Туристсемшĕн кăсăкли нумай. Çапах хамăра рекламăлама вĕренсе çитеймерĕмĕр

7 Çурла, 2018

«Тинĕс хĕррине, ют çĕршыва канма каяс килет», — тенине, уйрăмах çуллахи кунсенче, илтетĕн те тĕлĕнетĕн: хамăр патра кану вырăнĕ сахал-шим? Шыва кĕме юратакансем валли Атăл çук-им пирĕн, юхан шыв сахал-и Чăваш Енре? Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри хулисенче пурăнакансене ăмсанас та килет — вĕсем кашни кун Атăлпа киленме пултараççĕ. Етĕрне хули çумĕпе Сăр шывĕ сарăлса выртать. Сăмах май, сăрт-туллă вырăна кăмăллакансене Етĕрне районĕнчи Ильина Гора ялĕн çывăхне кайма сĕнетĕп. Унти тавралăх илемĕ чун-чĕрене тыткăнлать.
Вăрмансемпе катасен, заповедниксемпе парксен шучĕ çук. Канма пĕлекен çын пурăнакан ял-хуларах хăйĕн валли чун киленĕвĕ тупма пултарать.
ЧР Культура министерстви Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка хулисенче туризма аталантармалли майсем пуррине палăртнă. Çав вăхăтрах Куславккара пристань хупăннине маннă курăнать. Туристсен йышĕ самай чакнине хурланса пĕлтереççĕ районти музей ĕçченĕсем. Хăй вăхăтĕнче Куславккара 20-50 яхăн теплоход чарăннă. Паллă математик Николай Лобачевский пурăннă хулана çулталăкра çĕр-çĕр турист çитсе курнă. Пристане хупнă хыççăн район экономикин тупăшĕ те хухнă. Вырăнти усламçăсем уйрăмах шар курнă. Атăл хĕрринче лартнă кафе-столовăйпа хăна çурчĕсем паян тупăш илеймеççĕ.
Культура ведомствин шухăшĕпе, Улатăрпа Етĕрне те туризм хули шутланаççĕ. Чăн та, авалхи хуласенче курмалли темĕн те пур. Улатăрта — купсасен çурчĕсем, авалхи чиркÿсем… Анчах унта туристсемпе хăнасене йышăнмалли хăна çурчĕ, апатланмалли вырăн питĕ сахал. Çитме те инçе. Автоçулсем япăх пулнине кура никамах та каясшăнах мар. Шел, авалхи хулара хальлĕхе туризм объекчĕсемпе маршручĕсене йĕркелесе çитереймен.
РФ туризм агентствин 2017 çулхи пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх — Чăваш Ен ял туризмне аталантарас енĕпе чи лайăх 10 регион йышне кĕнĕ. «Турстат» агентство шухăшĕпе — Шупашкар хуласен Топ-20 йышĕнче. Ку савăнтарать паллах. Анчах кăмăл-туйăма хуçакан çитменлĕхсем те пур. «Эле-ментарлă» япаласем — столовăй- кафе, туалет таврашĕ — сахал пирĕн патра. Автобуссене лартмалли ятарлă вырăнсем çукрах. «Амазони» этнопаркрах çак ыйту çивĕч. Объекта туса пĕтерсен лару-тăру лайăхланасса шанаççĕ-ха. «Çак пысăк мар кăлтăксемех туристсене пиртен сивĕтеççĕ», — теççĕ вĕсем.
Кашни районпа хуларах курмалли- кăтартмалли пур. Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнче хăна картишĕсемпе хăна çурчĕсем аван ĕçлеççĕ. Сăмахран, Нарат Чаккинчи Даньковсен килти музейĕ 10 çул ĕнтĕ вун-вун туриста йышăнать. Кил хуçисем каланă тăрăх — вĕсем патĕнче акăлчансем, нимĕçсем, Франципе Китай çыннисем пулса курнă. Нарат Чаккинчи «ырлăх» çинчен Америкăра та, Австралире те пĕлеççĕ. Темиçе çул каялла Шупашкар районĕнчи Станьялта этнокомплекс хута кайрĕ, тавра пĕлÿпе туризм центрĕ уçăлчĕ. Çак тăрăхра пурăнакансем тăрăшмасăр ÿссе ларман çак об˜ектсем. Тăван ял аталанăвĕшĕн, халăх йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн вăй хуракансен ĕçĕ ку.
Калăпăр, Куславкка районĕнченех паллă миçе çын тухнă. Карачра Ухсайсен музейĕ уçăлчĕ-ха. Çапах вăл çынсене илĕртекен вырăн пулса тăраймарĕ. Куснарта кам кăна çуралса ÿсмен-ши тата? Шел те, унта та нимĕн те туман. Вырăнта пурăнакансен тăрăшулăхĕ çитменни куç кĕрет. Чăваш халăх çыравçин Петр Осиповăн тăван ялне те — Кутемере — манса пыратпăр. Паланкасси çывăхĕнче авалхи масар пур, анчах унта сукмак хывман эпир. Акă хальхи вăхăтра Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа масарĕнче шырав ĕçĕсем пыраççĕ. Унта тупнă япаласем ахаль çыншăн та кăсăклă пулма тивĕç. Археологи объекчĕсем туризм сферине аталантарма пулăшнине те манмалла мар — кая хăвармасăр ятарлă маршрутсем йĕркелемелле. Сăмаха укçа-тенкĕ çине куçарма пултарĕ хăшĕ-пĕри. Ку енĕпе çăмăл мар паллах, çапах хастаррисем ăна пăхмасăрах ĕçлеççĕ. Проектсем хатĕрлесе ятарлă грантсем çĕнсе илеççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.