«Шупашкар» тăван ене таврăнчĕ

16 Утă, 2020

Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче карап Чăваш Ене çитрĕ

1988 çулта Ярославльти заводра туса кăларнă карап чикĕ хуралçисемпе пĕрле Латвири Вентспилс портĕнче хурал тăнă. 1993 çулта ăна Калининград облаçĕнчи Балтийск хулине куçарса килнĕ. 1997 çулта карапа «Шупашкар» ят панă. Чĕрĕк ĕмĕр службăра тăнăскер 2014 çулта хурала тухма пăрахнă. Каярахпа ăна Чăваш Ен тĕп хулин харпăрлăхне панă. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тăрăшнипе карап Шупашкара таврăнчĕ.

— Ку карап Тăван çĕршыва хураллас ĕçре пысăк тӳпе хывнă. Ун çинче службăра тăнă матроссемпе офицерсем хăйсен тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă. «Шупашкар» пирĕн республика, хула ят-сумĕ пулса тăчĕ. Вăл пире, уйрăмах çамрăксене, çĕнĕ çитĕнӳсем тума, малалла талпăнма вăй-хăват парать. Чăваш Енрен сумлă çар çынни, паттăр нумай тухнă. Эпир пурте вĕсемпе мухтанатпăр, вĕсенчен тĕслĕх илетпĕр, — терĕ Олег Алексеевич карапа кĕтсе илнĕ май. Çак савăнăçлă пулăма республика çыннисемпе пĕрле пайлама сумлă хăнасем те килнĕ. Раççей Геройĕ Владимир Проничев генерал хăй вăхăтĕнче чикĕ хуралĕн тытăмĕн ертӳçи пулнă.

25 çул — кĕске тапхăр мар. Пур карап та ишсе тухаймасть çарăн çăмăл мар çулĕпе. «Шупашкар» вара пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе чăтăмлă пулчĕ. Паянтан вăл çĕнĕ статуса куçрĕ. Патриотсене çитĕнтерес ĕçре пĕлтерĕшлĕ çăл куç, пулас моряксен юратнă вырăнĕ пулса тăрасса шанатăп, — терĕ хăна.
Чăваш Енри тинĕс çар флочĕн ветеранĕсен председателĕ Владимир Крюковский пĕлтернĕ тăрăх, ку карап çинче чăваш каччисем те службăра тăнă.

— Хальхи вăхăтра флотра «Чăваш Ен» тата «Çĕнĕ Шупашкар» ятлă карапсем хурал тăраççĕ. Унта та чăваш ачисем пур. «Тивĕçлĕ канăва тухнă» чылай карапăн малашлăх шăпи пĕр пек — вĕсене тимĕр-тăмăра яраççĕ. «Шупашкара» ăнчĕ, ăна сыхласа хăварма пултартăмăр, — терĕ çар çынни. Владимир Петрович тепĕр вăрттăнлăха та уçрĕ: çак карап çинче Александр тата Андрей ятлă моряксем ытларах пулнă иккен.

Те ятарласа, те ăнсăртран — карап çинче Александр Крифкова тĕл пултăмăр. Шупашкар каччи «Шупашкар» çинче 6 çул службăра тăнă.

— Çар комиссариатĕнче тĕрĕслев тухнă чухнех флота ярассине пĕлтерчĕç. Пирĕн республикăран вуннăнччĕ эпир. Салтак аттине тăхăниччен çар çынни пулас тесе шухăшламан. Икĕ çул иртсен флотра юлас кăмăл çуралчĕ. Унтанпа 14 çул иртрĕ ĕнтĕ. Вĕренӳ центрĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн мана Балтийска ячĕç. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.