Çăлавçăсене — патшалăх наградисем
Ку професси – чи кăткăс, хăрушă тата паттăр ĕçсенчен пĕри çеç мар, Турă пани те. Чун çирĕплĕхĕ, çан-çурăм тӳсĕмлĕхĕ тата ытти паха ен уйăрса тăрать çăлавçăсене. Раштавăн 27-мĕшĕнче Раççей МЧСĕн ĕçченĕсем Çăлавçă кунне паллă турĕç. Пирĕн çĕршывра çак ведомствăна йĕркеленĕренпе 34 çул çитрĕ.
Чăваш Енре куллен икĕ пине яхăн çăлавçă çынсен лăпкă пурнăçĕшĕн сыхă тăрать. Уяв кунĕсенче те кану çук вĕсемшĕн — инкек ăна-кăна пăхса тăмасть-çке. 2024 çулта пушарпа çăлав ушкăнĕсем республикăра çулăм сӳнтерме 1400 хутчен çула тухнă. 139 çынна çăлнă, 117 млн ытла тенкĕлĕх пурлăха упраса хăварма пулăшнă. Çакна Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн ертӳçи шалти служба генерал-майорĕ Валерий Зеленин çулталăка пĕтĕмлетнĕ май пĕлтерчĕ. Çавăн пекех вăл Патшалăх пушар надзорĕн инспекторĕсем профилактика ĕçĕсем ирттернĕрен пушарсен шучĕ пĕлтĕрхинчен 7% чакнине палăртрĕ.
Ĕçре уйрăмах хастарлăх кăтартнă пушарнăйсене тата çăлавçăсене çак кун патшалăх тата ведомство наградисемпе чысларĕç. Çавăн пекех хăрушсăрлăх культурине пропагандăлас ĕçе пысăк тӳпе хывакансене, Пĕтĕм Раççейри пушар-çăлав спорчĕн ăмăртăвĕсен çĕнтерӳçисене Хисеп тата Тав хучĕсем пачĕç.
Патшалăх наградине тивĕçнĕ çăлавçăсенчен пĕри — Денис Задонский. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Тури Çĕрпӳкасси ялĕнче ӳснĕскер ачаранах патвар пулма ĕмĕтленнĕ.
— Ача чухнех асаттепе асанне каланине ăса хываттăм. Вĕсем мана яланах тĕрĕс çын пулма, çынна пулăшма вĕрентетчĕç. Пĕчĕк чухне ялти ватăсене шыв йăтса, вутă купаласа савăнтараттăмăр. Ӳркенсе ларман. Аркадий Гайдарăн «Тимур тата унăн команди» кĕнекине вулани те витĕм кӳчĕ-тĕр, пирĕн те çавăн пек пулас килетчĕ. Манăн атте малтан милицире ĕçленĕ, унăн пиччĕшĕ – полковник. Çывăх çыннăмсем маншăн яланах тĕслĕхчĕ, вĕсем пек пулас килетчĕ, — çăлав ĕçĕпе çывăхланасси ăçтан пуçланнине аса илчĕ Денис Вячеславович.
Халĕ вăл — Шупашкарти 7-мĕш пушар-çăлав чаçĕн отделени командирĕ.
— Эпĕ ку чаçе 2020 çулта вырнаçнă. Унччен урăх тытăмра инженерта ĕçлерĕм. Ача чухне çар çынни пулма ĕмĕтленеттĕм те — кунта килсен шухăшлани тинех пурнăçа кĕчĕ. Çемьем те хĕпĕртерĕ. Виççĕмĕш класра вĕренекен ывăлăм манпа питĕ мăнаçланать, шкулта юлташĕсене те ашшĕ ăçта ĕçлени çинчен каласа кăтартать. Хăй те ӳссен çак профессие суйлас ĕмĕтпе çунатланса пурăнать, — терĕ çăлавçă.
Халĕ мăнаçланмалли сăлтав тата пысăкрах ĕнтĕ — Денис Вячеславовича «Пушарта хăюлăх кăтартнăшăн» медальпе чысларĕç. Çак наградăна парасси çинчен калакан хушăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пусса çирĕплетнĕ.
— 2023 çулхи кăрлач уйăхĕнче Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăн Шупашкарти Шевченко урамĕнче пысăк пушар тухнăччĕ, — медале мĕншĕн тивĕçнине аса илчĕ Денис Задонский. — 9 хутлă çуртăн 2-мĕш хутĕнчи хваттерте пушар тухнă, çуртра çын нумай пулнă. Шăнкăрав илсенех унта çитме васкарăмăр. Чи малтанах çӳлти хутсенчи çынсене шыраса тупса уçă сывлăша илсе тухрăмăр. Тĕтĕме пула вĕсене хăй тĕллĕн тухма йывăр пулнă. Пĕчĕк ачасене те, ватăсене те тупса кăлартăмăр. Утайман ватă çынна хул пуççи çинче йăтса тухрăм.
Çăлавçă ĕçĕ çăмăл пулмасан та пурнăçра хăйĕн вырăнне шăпах çакăнта тупнине ăнланать Денис Вячеславович. Çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшнине пуринченмала кăларать. Çак ĕçе суйлас текен çамрăксене вара акăмĕн сунать:
— Чи малтанах çирĕп сывлăх кирлĕ, хул-çурăма çирĕплетмелле, спортпа туслă пулмалла, чуна çирĕплетмелле, йывăр лару-тăрура çухалса каймалла мар. Хамăрăн та асăрханулăх пирки манмалла мар. Эпир пушар сӳнтерме кайсан пĕр-пĕрне пулăшатпăр, сăнасах тăратпăр. Кашни дежурствăрах хамăрăн ăсталăха ӳстерме тăрăшатпăр.
Комментари хушас