Самана таппин хистевĕпе…

10 Чÿк, 2017

Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнчен хула транспорчĕн çĕнĕ графикĕ вăя кĕрет

Тĕп хула влаçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх — ĕç планне Шупашкарти троллейбус управленийĕн ĕç-хĕлне оптимизацилес тата предприятин тупăш пайне ÿстерес тĕллевпе улшăнусем кĕртме йышăннă.

Нумай кĕтме тивет

Общество транспорчĕпе çÿрекенсем хăш-пĕр улшăнăва халех асăрхарĕç ĕнтĕ. Çĕнĕ графика — çирĕплетиччен — ĕçре тĕрĕслесе пăхнă май çул çинче чăрмавсемпе кĕтмен самантсем те сиксе тухаççĕ. Сăнав ĕç-хĕлне хула çыннисене экологи тĕлĕшĕнчен таса, хăрушлăхсăр тата йÿнĕ транспортпа çÿрессине меллĕлетес тесе пурнăçлаççĕ. Çак чăрмавсем вăхăтлăх пулнине чылайăшĕ ăнланать паллах. Çав вăхăтрах кăмăлсăрланакансем те тĕл пулаççĕ-ха.

Акă Раиса Павловна чарăнура нумай кĕтсе тăмалла пулнăшăн пăшăрханса калаçрĕ: «Кашни уйăхрах 700 тенкĕ парса «проездной» илетĕп. Анчах питĕ васканă чухне троллейбус кĕтсе илей-месĕр «маршруткăпа» ларса каятăп». Кунсăр пуçне вăл 3-мĕш тата 6-мĕш троллейбуссем чарăнăва пĕр вăхăтра çитни чăрмавлă пулнине палăртрĕ: «Пĕрин хыççăн тепри 5 минут каярах килсен те тем пекехчĕ. Унсăрăн Хĕвел тухăç поселокĕ еннелле каяс текенсен чарăнура нумай тăма тивет».

Елена Семенова вара В.И.Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿре ĕçлекен йăмăкĕшĕн пăшăрханать: «Иккĕмĕш смена хыççăн унăн яланах такси чĕнме тивет. Мĕншĕн тесен çав вăхăтра троллейбуссем те, маршруткăсем те çÿремеççĕ. Калинин урамĕнче пурăнаканскере çĕрле Чапаев поселокĕнчен киле çитме питĕ кансĕр». Унăн шухăшĕпе, рейса тухакан троллейбуссен шутне ÿстерсен лару-тăрăва лайăхлатма май килĕ.

19-мĕш троллейбусра тĕл пулнă Николай хăй студент пулнă çулсене аса илчĕ: «Пичкери килька пулăсем пек çÿреттĕмĕр ун чухне. Троллейбусра ларма мар, тăма вырăн çукчĕ. Çавна май та, ахăртнех, кĕсье вăррисем ĕрчесе кайнăччĕ. Халĕ, хăвăрах куратăр, транспорт çурма пушă çÿрет».

Чăнах та, канмалли кунсенче çеç мар, ĕç кунĕсенче те кăнтăрлахи вăхăтра троллейбуссем — пуш-пушах. Чарăнусенче те çын йышлă мар. Пысăкраххисенче, тĕслĕхрен, «Хула çум вокзалĕ», «Тĕп пасар», «Энергозапчасть», «Мода çурчĕ» т.ыт.те, халăх ытларах пухăнать. Хăш-пĕр троллейбуса /2, 6, 16, 19-мĕш/ 20-23 минут кĕтме тивет. Çав вăхăтрах хулан тĕп урамĕсемпе çÿрекеннисемпе питĕ хăвăрт ларса кайма пулать.

Пысăк улшăнусемех пулмĕç

Троллейбус управленийĕнче лару-тăру йывăрланса çитни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Юхăма май пынипе çеç пурнăçа лайăхлатма май çукки, татăклă йышăнусем тума вăхăт çитни куç кĕрет. Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнчен вăя кĕрекен çĕнĕлĕх — тĕплĕ шухăшласа, шайлаштарса хатĕрленĕ расписани — тĕп хула влаçĕн, троллейбус управленийĕн представителĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, предприятин тăкакĕсене икĕ хут чакарма май парать.

Предприяти директорĕн çумĕ Анатолий Алексеев çĕнĕ график троллейбус управленийĕн ĕç- хĕлне тĕпрен улăштарас çуккине пĕлтерчĕ. «Эпир рентабельлĕхе ÿстересшĕн, троллейбуссене пушă çÿретесшĕн мар. Халăх сахал çÿрекен çулсем çинче, канмалли кунсенче рейссен шучĕ чакĕ. Ирĕн-каçăн вара — «пик» вăхăтĕнче — троллейбуссем пурте çула тухĕç, палăртнă вăхăтран пăрăнмасăр çÿрĕç», — терĕ Анатолий Николаевич. Çавăн пекех вăл расписани хатĕрленĕ чухне çынсен шухăшне, тĕп хулари пысăк предприятисен /çак шутра Агрегат завочĕ, «Промтрактор» пĕрлешÿ, «Элара» т.ыт. те/ сĕнĕвĕсене шута илессине пĕлтерчĕ. Малалла вулас...

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.