Шăмăршăсем пĕрле пуçтарăнсан...

23 Чÿк, 2013

Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче Шăмăршăсен ентешлĕхĕн уявĕ иртнĕ. Фойере Шăмăршăсене Пуянкассинчи «Ахаяс» фольклор ансамблĕ юрласа, ташласа кĕтсе илнĕ. Кунтах асăннă районтан тухнă паллă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсен галерейине тата алă ăстисен куравне йĕркеленĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачн ертÿçи, Шăмăршăсен ентешлĕхĕн председателĕ Анатолий Ухтияров доклад тунă, халĕччен пурнăçланă ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Спортпа массăллă мероприятисене хастар хутшăнакан, халăхра сывă пурнăç йĕркине саракансене тав çырăвĕсемпе чысланă.

Радик Егоров ентешĕсене Шăмăршăсен спортри çитĕнĕвĕсем пирки каласа панă. КПСС Шăмăршă парти райкомĕн 1-мĕш секретарĕнче, ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн секретарĕнче ĕçленĕ Иван Пугачев пухăннисене район аталанăвĕ, культурăпа вĕренÿ сферинче çĕнĕ обћектсем хута кайни пирки каласа панă. Зоя Романова-Филиппова куçаруçă та /сăмах май, вăл «Хура çăкăр» романа вырăсла куçарнă/ сăмах илнĕ. Хальхинче вăл Илпек Микулайĕн «Тимĕр» романне куçарса хатĕрленĕ. Ăна çыравçăн юбилейĕ тĕлне пичетлесе кăларасшăн.

Малашне Шăмăршăсен «Хĕрлĕ хырлăх» общество организацине Светлана Яковлева юрăçă ертсе пырĕ. Уява эстрада концерчĕ пуянлатнă. Светлана Яковлевăпа унăн ывăлĕпе хĕрĕ те сцена çине юрлама тухнă. Юлашкинчен пурте «Ахаяс» ансамбльпе пĕрле ура хуçса ташланă.

С. РОЗОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.