнсем суймаççĕ
Асăннă ял епле пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Пĕрремĕшне вара "суяс" сăмахпа çыхăнтараççĕ. Вăрманта пытаннă яла хырçă пуçтарма килнисем, "Эсир камсен пулатăр." - тесе ыйтнă-мĕн. "Эсир хăвăр вара ăçтисем." - çийĕнчех тĕпченĕ хресченсем. Вĕсем Пăва уесĕнчен пулнине пĕлсен, "Эпир Улатăр уесне пăхăнатпăр", - тенĕ. Улатăр уесĕнчисем килсе тухсан вара Пăва уесĕнчисем тесе çирĕплетнĕ.
Хамăрта курас тенĕ илем
Пирĕншĕн, куравçăсемшĕн, артистăн сцена çинчи сăнарĕ темрен хаклă. Ăна хăйне те рольтен уйăрмастпăр темелле. Вăл е ку спектакльте «усал çын» тăк артиста та «курайми» пулатпăр, лайăххишĕн савăнатпăр, унпа мухтанатпăр.
Вера Кузьминична мĕнлерех çын-ши кулленхи пурнăçра? Мĕн шухăшлаççĕ-ха ун пирки юнашар ĕçлекенсем? Вун-вун сăнара чун панă актриса хăй ăçтан вăй илет?
Николай Терентьев, Чăваш халăх писателĕ, драматург:
Часавай уçни – пысăк савăнăç
Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Михаил архистратигăн тата тÿпери ÿт-пÿсĕр ытти пирĕштин пĕрлĕхĕн кунне палăртаççĕ. Ку уяв Елчĕк районĕнчи Тип Тимеш ялĕн престол уявĕ шутланать. Кăçалхи праçник асăннă ялта пурăнакансемшĕн нумайлăха асра юлĕ, Михаил архистратиг ячĕпе хăпартнă часавая шăпах çав кун савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 1718
- 1719
- 1720
- 1721
- 1722
- 1723
- 1724
- 1725
- 1726
- …
- следующая ›
- последняя »