ОМС тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем
Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ОМС тытăмĕнче пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулчĕç. Федерацин 2010 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнчи обязательнăй медицина страхлавĕ çинчен» кăларнă 326-ФЗ номерлĕ саккунне ОМС енĕпе ĕçлекен страхлавçăсен — страхлакан медицина организацийĕсен [страхлав компанийĕсен] — ĕçне йĕркелекен улшăнусем кĕртнĕ. Урăхла каласан, ĕçе тĕрĕслесе тăрасси вăйланать тата вĕсен полномочийĕсем анлăланаççĕ.
Пĕрремĕшĕнчен, Федерацин обязательнăй медицина страхлавĕн фончĕ /Федерацин ОМС фончĕ/ страхлакан медицина организацийĕн ĕçне хаклама кăтартусем çирĕплетет, вĕсен ĕç-хĕлне асăрхаса тăма тата кăтартусене хăйĕн официаллă сайтне вырнаçтарма пуçлать. Малашне ОМС ĕçне укçа-тенкĕпе тивĕçтересси çинчен калакан килĕшӳсенче страхлавçăсен çав кăтартусене çирĕплетнĕ йĕркепе пурнăçламалла пулать. Территори фончĕсен вара çав кăтартусене пурнăçланине кашни кварталтах тĕрĕслесе тăмалла тата хаклавсене Федерацин ОМС фондне ярса памалла. Çакă страхлав компанийĕсен ĕçне уçăрах тума пулăшмалла. Унпа пĕрлех асăннă улшăнусем страхлавçăсем ОМС укçипе усă курассин тухăçлăхне, çав шутра медицина организацийĕсене укçа кĕрессине ӳстерме май парĕ. Унсăр пуçне федераци саккунĕ страхлавçăсемшĕн тĕрлĕ майсем палăртса хăварать.
2025 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хальччен ОМС сферинче лицензире кăтартнă регионсенче кăна ĕçлеме пултарнă страхлав компанийĕсем халĕ страхланă çынсене, вĕсем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçнă чухне, Раççейĕн пĕтĕм территорийĕнчех асăрхаса тăма пултараççĕ.
Страхлавçăсем граждансемпе тачăрах çыхăнса ĕçлеме, страхланă çынсен прависемпе саккунлă интересĕсене хӳтĕлеме, СМС-хыпар ярса пĕлтерсе тăма тата вĕсене консультаци пама пултараççĕ. Сăмахран, медицина организацийĕсене медпулăшăва тивĕçлĕ шайра паманнине пула ӳпкеленĕ чухне е ăна кӳнĕшĕн укçа илнĕ чухне. Страхлав енĕпе ĕçлекенсем пациентсемпе мобильнăй çыхăнупа çĕршывăн пĕтĕм территорийĕнчех çыхăнса хутшăнма пултараççĕ. Çакă çынсене кӳрекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатма май парать, вăйлатнă тĕрĕслев вара пациентсен прависене хӳтĕлессине тивĕçтерет.
Саккунри пĕлтерĕшлĕ улшăну çакă шутланать: çӳлерех асăннă çĕнĕлĕхсем страхлав компанийĕсен тивĕçĕсен шутне кĕреççĕ. Унсăр пуçне страхлавçăсене унччен Федерацин ОМС фончĕн кăна шутланнă полномочисене шанса параççĕ: федераци шайĕнчи медицина организацийĕсенче ятарлă, çав шутра пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне илнĕ чухне пациентсен прависемпе интересĕсене хӳтĕлемелли полномочисем. Тепĕр улшăну медицина пулăшăвне тӳлевсĕр илессине гарантилекен патшалăх программи шайĕнче медпулăшу илессипе çыхăннă — ку вăл пурăнакан регион тулашĕнчи медицина организацине суйласа илмелли йĕрке /васкавлă медицина пулăшăвĕ кӳрекен тĕслĕхсемсĕр пуçне/. 2025 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2025 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 215н номерлĕ хушăвĕ вăя кĕнĕ — 2012 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнчи 1342н номерлĕ хушăвне улăштарса.
Асăннă саккун акчĕ медицина организацийĕ çумне çирĕплетмелли майсене анлăлатать. Заявление суйласа илнĕ медицина организацине хут çине çырса харпăр хăй е представитель урлă çитернисĕр пуçне ăна электрон документ пек туса дистанци мелĕпе «Патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталне» ямалли меле те пăхса хăварнă.
Гражданина пулăшу пама йышăннă чухне заявление пăхса тухмалли вăхăт 2 ĕç кунĕ таран кĕскелет. Медицина организацийĕ çак информацие территорири ОМС фондне ярса парать. Вăл вара пациента çирĕплетнĕ медицина организацине гражданина медпулăшу пама пăрахни çинчен пĕлтерет.
Çапах та çакна асра тытмалла: план мелĕпе ятарлă пулăшу панă чухне медицина организацине суйласа илмелли йĕрке унчченхи пекех юлать. Малтанхи йĕркепех пациента çирĕплетнĕ медицина организацийĕн сиплекен врачĕ панă направлени тăрăх пулăшу кӳреççĕ.
Тепĕр саманта та палăртмалла: çирĕплетнĕ йĕрке çар çыннисене тата вĕсемпе танлаштарнă çынсене, çавăн пекех тытса чарнă, тытса хупнă, айăпласа ирĕклĕхне чикĕленĕ, арестленĕ, ирĕклĕхсĕр хăварнă е административлă майпа арестленĕ çынсене медицина пулăшăвĕ кӳнĕ чухне медицина организацине суйласа илессине пырса тивмест. Асăннă категорисенчи çынсем РФ Оборона министерствипе Федерацин айăплава пурнăçлакан службин ведомствăсен медицина организацийĕсенче медпулăшу илеççĕ.
Ульяна ПЧЕЛКИНА, Чăваш Енри ОМС территори фончĕн ĕçченĕ.
Комментари хушас