Салтак котелокĕ

9 Утă, 2020

Çирĕммĕш ĕмĕр пуçланиччен тăватă çул маларах Элĕк енчи Торопкасси ялĕнче чăвашсен авалхи Йăванушка-Еринка йăхĕнчи Егор Васильев хресчен çемйинче ывăл çуралнă. Ăна чиркӳре Илле пророк ячĕпе шыва кĕртнĕ. Ача патвар çитĕннĕ, ӳснĕ май ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшса пынă. Ар çулнелле çитсен ăна авлантарнă, маттур каччă валли Мăн Вылара Турă панă евĕрех Хастар Павăл хĕрĕ тупăннă. Ирина кин илемĕпе те, ĕçченлĕхĕпе те, ăсĕпе те килĕшӳллĕ пулнă, ют кил-йышра ĕлккенлĕхне кăтартнă.

Ваттисем халсăрланса, çамрăккисем хастарланса пыраççĕ. Çĕнĕ пурнăç хĕрĕвĕнче çамрăк çемьере хĕр хыççăн хĕр çуралать: Татьяна, Роза, Римма, Зоя, Зина.
Çĕршывра, халăх пурнăçĕнче — çĕнĕлĕх çине çĕнĕлĕх. Егоровсем те çынран юлмаççĕ, пӳрт-çурт стайлă çавăраççĕ. Анчах таçтан явăнса килнĕ хăрушă чир-чĕре пула 1936 çулта савăк çемье икĕ эрнере виçĕ ачине масара ăсатать. Хăçантанпа ывăл-салтак кĕтсе пурăннă хушăра 1940 çулта каллех хĕр çуралать вĕсен. Ăна çут тĕнчерен уйрăлнă Римма ачи ятнех çыртараççĕ.
Малашлăхри ырăлăха ĕмĕтленсех пурăнаççĕ-ха вĕсем. Ачисене савăнтарма лартса ӳстернĕ анкарти хыçĕнчи сад пахчипе киленеççĕ. Пĕтĕм ырă ĕмĕте вăрçă тухни сасартăк касăлнă йывăç туратти пек пат! татать. Ĕçчен те маттур Илле Егорова та тăван çĕршыва нимĕç аçтахисенчен сыхлама алла пăшал тыттараççĕ. Хĕрлĕ Çар ретĕнче вăл ятарлă шкулта вĕренсе кĕçĕн командирсен ретне кĕрет, сержант званине илет.

Вăрçăри вĕçĕмсĕр çапăçусенче сывă юлакан сахалтарах. Пĕр хаяр тытăçура Егоров сержанта та ураран йывăр амантаççĕ. Ăна санитари пуйăсĕпе тыла ăсатаççĕ. Вăл Чулхулари госпитальте асапланать. Вăрах сипленнĕ хыççăн ăна çирĕпрех сывалса çитме сĕтлĕ чăваш ялне ăсатаççĕ.

Упăшкине вĕçĕмсĕр кĕтекен арăмĕ çывăх çынни, кил пуçĕ чĕррĕн çитсе кĕнине те ĕненесшĕн мар, чунран хĕпĕртет. Ирина Павловна, чирлĕ хунямăшĕпе тата виçĕ хĕрĕпе тертленсе, колхоз ĕçĕнче кунĕн-çĕрĕн нушаланса ывăннăскер, туя çине таянса уксахласа утакан паттăрне курнипе макăрса ярать. Çав самантра вăл хăйсене пусмăрласа çитернĕ нушаран хăпнăн туять. Хĕпĕртенĕ ачисем ашшĕ тавралла сиккелеççĕ. Виçĕ çула яхăн тăсăлакан выçлăх çулсенче ĕне тытса усрама епле вăй-хал çитернĕ-ши?

Килте ултă уйăх пурăнса та суран йĕркеллĕ ӳт илеймест-ха. Ăна-кăна пăхмасăрах уксахлакан Илья Егоровича вăрçă хирне çĕнĕрен яраççĕ. Çапла ăна салтака иккĕмĕш хут ăсатаççĕ.

— Йĕре-йĕре хăвăра ан хурлантарăр, акă асăнмалăх сире хамăн салтак котелокне парса хăваратăп. Тăшмана çапса аркатсан киле Çĕнтерӳпе таврăнăп та пурте Турра пуç çапăпăр, вара, Ирина, хамăр лаçра юхтарнă урпа сăрине унта тултарса черетпе ĕçĕпĕр, савăннипе ывăл та тупăпăр-ха хамăр юратура, — тесе шӳтлĕн уйрăлать вăл.

Кĕркунне çывхарни те сисĕнмест. Егоровсен хĕрарăм ушкăнĕ анкартине çĕр улми кăларма тухать. Кĕçĕнни, виççĕри Римма та, пĕрлех мăшăлтатать, пĕчĕк аллипе хитре улмасене пĕрерĕн-пĕрерĕн илсе ашшĕн котелокне пуçтарать те амăшĕ тытса тăракан пушă миххе яма хăтланать. Ачи тăрăшнине сăнакан хĕрарăмăн макăрса хĕрелнĕ куçĕнчен котелока вĕри куççуль тумлать.

Çар ретне тепĕр хут таврăнсан Егоров сержанта хăйсен чаçĕпе пĕрле Калинин фронтне куçараççĕ. Ку вырăнта фашистсен вăйлă ушкăнĕ пирĕн талпăнса малалла куçакан çара хирĕç хаяррăн çапăçнă. 326-мĕш Рославль дивизийĕн стрелоксен 1101-мĕш полкĕ, сисĕмлĕ çухатусем тӳснĕ пулин те, тăван çĕре паттăррăн ирĕке кăларса пынă.

…Çумăр чарăнмасăр çăвать, тавралла йăлт çăрăлать. Ăна-кăна пăхмасăр салтаксемпе камандирсемшĕн пĕр хушу: «Малалла!» Çĕнтерсе илнĕ вырăна тăшман та, хамăрăннисем те çухатасшăн мар вилмеллех çапăçаççĕ. Акă ротăри тăватă офицер командиртан пĕри те чĕрĕ юлмасть. Юлнă ушкăна вара çар званийĕпе чи асли Егоров сержант, пĕрремĕш взвод командирне пулăшакан, хушусем пама тытăнать. Анчах вăйсем тан мар çав. Сывă юлнă салтаксем сахаллансах пыраççĕ. Ур-ра! кăшкăрни те илтĕнмест ĕнтĕ.

1943 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче юнлă çак тамăкра хастар салтаксемпе пĕрле хăюллă командир Егоров сержант та çут тĕнчерен уйрăлнă. Вĕсем Калинин /халĕ Тверь/ облаçĕнчи Невель районне кĕрекен Петюлино-Шарапово шоссе çулĕ çумĕнчи Уçланкă ялĕнчен 700 метрти тăванла масарта ĕмĕрлĕх канăç тупнă. Çак салтак хваттерĕнче паттăрлăх чысне хăйсемпе пĕрле лăпкăн упраççĕ вĕсем. Унпа çамрăк ăрусене хастарлăх кӳреççĕ.

Упăшки вăрçăра вилни çинчен пĕлтерекен хут Торопкассине çитсен Егоровсен çемйи те хура чатăр айĕнче куççульпе йĕнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.