Кăтартусем ӳсĕмлĕ, çитменлĕх те чылай

16 Çурла, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере Муркаш, Элĕк, Çĕрпӳ тата Етĕрне районĕсенче пулчĕ.

Пурлăхпа тухăçлă усă курмалла

Михаил Игнатьев чи малтанах Калайкассинчи А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ шкул çĕнĕ вĕренӳ çулне епле хатĕрленнипе паллашрĕ. Татьяна Ершова директор авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче шкула — 164, вĕсенчен 14-шĕ пĕрремĕш класа килессе каларĕ. 19 ялти 147 ачана 2 автобус куллен илсе çӳрĕ.

Михаил Васильевич пĕр кун маларах РФ вĕренӳпе наука министрĕпе Дмитрий Ливановпа республикăри пĕлӳ тытăмне малашне те пулăшассине тата пĕлӳ çурчĕсем çĕнĕ вĕренӳ çулне мĕнле хатĕрленнине сӳтсе явнине пĕлтерчĕ. Вăл классене, столовăя, спортзала, музея кĕрсе курчĕ. 2015-2016 çулсенче шкул инфратытăмне аталантарма виçĕ миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал спорт инвентарĕ туяннă, спортзала юсанă.

Педагогсем, ашшĕ-амăшĕ Рыккакасси çывăхĕнче трасса урлă каçма чăрмавлă пулнине, Калайкассинче çул япăххине, шкул çулне çитменнисем валли ушкăн йĕркелемеллине пĕлтерчĕç. Пĕтĕм Раççейри конкурссемпе олимпиадăсен çĕнтерӳçи, чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Александр Степанов ачасене тăван ене, чăваш чĕлхине, культурăпа йăла-йĕркене юратма вĕрентекенсем валли грант уйăрмашкăн май тупма сĕнчĕ. Шкулта çуллахи каникулта этнолагерь ĕçленĕ.

Михаил Игнатьев Муркаш район пуçлăхĕпе Игорь Николаевпа тата администраци ертӳçипе Ростислав Тимофеевпа кулленхи çивĕч ыйтусене сӳтсе яврĕ. Р.Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх — промышленноç предприятийĕсен производство индексĕ кăçал пĕлтĕрхинчен 6-7% пысăкрах пулмалла. Ял хуçалăхĕнче кăтартусем уйрăмах ӳсĕмлĕ. Уйăхри вăтам ĕç укçи 22% хăпарнă. Ăратлăха тата сĕт сăвассине лайăхлатма районăн май çителĕклĕ.

Республика пуçлăхĕ район активĕпе канашлу ирттерчĕ. Ростислав Тимофеев муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономикăн çур çулхи аталанăвне тишкерчĕ.

— Хăш-пĕр енĕпе çитменлĕхсем пур пулин те ял хуçалăхĕнчи кăтартусем лайăх, — терĕ Ростислав Николаевич. — Ял хуçалăх продукцине ултă уйăхра 357 миллион тенкĕлĕх сутнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 8,8% нумайрах. Мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ — 11,1%, сĕт сăвасси 1,6% ӳснĕ.

М.Игнатьев пай çĕрĕсене харпăрлăха куçарса шута илесси мĕнле пынипе кăсăкланчĕ.

— Пирĕн муниципалитет тата патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курмалла, вырăнти бюджета пуянлатма тăрăшмалла, — терĕ.

Канашлура РФ Федераци Пухăвĕн Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, вĕренӳ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Ольга Ланцова, финанс министрĕн заместителĕ Светлана Иванова, Муниципалитет йĕркеленĕвĕн канашĕн правленийĕн председателĕ, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, ыттисем район аталанăвне лайăх хак пачĕç. Йышпа пĕр-пĕрне ăнланса вăй хурсан çеç çитĕнӳ тума май пуррине палăртрĕç.

Çĕр ыйтăвĕ кăçал татăлĕ

Михал Игнатьев Элĕк районĕнчи «Новый путь» ЯХПК йĕтемĕнче ĕççи епле пынипе паллашрĕ. Склада автомашинăсем тиевлĕ кузовпа умлă-хыçлă килеççĕ. Хирте вырма кал-кал пырать.

— Паянхи куна тыр-пула çурри ытла лаптăк çинчен пухса илнĕ. Тухăç гектартан 23,5 центнер тухать, — терĕ Иван Игнатьев председатель.

Çитĕннисемпе пĕрле студентсемпе аслă классенчи çамрăксем те тăрăшаççĕ кунта. Вĕсене республика Пуçлăхĕ ĕçпе туслă пулма хавхалантарчĕ, пусăрăнса вăй хурсан çеç çитĕнӳ тума май пуррине пĕлтерчĕ.

Михаил Игнатьев район пуçлăхĕпе Владислав Волковпа тата администраци ертӳçипе Александр Куликовпа республика программисене пурнăçлани, парлак çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни, демографи кăтартăвĕсем çинчен калаçрĕ.

— Районта усă курман лаптăксем — 8 пин ытла гектар. Вĕсенчен 6819-шне шута илнĕ. 1534-шне çулталăк вĕçлениччен ĕçе кĕртĕпĕр. Çĕр ыйтăвĕ кăçал татăлĕ. Пайсене тухăçлă усă куракан харпăрлăхçăсене паратпăр, — терĕ А.Куликов.

Пĕтĕмлетӳ канашлăвне уçнă май М.Игнатьев Элĕк хăйне чунтанах килĕшнине пĕлтерчĕ.

— Республика кунне ирттернĕрен район центрĕ кăçал палламалла мар улшăнса илемленчĕ, — терĕ. — Кунта хăтлăх хуçаланать. Социаллă пĕлтерĕшлĕ об±ектсене хута яма малашне те укçа уйăрăпăр. Патшалăх йышăннă 14 программăна çĕнетнĕ чухне халăх шухăш-кăмăлне шута илетпĕр. Обязательствăсене пурнăçлама 320 миллион тенкĕ кирлĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çĕнĕ об±ектсем уçмалла, çамрăксем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле. Муниципалитетăн шалти резервпа туллин усă курмалла.

Районта социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ аван. Александр Куликов каланă тăрăх — 6 уйăхра организацисен тавар çаврăнăшĕ, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, шалу пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен ӳснĕ.

Çĕрпӳ хулин уявĕнче

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕрпӳ хула кунне паллă турĕ. Михаил Игнатьев уяв мероприятийĕсене, çавăн пекех Иккĕмĕш Кĕтерне патшана халалланă палăка уçма хутшăнчĕ. «Çамрăк велосипедист», «Караоке — шоу», «Роллер — фестиваль», «Ретро автомобильсем» пултарулăх вырăнĕсемпе, организацисемпе учрежденисен куравĕсемпе паллашнă. Куçса çӳрекен автохулара 7-мĕш садик ачисемпе тĕл пулчĕ. Шăпăрлансем автохулара çул-йĕр правилисене вĕренеççĕ çеç мар, урамра, çул çинче хăйсене инкек-синкекрен сыхлануллă пулма та хăнăхаççĕ.

«Çĕрпӳ — ĕç çыннисен хули» уяв концерчĕ пынă май М.Игнатьев хулара пурăнакансемпе хăнасене Çĕрпӳ 427 çул тултарнă ятпа саламларĕ. Республика Пуçлăхĕ савăнăçлă мероприятие пухăннисене ĕçченлĕхшĕн, хулан историпе культура эткерлĕхне чыслă упранăшăн, тăван çĕре юратнăшăн тав турĕ.

— Çĕрпӳ çулсерен илемленет. Çакă вырăнти влаç органĕсем муниципалитетра пурнăç шайне çĕклессишĕн ырми-канми ĕçленинчен килет, — палăртрĕ Михаил Васильевич.

Уяв парнесĕр иртмест. Ĕçре тăрăшулăхпа палăрнисем ЧР Пуçлăхĕн Тавне, алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç. «Ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси» республика программипе килĕшӳллĕн Рамазан Алеевпа Евгений Петрова хваттерсен уççине пачĕç.

Уява пынисене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков, РФ Федераци Пухăвĕн Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Елена Николаевăпа Валерий Андреев, «Авангард» ООО гендиректорĕ Николай Курчаткин саламларĕç.

Етĕрне хули тирпейсĕр

Михаил Игнатьев кашни кунах — çулçӳревре. Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче вăл Етĕрне районĕнчи Тури Ирçе ялĕнче çул сарасси мĕнле хăвăртлăхпа пынипе паллашрĕ. Ял çыннисене тăван ен ырлăхĕшĕн ырми-канми вăй хунăшăн тав турĕ.

— «Пĕрле пурăнмалла, пĕрле вăй хумалла» халăх программи агропромышленноç комплексне аталантарма, çул-йĕр пахалăхне лайăхлатма, çуртсен картишĕсене хăтлăх кĕртме май парать. Эпир ял çыннисем лайăхрах пурăнччăр тетпĕр. Ырă улшăнусем вĕсене тухăçлăрах ĕçлеме хавхалантараççĕ, — терĕ Михаил Васильевич.

Тури Ирçери тĕп урамра çул сарма 2,3 миллион тенкĕ ĕçе кĕртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин пĕлтернĕ тăрăх — кăçал тата 8 ялта çул тумалла.

— Çамрăксен асфальтлă урамĕнче çамрăксем пурăнаççĕ, — палăртрĕ ялти хисеплĕ çын Николай Павлов. — Нумайăшĕ хитре çуртсене патшалăх пулăшăвĕпе хăпартнă. Çамрăксем пурăнсан ял пĕтмест.

— Паян пире мĕн кирли йăлтах пур: ача сачĕ, шкул, ку чухнехи ФАП, халĕ вара хăтлă çул та, — савăннине пытарман Надежда Сытина. Ялта пурăнакансен шухăшĕпе — пайтаçăсен илĕртӳлĕхне ӳстересси çеç юлать. Ун валли лайăх услови пур. Александр Васильев 15 çул каяллах мангал тата шампур хатĕрлекен цех хута янă. Унăн таварĕ паян Раççейĕпех саланать, вăл шутра — Мускава та.

Шупашкар хăнисем Етĕрнере çĕнелнĕ «Березка» микрорайона çитсе курнă. Шăпăрлансем валли ăсталанă вăйă лапамĕсене тĕрлĕ снарядпа пуянлатнă.

— Ачасене вĕсем физкультурăпа тата спортпа туслашма май параççĕ, — терĕ М.Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕ урамсем тăрăх утнă май тирпейсĕрлĕхе асăрхарĕ.

— Етĕрнере халĕ те кивĕ те сăнсăр киосксем пур. Çӳп-çапа пуçтарманран таврана ырă мар шăршă сарăлнă. Муниципалитет влаçĕ хула илемĕпе хăтлăхĕшĕн тăрăшмасть, — асăрхаттарнă вăл.

Михаил Игнатьев хулапа район активĕн канашлăвне хутшăннă, администраци пуçлăхĕн Владимир Кузьминăн социаллă пурнăçпа экономикăн 6 уйăхри аталанăвĕ çинчен докладне итлерĕ, çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Иртнĕ шăматкун Етĕрнесем те хула кунне паллă турĕç. Михаил Васильевич уяв мероприятийĕсене те хутшăнчĕ, организацисемпе предприятисен куравĕсемпе паллашрĕ.

Валентин ВАСИЛЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.