Çамрăксен хаçачĕ

30 Утă, 2020

Пиçиххипе кăна çурăмран «ачашланă»

Николай Харитоновпа Наталия Григорьева пĕрлешнĕ хыççăн 8 çул пурăннă. Уйрăлсан вĕсем икĕ хĕрне пайланă: асли Лиза — амăшĕпе, кĕçĕнни Нина ашшĕпе юлнă. Нина унчченех ашшĕ патнелле туртăннă. Хĕрне вăл Çĕпĕре кулач, канфет-печени çиме каятпăр тесе астарнă, велосипедпа ярăнтарнă.

Çĕпĕрте

30 Утă, 2020

«Эпĕ, Çеçпĕл Мишши пекех, тĕрĕсмарлăха юратмастăп»

Вăл — хальхи вăхăтри Çеçпĕл Мишши, хĕрÿ чĕреллĕ чăваш ачи. Владислав МОСКОВЦЕВĂН паллă чăваш поэчĕпе пĕрпеклĕх сахал мар. Ялан çĕнĕлĕхшĕн, креативлăхшăн çунакан каччăпа калаçу кăсăклă пуласса шанса ăна тĕлпулăва чĕнтĕмĕр.

23 Утă, 2020

61 çулта çамрăк чухнехи ĕмĕтне пурнăçланă

«Килте ларасчĕ, вăхăта мăнуксемпе ирттересчĕ. Ватлăхра тупнă аппаланмалли», — тенĕ Петр Корняков пирки. 61 çулти арçын çурăм хыçĕнче калаçнине итлемест, хăй шухăшланă пек тăвать. Кăçал вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухрĕ.

Pages