Шăм-шака тĕреклетеççĕ, хул-çурăма çирĕплетеççĕ

10 Юпа, 2017

Шăмăршăсем ĕлĕкренпех тимĕр вăййипе туслă. Пирвайхи пăхаттирсем Акатуйсенче хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ. Кире пуканĕн спортĕнче Шăмăршă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Владимир Шуряков уйрăмах палăрнă. Ĕçпе спорт ветеранĕ Европа тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусенчен наградăпа сахал мар таврăннă. Паянхи кун та пăхаттир тренировкăна çÿрет, ăмăртусене хутшăнать. Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Владимир Петрович çĕршыв чысне Корейăра иртекен тĕнче чемпионатĕнче хÿтĕлĕ.

 Владимир Шуряков район çыннисемшĕн паттăр вырăнĕнчех. Темиçе пăтлă снаряда йăтма пултаракан çынран çамрăксем тĕслĕх илеççĕ. Акă полици тытăмĕнче вăй хуракан Наиль Типитов кире пуканĕн спорчĕпе икĕ çул каялла кăна туслашнă пулин те пысăк çитĕнÿсем тăвать: 2016 çулта Европа турнирĕнче çурма марафонта пĕрремĕш вырăн йышăннă, районти ял спорт вăййисенче те ăна çитекен çук, республикăри ăмăртусенче те пĕрре мар мала тухнă вăл. «ШĔМ органĕсенче вăйлă та патвар çынсем ĕçлеççĕ. Спортпа туслă пулни ĕçре пулăшать», — терĕ полици майорĕ. Вăл Шăмăршă шкулне эрнере икĕ хутчен тренировкăна çÿрет. 2014 çулта вĕрентÿ учрежденийĕнче спорт секцийĕ йĕркеленĕ. Унта çамрăксем спортăн виçĕ тĕсне /армспорт, кире пуканĕ тата мас-реслинг/ алла илеççĕ.

Константин Кусаинов тренер каланă тăрăх — секцие 30 яхăн çын çÿрет. Вĕсенчен 10-шĕ тĕрлĕ ăмăртура палăрма та ĕлкĕрнĕ. Акă кăçал 15-ри Виктория Кузьмина республика чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Максим Пустынин та лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Тренер хăй те турнирсене хутшăнать. Пĕлтĕр вăл Пĕтĕм тĕнчери кире пуканĕ спорчĕн конфедерацийĕ ирттернĕ фестивальте хăйĕн пултарулăхне кăтартнă, кăçал тимĕр вăййине юратакансен Пĕтĕм тĕнчери олимпиадинчен парнепе таврăннă.

2014 çулта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи шкулсене кире пуканĕсем парнелерĕ. Ăна Шăмăршă тăрăхĕнчи 4 шкул тивĕçрĕ. Вĕрентекенсем палăртнă тăрăх — çавăн хыççăн районта кире пуканĕн спорчĕ вăй илме пуçларĕ. Анчах ачасене тимĕр вăййипе туслашма вĕрентекен специалистсем çитмеççĕ, уйрăм секцисем те çук.

Карапай Шăмăршăри вăтам шкул директорĕ Юрий Ермолаев пĕлтернĕ тăрăх — кире пуканĕ ачасен шăм-шакне аталантарма, хул-çурăмне çирĕплетме пулăшать. «Икĕ çул каялла пирĕн яшсемпе хĕрсем районта тата республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнма тытăнчĕç. Денис Яковлев, Денис Ермолаев, Владимир Дмитриев, Кирилл Степанов, Мария Егорова спортра пĕрремĕш утăмсем тăваççĕ», — терĕ Юрий Федорович.

Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче вĕренекенсем кĕрешÿ спорчĕпе туслă: унта тренер та, секци те пур. Çав вăхăтрах вĕсем кире пуканĕ йăтма вĕренеççĕ. Çамрăк пăхаттирсем шкул ачисен спартакиадине, район ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕн ачисем те кире пуканĕ спорчĕ еннелле туртăнма тытăннă. «Хĕрсем те яшсенчен юласшăн мар», — терĕ вĕрентекен.

Шăмăршăсем юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăнма çине тăрса хатĕрленеççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.