Хресчен сасси

27 Раштав, 2013

Тухтăрсене итлер

  • Уяв сĕтелĕ хушшине выçă хырăмпа ларма юрамасть. Чылайăшĕ кайран тăраниччен çиетĕп-ха тесе ятарласа тăхтать. Кил хуçи арăмĕсем вĕтĕленсе чаплă сĕтел хатĕрленĕ хушăра тепĕр чух ăна-кăна çырткаласа илме май тупаймаççĕ-ха. Кун пек пек чухне организмра мĕн пулса иртет? Хырăм çав тери выçса çитнипе тата кăштах эрех сыпнипе хамăр мĕн чухлĕ çинине те асăрхами пулатпăр, сĕтел хушшине ларнă-ларманах тăранса ларатпăр.
27 Раштав, 2013

2014 – хурлăханпа крыжовник çулталăкĕ

Авалхи славян йăхĕсен хăйсен çулталăк календарĕ пулнă. Кашни çул пĕр-пĕр сад-пахча культурипе çыхăннă. Мĕншĕнне халĕ татса калама та йывăр. Ахăртнех, çакă вăл е ку культурăна ÿссе аталанма уйрăмах ăнăçлă килсе тухнă хĕвел ăшшипе çыхăннă. Кăçалхи çул пăрçа çулталăкĕччĕ. Çитес çул вара – хурлăханпа крыжовник çулталăкĕ.

Хурлăхан çисе ÿсрĕмĕр

27 Раштав, 2013

Пĕчĕкки пысăккинчен ирттернĕ

Канаш районĕнчи Хучелти Николаевсен кил хуçалăхĕ 2014 çула пони лашасемпе кĕтсе илет. Пилĕк пуçа çитнĕ вĕсен шучĕ. Амăшĕпе ашшĕн, Брусничкăпа Тростникăн, ытарлă каласан, виçĕ чипер «хĕр». Кĕсресене Брюнетка, Бриллианитка, Быстрицкая ятсем хунă. «Мĕншĕн чăваш ячĕсем мар?» – тесен кил хуçи Николай Николаевич çапла хуравларĕ: «Йĕрки пур. Ашшĕпе амăшĕн ячĕсем мĕнле саспаллирен пуçланнине пăхса ят параççĕ çамрăк выльăха. Кĕсресем хăмласа пачĕç те ячĕсем те «Б» саспаллирен пуçланаççĕ. Кĕçĕннине амăшĕ шутламан-туман çĕртен хăмларĕ, çавăнпа Быстрицкая ят хурас терĕ арăм.

20 Раштав, 2013

Пĕчĕк лаптăк – пысăк тухăç

Фермерсем ытларах тĕш тырă, аш-какай, сĕт туса илеççĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Михаил Михайлов вара теплица хуçалăхне аталантарать. «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа илнĕ гранта - 900 пин тенкĕ - производствăна янă. Укçа çителĕксĕррипе банкран 1,5 млн тенкĕ илнĕ.

20 Раштав, 2013

Ылтăн алă

Сакăр вуннăран иртнĕ тесе калаймăн ун пирки: куçĕсем çамрăк чухнехи пекех ялкăшаççĕ, сивĕ çилпе кушăрканă тути ăшшăн кулать.

- Шăпăр туян-ха, пушмака юртан лайăх тасатать, - таварне ырла-ырла сĕнчĕ вăл мана.

Pages