Ылтăн алă

20 Раштав, 2013

Сакăр вуннăран иртнĕ тесе калаймăн ун пирки: куçĕсем çамрăк чухнехи пекех ялкăшаççĕ, сивĕ çилпе кушăрканă тути ăшшăн кулать.

- Шăпăр туян-ха, пушмака юртан лайăх тасатать, - таварне ырла-ырла сĕнчĕ вăл мана.

Шурă капронран çыхнă çăмăл та илемлĕ шăпăрсемпе çынсем те кăсăкланма тытăнчĕç. «50 тенкĕ кăна, илсе ярас-ши; - хăйне хăй сăмахлать хĕрарăм вĕсене тыткаласа пăхнă май. - Пĕри тепринчен паха, суйласа илме те пĕлмелле мар».

Пысăк купа куç умĕнчех чакса пырать. Сутуçă умĕнче выртакан ытти тавара сăнама пикентĕм. Кил-тĕрĕшре кирлĕ япаласене лавккара пайтах сутаççĕ-ха, анчах кусене тупаймăн: купăста тураса вĕтетмелли валашка, тяпка, пĕчĕк çăпата... Вĕсене Сергей Григорьевич Чебослаев хăех ăсталать. «Алли ылтăн, - теççĕ Куславкка районĕнчи Елчĕкре пурăнакансем. - Эпир кăмакара çунтаракан вутăран тĕлĕнмелле япала касса кăларать». Ун çулхисенчен чылайăшĕ ăшă кăмака çинчен анма пĕлмест, вăл вара çаплах мастерскойĕнчен тухмасть. Унăн чаплă станок та çук. Иртен пуçласа каçчен аллинчен çĕçĕ-пуртă каймасть. Типтерлĕ те яка савăтсене алăпах ăсталанине ĕненес килмест. Пушăтне, вутă каскине çăвĕпех хатĕрлет. Юрăхлисене суйласа илет, типĕтет. Çулталăкра 20-е яхăн валашка касса кăларать Чебослаев. Куславккари, Шупашкарти пасарсенче сутать.

Алă ĕçне арçын ачаранах хăнăхнă. «Эпĕ тăван аннепе ÿсмен, çавăнпа хĕрхенсе пуçран ачашласа ларакан пулман. Иртен пуçласа каçченех тар тăкнă. Çакă мана çирĕпрех те вăйлăрах турĕ, йывăрлăхра хуçăлса ÿкме памарĕ», - каласа парать ватă çын.

Шкул хыççăн малалла вĕренесси пирки шутлама та хăяйман каччă. Кăмака тума хăнăхнă. Малтанах ялти ăстаçăна пулăшса пынă, пĕрле ялтан яла çÿренĕ. Хĕлле Куславккари йăла ыйтăвне тивĕçтерекен комбината «КБО» кочегара вырнаçнă.

- Кочегарта ĕçленĕ чухне пушă вăхăт нумайччĕ. Кăмакана кăмрăк пăрахсан асăрхаса кăна тăмалла. Аптăранă кайăк кутăн чăмнă тенĕн шăпăр çыхма вĕрентĕм. Хуçалăх ферминче утă-улăм рулонĕнчен юлнă капрон çип пайтах сапаланса выртатчĕ, çавсене пуçтарса шăпăр çыхаттăм. Кайран комбинатах пĕрне 2 тенкĕпе параттăм. Предприяти вара 2 тенкĕ те 50 пуспа сутатчĕ, - каласа парать Сергей Григорьевич. - Майĕпен карçинкка çыхма, савăт-сапа тума хăнăхрăм.

Вăл ăсталанă хатĕрсене туянсах тăраççĕ. Чебослаев хаклашса-тавлашса тăмасть. 500 тенкĕ тăракан валашкана çурма хакпа тыттарса яни те пулкалать. Вăй-хал чакса пынă май кăмака купалама пăрахнă ĕнтĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вăл 600 ытла кăмака тунă. Куславкка тăрăхĕнче кăна-и, кÿршĕ районсенчен те пулăшу ыйтма килкеленĕ ун патне.

- Пысăк çынсем патĕнче те ĕçлеме тÿр килнĕ. Халĕ те мунча е пÿрт кăмаки тума ыйтаççĕ - килĕшместĕп, ватă ĕнтĕ. Юнашар кăтартса-ăнлантарса тăрсан кăна. Анчах кама; - пăшăрханать ăсатаçă.

- Тен, пĕр-пĕр çамрăка вĕрентсе хăвармалла;

- Пĕрисене тусанлă ĕç кирлĕ мар, теприсемшĕн эрех кăна пултăр. Хам çак тарана çитсе те çăвара чĕлĕм хыпса курман, эрех ĕçсе йăваланса çÿремен. Çавăнпа ун пек çынсемпе манăн калаçас та килмест. Ялсенче карçинкка, валашка, çăпата ăсталакансем шутлă кăна. Пилĕк авиччен лавккара туянаççĕ. Ман шутпа хамăр алăпа тунине нимĕн те çитмест. Экологи енчен таса савăт-сапара апат-çимĕç те лайăх упранать. Çулла хушма хуçалăхра ĕç нумай, алă ĕçĕпе аппаланма вăхăт хĕсĕкрех. Хĕлле ирĕклĕрех, чăрмантаракан та çук.

Сувенир çăпатасене Чебослаев район музейне 50 таран парнеленĕ. Атăл тăрăх ишекен пăрахутсем Куславккара та чарăнаççĕ, туристсем вара хулапа паллашнă май çăпатана асăнмалăх туянаççĕ.

- Ĕлĕкрех çăпатапа чăвашсем кăна мар, çĕр-шывĕпех çÿренĕ. Пирĕн пурнăçăмăрăн пĕр тапхăрĕ. Апла ăна историрен кăларса пăрахаймăн.

Сергейпе Антонина Чебослаевсем 60 çул пĕрле пурăнаççĕ. Тăватă хĕрне ура çине тăратнă. Вĕсем пурте аслă пĕлÿ илсе çемье çавăрнă. Кукашшĕпе кукамăшне савăнтарса тăхăр мăнук чупать.

Кăçал ĕçчен те туслă мăшăра «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль парса чысланă.

- Мăшăрпа шкулта пĕрле вĕреннĕ. Манăн пĕрремĕш юратăвăм вăл. Çавăнпа çемье те çирĕп пулчĕ-ши; Пĕр-пĕрне ăнланса та килĕштерсе пурăнатпăр. Çемьере чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть, анчах каçарма пĕлмелле. Хам ĕмĕрте çурт-йĕр çавăрнă, ачасем çитĕнтернĕ, йывăç лартса хăварнă. Мĕн ĕмĕтленни йăлтах пурнăçланнă ĕнтĕ, - тет Сергей Чебослаев.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.