Хамăрта курас тенĕ илем

23 Чÿк, 2013

Пирĕншĕн, куравçăсемшĕн, артистăн сцена çинчи сăнарĕ темрен хаклă. Ăна хăйне те рольтен уйăрмастпăр темелле. Вăл е ку спектакльте «усал çын» тăк артиста та «курайми» пулатпăр, лайăххишĕн савăнатпăр, унпа мухтанатпăр.

Вера Кузьминична мĕнлерех çын-ши кулленхи пурнăçра? Мĕн шухăшлаççĕ-ха ун пирки юнашар ĕçлекенсем? Вун-вун сăнара чун панă актриса хăй ăçтан вăй илет?

Николай Терентьев, Чăваш халăх писателĕ, драматург:

- Эпĕ Верăпа пĕр вăхăтра вĕреннĕ. 1947 çулта ГИТИС пĕтерсе Виктор Родионов, Вера Кузьмина, Галина Мадеева, Петр Иванов, Николай Степанов, Зоя Ярдыкова тата ыттисем Чăваш театрне таврăнтăмăр. Унтанпа 66 çул иртрĕ. Сцена çине пĕртен-пĕр Вера çеç тухать. Паян акă унăн сумлă юбилейĕ. Аса илмелли, каласа кăтармалли пайтах. Тен, хăшĕ манăçа та тухнă пулĕ. Анчах та асра упранса юлни те сахал мар. Эпир Верăпа яланах юлташлă пулнă, туслăх халĕ те çирĕп.

Куç умĕнчех-ха студент пурнăçĕ. Вера ахăлтатса кулма юрататчĕ. Кăмăлне самантрах улăштарма пĕлетчĕ. Çак хаваслă та ларма-тăма пĕлмен хĕр пĕррехинче Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэминчи Зоя Космодемьянская çинчен калакан сыпăка сцена калаçăвĕ енĕпе тума хушнă ĕç пек хатĕрлесе вуласа пачĕ. Автор хăй те, ĕнерхи фронтовик, пурччĕ. Кузьмина пире, пĕр курсра вĕренекенсене, педагогсене, пурне те тĕлĕнтерчĕ. Темĕн те курса тÿснĕ çар офицерĕ чĕтренсе илчĕ, самантлăха пуçне аяккалла пăрчĕ - куççульне шăлнă пек туйăнчĕ мана.

Актрисăн тĕп енĕсене пĕр-ик сăмахпа çапла хаклама пулать-тĕр: ăслă, вăйлă туйăмлă.

Кузьмина çивĕч характерлă е кулăшла рольсене вылянă чухне хăйне шыври пулă пек туять. Уйрăмлăхĕ çук. Вăл кутăнлашмасть, нихăшне те тиркемест.

Унăн Гарсиа Лоркăн «Юнлă туйри» Амăшĕ халĕ те куç умĕнче. Мăнаçлă та хăйне пăхăнтараканскер, тавăрма ыйтаканскер. Унăн драматизм енчен хăрушă сценисене куç умĕнчи пек курса тăратăп. Амăшĕн монологне итлетĕп. Унра темĕнле пысăк та хăрушă чăнлăх палăрать.

Хальхи наци драматургийĕ вăйлă характерсемпе пуянах мар. Эпĕ хамăн пьесăсене ятарлă артистсем валли çырнă. Шăрçаланă чухнех шухăшпа спектакль лартнă. Хамăн спектакль. Анчах режиссерсем ăна эпĕ лартнă пек курмастчĕç, артистсем те ман пек вылямастчĕç. Вера Кузьмина вара мана ялан тенĕ пек ăнланнă. Хăш-пĕр чухне тĕп сăнарсене эпĕ ĕмĕтленнинчен те çÿлерех çĕкленĕ. Актриса манăн юлашки ĕçсенче - «Çĕпĕр дивизийĕ» драмăра, «Çылăх» тата «Пушар лаши» трагикомедисенче - калăпланă виçĕ сăнар çинчен нумай калама пултаратăп. Хветура, Плаки, Клавье сăнарĕсем - пур енчен те тĕрлĕрен. Анчах виççĕшĕнче те пĕр пеклĕх пур: Çĕр çинчи пурнăçшăн хĕрарăм яваплă пулнине çирĕплетни.

Вера Кузьмина валли монологсем çырма юрататăп. Вĕсем виçĕ пьесăра та пур.

Тайма пуç чаплă актрисăна - пире чунпа тасалса çÿлелле çĕкленме пулăшнăшăн.

Валерий Яковлев, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ:

- Вера Кузьмина пултарулăхĕ пирки çапла калама пулать: унăн никĕсĕ çирĕп, шанчăклă. Вăл çак пахалăхсене тĕпе хурса ĕçленипе йĕркеленсе пынă. Пĕрремĕшĕ - вăл чунĕпе, хавалĕпе сцена искусствинче чăвашлăха парăнса, туйса, хака хурса ĕçлени. Паллах, ун пек парăннă çынсем татах пур. Вăл хăй чунĕ, ăсĕ витĕр чăваш çынни патне туртăнса, ăна сума суса, тĕп вырăна лартса парăнса ĕçлет. Унсăр пуçне çав тери тăрăшуллă çын вăл. Ун пекки сайра пулать. Сцена искусствин чăнлăхĕ патне çитес тесе ырми-канми çеç мар, кунĕпе те çĕрĕпе шухăшлама, ĕçлеме, репетици тума хатĕр.

Театр искусствинче турă пани те кирлĕ. Кăна вара Вера Кузьминичнăна пĕр шеллемесĕрех панă. Пултаруллă çынсем пур-ха, автор, ют çын сăмахĕсене сцена çинче калаççĕ вĕсем. Кузьмина вара çав сăмахсене хăйĕн ăсĕ, чунĕ витĕр кăларать. Вăл питĕ ăслă актриса, шухăшласа вылять.

Иккĕмĕшĕнчен, Вера Кузьминична туйăмлă çын. Искусствăра мĕн чăннине, хитрине тĕрĕс пахалать. Мускавра вăл çав тери паллă педагог, профессор, СССР халăх артисчĕ Михаил Тарханов патĕнче пĕлÿ илнĕ. Михаил Михайлович Станиславскипе пĕрле ĕçленĕ. Акă ăçтан тымар илнĕ пирĕн юбилярăн ÿнер туйăмлăхĕ. Шупашкара килсен Петĕр Хусанкая качча тухнă. Хусанкай вара çÿллĕ шайри поэт çеç мар, ăнкарăвĕпе - тĕнче шайĕпе чухлакан çын. Çакă та витĕм кÿнĕ.

Ачашлăхĕ те, çемçелĕхĕ те пур, çапах питĕ çирĕп çын. Тĕреклĕ, характерлă çын. Ăна унталла-кунталла пăрма йывăр пулĕ тетĕп. Çакă юлашки çулсенчи ĕçсенче уйрăмах курăнать.

Сцена пирки калас тăк ун пултарулăхĕнче темиçе тапхăра палăртмалла. Пĕрремĕшĕ - иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕчченхи. Хĕр ачасен, арçын ачасен ролĕсене калăпланă. Çав вăхăтри чи паллисем - А.Арбузовăн «Таня» драминчи Таня, М. Горькин «Старикĕнчи» Хĕр. Тепĕр тапхăр 70-мĕш çулсенчен пуçланать. Ку вăл Гарсиа Лоркăн «Юнлă туйри» Амăшĕ сăнарĕпе çыхăннă. 1973 çулта лартнă ăна. Çак вăхăтран трагедиллĕ, çÿллĕ шайлă драмăсенче тĕп сăнарсен речĕ кайма пуçларĕ: Кулине /«Пĕрре, çуркунне»/, Плаки /«Çылăх»/, Клавье /«Пушар лаши»/, Амăшĕ /«Çатан карта çинчи хура хăмла çырли»/, Бернарда /«Арçынсăр хĕрарăм»/, Çул кăтартуçи /«Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕ»/, Униççе /«Кайри мала, хур кайăксем»/, Алтÿк /«Укçа чул кастарать»/ тата ыт. те.

Искусствăра ĕçлеме çирĕп сывлăх кирлĕ. Хăвна упрани те пĕлтерĕшлĕ. Вăл хăйне упрама пĕлет. Спортпа туслă пулнă, йĕлтĕрпе ярăннă. Çавăнпах 90-ра та сцена çинче, халĕ те вылять. Чăваш театрĕнче халĕччен ун пек тĕслĕх пулман. Ăрăвĕ те çавăн пек ахăр. Амăшĕ те 90-ран иртсе ватăлса вилчĕ. Эпир ун чухне пĕр çуртра пурăннă.

Тăван халăх юратакан актрисăна малашне те сцена çинче курасчĕ. Вера Кузьминична çамрăксемшĕн тĕслĕх. Унăн пĕртен-пĕр ĕç - театр - пулнă. Ăна парăнса ĕçлесе куракана тивĕçлĕ, СССР халăх артистки пулса тăнă. Ун пек çынсем пур чухне Чăваш театрĕн малашлăхĕ тата та çутăрах пулĕччĕ.

Любовь Федорова, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки:

- Чăваш академи драма театрĕнче ĕçлеме пуçланăранпа хĕрĕх çул çитрĕ, çавăнтан вăтăр пĕр çулĕ Вера Кузьминична умĕнче иртнĕ. Эпир унпа пĕр гримернăйĕнче ларатпăр.

Вера Кузьминична пирки калама çăмăл та, йывăр та. Сăмах çитмест. Тĕлĕнетĕп унран: мĕн чухлĕ ăс, ырăлăх, пултарулăх, чун ăшши, хăйне тытма пĕлни. Унра кĕвĕçÿ туйăмĕ пĕр чĕптĕм чухлĕ те çук, турă панипе пурăнать. Çын çинчен усал, сивĕ сăмах каланине пĕрре те илтмен, çынна сутмасть, пурне те ырă сунать. Çавăнпа, тен, хăйĕн сывлăхĕ те çирĕп, сцена çинче роль хыççăн роль калăплать.

Вера Кузьминична шанчăклă юлташ, ĕçтеш. Пăшăрханмалли, кулянмалли сиксе тухсан камран пулăшу ыйтмаллине пĕлетĕп: аслă юлташăм йывăрлăхра хăвармасть. Ырă канаш паратех. Вăл çынна итлеме пĕлни мĕне тăрать.

Час-часах çапла шухăшлатăп: пурнăç çулĕ çинче çакăн пек çынпа юнашар пулма чăн-чăн телей. Мĕнпе тивĕçрĕм-ши çак телее? Çакăншăн шăпана паянхи кунччен тав тăватăп. Театрта çеç мар, пурнăçра та вăл маншăн чи сумлă тĕслĕх. Унпа мĕн чухлĕ ытларах калаçатăн, хутшăнатăн, чунпа çавăн чухлĕ пуянланатăн. Пысăк тав ăна пуриншĕн те.

Геннадий Медведев, Чăваш халăх артисчĕ:

- Вера Кузьмина ачаранпах юратнă артистка пулнă. Халĕ те ас тăватăп-ха: пĕррехинче гастроле килнĕ артистсене автобус хускалса кайса куçран çухаличченех вырăнтан тапранмасăр тăнăччĕ.

Вера Кузьминичнăпа çывăхрах Мускавра театр училищинче вĕреннĕ чухне паллашнăччĕ, вăл пире чăвашла тĕрĕс калаçма вĕрентме пыратчĕ.

Вера Кузьминичнăпа пĕрле питĕ нумай выляма тивмен, çапах та ун пек спектакльсем те пур. Сăмахран, Борис Чиндыковăн «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» спектаклĕнче эпĕ унăн Ывăлĕччĕ. Асăннă ĕç 1990 çулта Орелта иртнĕ театр фестивалĕнче гран-прие тивĕçнĕччĕ. Спектакле выляма чарăнсан та çавăнти сценăна таçта та кăтарнă. Кăçал куракан патне çитнĕ «Шанель пикере» те пĕрле вылятпăр. Вăл - Сарра Абрамовна, эпĕ - Сергей Сергеевич. Çак сăнарта Вера Кузьминична хăйне те аса илтернĕн туйăнать. Сарра Абрамовна Анна Ахматова сăввисене питĕ юратать, пирĕн Вера Кузьминична та ку енĕпе палăрса тăрать, Хусанкай, Митта, ыттисен сăввисене итлекен патне çитерет. Николай Коляда геройĕ çамрăксене питĕ килĕштерет. Вера Кузьминична та çавăн пекех. Артистсен кирек хăш ăрăвĕпе те туслă вăл. Пурте ăна иккĕмĕш анне вырăнне йышăнаççĕ.

Театрти анне ырă кăмăлĕпе, çынлăхĕпе çеç мар, хăйĕн вăй-хăвачĕпе те тĕлĕнтерет. Кăçал Хусанта тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен театрĕсен «Наурус» фестивалĕ иртрĕ. Унта Чăваш академи драма театрĕсĕр пуçне Чăваш пукане театрĕ те хутшăнчĕ. Спектакль вăхăтĕнче унти артистсене хавхалантарма никам та мар, Вера Кузьминична пынăччĕ. Пĕр шухăшласан 90-ри актрисăн пукане театрĕ пирки пуç ватмасăрах ĕç туллиех темелле пек. Çапла вăл пирĕн юратнă çыннăмăр. Мускавран е Таллинран йыхрав тăваççĕ-и, кĕтнĕ çĕре çитме тăрăшать вăл.

Хăйĕн чун хăвачĕпе, çынлăха ăнланнипе пĕтĕçтерсе тăрать чăваша, мăнаçлантарса ярать.

Надежда СМИРНОВА

çырса илнĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.