Ĕне усракансем субсиди илеççĕ
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев кил хуçалăхĕсенче ĕне усраса çемьесем куракан тăкакăн пĕр пайне саплаштармашкăн Чăваш Ен бюджетĕнчен 185 млн тенкĕ уйăрма йышăнчĕ. Пулăшу условийĕсене ЧР Ял хуçалăх министерстви хатĕрлесе Правительствăра сӳтсе явнă. Аса илтеретпĕр: пĕр ĕнешĕн - 2300, икĕ ĕне тытсан кашнишĕн — 3300, виçĕ тата ытларах усрасан кашнишĕн 4300 тенкĕ.
Тӳлев йĕркине ЧР Министрсен Кабинечĕ 2020 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче 311-мĕш йышăну кăларса çирĕплетрĕ. Министерство хăйĕн районсенчи специалисчĕсене, ялпа хула тăрăхĕсен администрацийĕсене ĕçе явăçтарса субсиди парассине йĕркелет. Пулăшу условийĕсене кăткăс туман. Субсиди илме ыйтса çырнă заявление вырăнти хăй тытăмлăх органне çитермелле, 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен ĕне е ĕнесем усрамалла, чирпе е инкекпе çыхăннă сăлтав çук тăк сутмалла тата пусмалла мар. Выльăха чир-чĕртен иммунизацилеттернисем çеç тӳлеве тивĕçеççĕ. Патшалăх пулăшăвне списока кĕртнĕ кашни кил хуçалăхне пĕр вăхăтра туллин тата пĕр хутчен çеç кӳреççĕ. Йышăнури çак
йĕркесем ялсенче ыйту çуратаççĕ: «Мĕншĕн пĕр хутчен кăна?» Унта хурава уçăмлă палăртнă: субсидие 2020 çулта республикăри ĕнесен шутне упраса хăварса ЧР
патшалăх программине пурнăçлас тĕллевпе параççĕ. Килес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен ĕнене сутса е пусса аша ярсан илнĕ укçана республика хыснине тавăрма тивет. Правительствăра 2020 çула кĕтĕве пĕчĕклетмесĕр вĕçлесси çинчен шухăшлаççĕ, ĕне шутне нумай çул чакартăмăр, кăçалтан ӳстерме пуçлар теççĕ. Çемьесем мăйракаллă шултра выльăхсăр юлсан кил хуçалăхĕнчен килекен тупăшран çеç тăранакансен пурнăçĕ пушшех
начарланассине пурте ăнланаççĕ.
Влаç органĕсене ĕнепе çыхăннă тĕрĕс мар информаци парса субсиди илес текенсене палăртассишĕн условисене министерствăпа республикăн финанс органĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Ĕне шутне, хăйĕн çинчен пĕлтернĕ информацие палăртса çырнă заявленишĕн унăн хуçи, документ вĕçĕнче алă пуснăскер, яваплă. Администраци ун çине кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тата заявление унта çитернĕ кун тĕлне кил хуçалăхĕнче миçе ĕне тытнине палăртса пичет лартать. Апла пулсан ĕне усракансен кил хуçалăхĕсене çитсе шутламалла. Заявленисене министерствăн районсенчи специалисчĕсем патне çитереççĕ, вĕсем кил хуçалăхĕсен реестрне, уйрăммăн илсен ĕне тытакансен списокне, кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕпе заявлени панă кун тĕлне миçе ĕне усранине, кашнишĕн тата пурĕ миçе тенкĕ илмеллине, чирсенчен профилактикăлаттарнă ĕне шутне, укçа куçарса памалли банк кăтартăвĕсене, унăн счетне, ыттине виçĕ кун хушшинче хатĕрлеççĕ. ЧР Ветслужбин районсенчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕсенчен ветеринари-профилактика мероприятийĕсене явăçтарнă ĕнесем çинчен информаци ыйтса илеççĕ, вакцинацилеттермен выльăх хуçисен докуменчĕсене министерствăна ярса памаççĕ, иммунизацилеттернĕ хыççăн кăна çитереççĕ. Заявленире туллин çырман, йăнăш е чăнлăхпа килĕшсе тăманнине палăртнă тăк тавăрса параççĕ. Ĕне хуçисен ăна çĕнĕрен çырса пама ирĕк пур.
Министерство муниципалитет пĕрлешĕвĕнчен кил хуçалăхĕсен пĕрлехи реестрне йышăнсан вунă кунран ĕне харпăрлăхçине субсиди парасси е пама тăхтаса тăни çинчен йышăну кăларать тата сăлтавне ăна вунă кунран кая юлмасăр пĕлтерет. Çын йăнăша тӳрлетнĕ хыççăн документне каллех министерствăна çитереççĕ. Республика тата муниципалитет органĕсен çак ĕçе кăçал туллин пурнăçламалла. Правительство республикăшăн пысăк укçана кил хуçалăхĕсене бюджетран тĕллевлĕн уйăрать. Вăл парне мар. Йышăнура çапла çырса хунă: «Субсиди панин результачĕ Чăваш Республикинчи ĕнесен шутне упраса хăварасси пулмалла…» Кил хуçалăхĕсенчи ĕне йышĕ 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çулталăк каяллахи чухлех пулмалла. Çакна ĕне усракансен пĕлсе тăмалла. ЧР Министрсен Кабинечĕ кăçалхи патшалăх программине пурнăçламашкăн тӳпе хывассишĕн яваплăха туйма ыйтать. Пулăшу условине еплерех пăхăннине килес çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен министерствăна отчет тăратса миçе ĕнешĕн тата субсиди мĕн чухлĕ илнине, 2021çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне миçе ĕне усранине, тӳлев результатне пĕлтермелле. Документа çакна та кĕртнĕ: кĕтмен инкеке пула 2020 çул вĕçлениччен ĕне вилсен е ăна пусма тивсен сăлтавне ветврач çырса панă документсемпе çирĕплетсен субсидие тавăрттармаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче ăна ĕне хуçисен счетне куçарма пуçларĕç. Çак ĕç малалла пырать. Куллен 3-4 пин ĕне усракана куçарса параççĕ. Çемьесем субсидие алла илнине пĕлес тĕллевпе ял тăрăхĕсемпе телефонпа çыхăнтăм.
- Ăна çичĕ ялти ĕне тытакансенчен ытларахăшне - заявлени вăхăтра тата субсиди условийĕпе килĕшӳллĕн çырса панисене, выльăха чир-чĕртен сыхлас тĕллевпе ветслужба ыйтнине тивĕçтернисене - иртнĕ эрнере куçарса пачĕç, - пĕлтерчĕ Елчĕк районĕнчи Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин. - Çак критерие тивĕçтерменнисен счетне укçа заявление тĕрĕс çырсан тата ветмероприятисене пăхăнса ĕнене чир-чĕртен вакцинацилеттерсен куçарма шантараççĕ. Пирĕн кил хуçалăхĕсенче 348 ĕне. Василий Максимов çемйин - 12, Павел Максимовпа Валерий Прохоровăн - 8-шар, Петр Прохоровăн - 7, Олег Смирновăн - 6, Вячеслав Яковлевпа Юрий Порфирьевăн - 5-шер, ыттисен 3-1-ер. Субсидишĕн çынсем кăмăллă, Правительствăна тав тăваççĕ. Ăна пĕр хутчен мар, çуллен тивĕçсен лайăхрах пулĕ. Малалла вулас…
ШУХĂШСЕМ
Владимир ФЕДОРОВ, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Пирĕн ултă ялта 400 яхăн кил хуçалăхĕ. Утă уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне 340-шĕн ячĕпе субсиди пама ыйтса заявлени çырчĕç тата администрацие çитерчĕç, ку ĕç малалла пырать. Пулăшу условине «ĕнене чирсенчен хӳтĕлессишĕн ветслужба ыйтнине тивĕçтермелле» йĕркене кĕртни лайăх - эмелпе вакцинацилеттерме хистет. Вăл чирлекен ĕнесен шутне пĕчĕклетме май парасса шанатпăр. Ял тăрăхĕнче ĕне чи нумай усракансем - Пӳртлĕ ялĕнче: 1-2-шер кăна мар, 3-4-шар. Унта 100 кил хуçалăхĕ. Манăн çемьен пĕрре кăна, иртнĕ çулсенче 2 тытнă. Олег Николаева ял тăрăхĕнчи ĕне усракансен ячĕпе субсидишĕн тав тăватăп.
Геннадий РАКЧЕЕВ, Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Заявленисене министерствăна çитертĕмĕр - çемьесем 177 ĕнешĕн укçа куçарса парасса
кĕтеççĕ. Анатолий Автономов кил хуçалăхĕнче - 12, Олег Родионовăн - 6, Сергей Сапожниковăн - 3, Александр Ивановăн 2 пуç. Ытларахăшĕ 1-ер ĕне усрать. Çакăнпа пĕрлех вăй питти çынсем, çав шутра çамрăксем, пĕрре те тытмаççĕ, çемье пуçĕ шапашра ĕçлесе илнĕ укçапа кăна тăранса пурăнма тăрăшаççĕ. Паллах, вĕсен бюджечĕ иккĕн ĕçлесе илнинчен пĕчĕкрех. Патăрьел районĕнчи Ыхраçырми тата Шăнкăртам ялĕсенчи çемьесенчен ырă тĕслĕх илмелле. Упăшкисем валли вырăнта ĕç пулман пирки тулашра тупăш тăваççĕ, арăмĕсем çу каçиччен темиçе вăкăра самăртса сутаççĕ. Тăкака саплаштарма хыснаран субсиди уйăрнăшăн республика ертӳçисене пысăк тав. Çапах та эпир ял-йыш паракан ыйтăва çĕклесшĕн: субсидие пĕр хутчен мар, çуллен памашкăн май тупаймĕç-ши? Ыйтăва татса пани ĕне усрама ытларах хавхалантарĕччĕ.
Комментари хушас