«Эпĕ, Çеçпĕл Мишши пекех, тĕрĕсмарлăха юратмастăп»

30 Утă, 2020

Вăл — хальхи вăхăтри Çеçпĕл Мишши, хĕрÿ чĕреллĕ чăваш ачи. Владислав МОСКОВЦЕВĂН паллă чăваш поэчĕпе пĕрпеклĕх сахал мар. Ялан çĕнĕлĕхшĕн, креативлăхшăн çунакан каччăпа калаçу кăсăклă пуласса шанса ăна тĕлпулăва чĕнтĕмĕр.

Влад, Наци радиовĕнчен кайнăшăн ÿкĕнместĕн-и?
— Пĕртте. Тăраниччен çывăратăп, канатăп, ĕç пирки шухăшласа пуçа ыраттармастăп. Наци радиовĕ манăн формат пулмарĕ. Унти «Каçхи микса» юратсах ертсе пытăм. Соцсетьре ушкăн йĕркелесен комментарисем çырма тытăнчĕç. Итлекен йышланчĕ. Питĕртен, Мускавран шăнкăравлатчĕç. Мана ытларах Тăван радио килĕшетчĕ, вăл çамрăк аудитори валли. Радиона Маша Самделова журналист чĕннĕ хыççăн вырнаçнăччĕ. Унпа пĕр факультетра, анчах тĕрлĕ курсра, вĕреннĕ. 3 çула яхăн «Ирхи кăмăл» ертсе пытăмăр. Малтанах йывăрччĕ. Эпĕ — ял ачи, чăвашла калаçса ÿснĕ пулин те тÿрĕ эфира тухсан чĕлхе-çăвар лайăххăн çаврăнмасть. Ĕçленĕ май кăна ăсталăх аталанать.

Эсĕ — кĕрекеçĕ. Коронавирус алхаснă тапхăрта мĕнле пурăнтăн?
— Эпĕ ĕçсĕр пурăнман. Халĕ пушшех те — туй-çуй вăхăчĕ çитрĕ.

Эфира тухса халăхпа калаçассишĕн тунсăхламастăн-и?
— Хушăран кăна. Эпĕ ахаль те халăх хушшинче. «Çăлтăр» чирĕпе чирлеместĕп. Хама кăтартмашкăн урăх майсем те пур. Ку тĕлĕшпе соцсетьсем пулăшаççĕ: хăть юрă çыртар, хăть видео ÿкер…

Санра пĕр ен асăрханă: хăв мĕн шухăшланине уççăн калатăн. Пурнăçра ку чăрмав кÿмест-и?
— Соцсетьре политика çинчен хам çырнă сăвва лартнăшăн шăнкăравсем пулчĕç, хуратма ыйтрĕç. Хамăн шухăша калама паманни, паллах, тĕлĕнтерет. Çынсен хăйсен прависене хÿтĕлеме хăрамалла мар.

— Сана, 26-ри яша, политика пирки сăвăсем шăрçалама кирлех-и?
— Политикăна кĕместĕп, пĕрремĕш вырăнта — пултарулăх. Нумаях пулмасть «харсăр юрă» çыр-тартăм. Чăвашра рейв жанрпа хальччен юрă никам та хайламан. Рейв — çамрăксем пуçтарăнсан ура хуçса ташламалли юрă. Яшсемпе хĕрсем, вăл шутра хуларисем те, ăна йышăнаççех.

— Эсĕ хăвăнта Çеçпĕл Мишшипе пĕрпеклĕх пуррине хăçан асăрханă?
— Хам мар, Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов асăрханă ăна. 1-мĕш курсра вăл сĕннипе «Студентсен çуркунни» валли Çеçпĕлĕн сăввисемпе композици хатĕрлерĕмĕр, 1-мĕш вырăна тухрăм. Çав номерпех Хусанта иртнĕ «Наци пуянлăхĕ» конкурсра çĕнтертĕм. Кайран Иосиф Дмитриев режиссер та каларĕ мана: «Эсĕ — хатĕр Çеçпĕл». Сăнран кăна мар, характерта та пĕрпеклĕх нумай пирĕн. Эпĕ те, Çеçпĕл Мишши пекех, тĕрĕсмарлăха, суйнине юратмастăп. Çакă мана шалтан çиет. Ăш- чик вĕрет, сирпĕнсе кайма хатĕр. Эпĕ ун пекех — халăхшăн. Анчах лидер пулма йывăр. Пĕччен хулла хăвăрт аваççĕ. Шел те, паянхи кун Çеçпĕлсем Чăвашра сахал.

2018 çулта Чăваш Енре «Çеçпĕл» документлă фильм ÿкерчĕç. Унта эсĕ çамрăк Михаил Кузьмина вылярăн. Актер е артист карьери пирки шухăшламан-и?
— Тĕп сăнар рольне вылямашкăн мана Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музей ĕçченĕсем сĕнчĕç. Кино ĕçĕ маншăн çĕнĕлĕх пулчĕ. 7 кун ÿкерчĕç. Ирхи 9-тан пуçласа тепĕр кун ирхи 6-ччен ÿкернĕ смена та пулчĕ. Фильм тухсан пăхма питĕ кăсăклăччĕ. Артист профессийĕ мана шкулта чухнех илĕртнĕ. Аслă классенче вĕреннĕ чухне Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне ăсталăха туптама çÿреттĕм. Шел, халĕ Совет саманинчи пек артист пулмашкăн Мускава вĕренме ямаççĕ. Унта пĕлÿ илнисен пачах урăх шай.

Урамра курсан сана «Çеçпĕл Мишши» тесе каламан-и?
— Çук. «Тиктокер» теççĕ. «Тик- токра» манăн 13 пин подписчик. Унта социаллă видеороликсем ÿке-ретĕп: çынсене пулăшасси, хĕрарăм çине алă çĕклемелле марри пирки тĕслĕхрен.

Хальхи çамрăксене ашшĕ-амăшĕ пулăшмасăр ура çине тăма йывăр-и?
— 10 хут йывăр! Вĕренме кĕрсен те, кайран та. Хăçан çăмăл пулнă- ши? Диплом илсенех ĕç, пурăнмалли кĕтес панă саманара тен. Халĕ йăлтах хăвăн тапаçланмалла. Эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕрентĕм, пĕр вăхăт 30 пин тенкĕ топ-стипенди илеттĕм, общежитире пурăнаттăм. Унта аванччĕ, хĕрсем çитеретчĕç. Пирĕн факультетра каччă сахалччĕ те пире уйрăмах тимлетчĕç, юрататчĕç. Преподавательсем атте-анне пек туйăнатчĕç. Вĕреннĕ чухне йăвăр пулнине туйман. Ыттисен вара апла марччĕ. Пĕри, сăмахран, кашни кун Çĕрпÿ районне çÿретчĕ, 1800 тенкĕ стипенди илетчĕ. Ĕçе вырнаçсан 5 пин шалу илсен, чăннипех те, мĕнле пурăнмаллине пĕлмерĕм.

Эсĕ питĕ ăнăçлă каччă евĕр курăнатăн.
— Эпĕ радиора ĕçленĕ чухне унтах диван çинче çывăрнине пĕлместĕр пуль-ха. Шупашкар рай-онĕнчи Ярăскассинче тăван килте пурăнаттăм. Каçхи эфир хыççăн киле машинăсăр кайма çук. Ирхине юлташ патне кайса çăвăнса ĕçе килеттĕм. Кайран аталанса кайрăм. Ертÿçĕ, кĕрекеçĕ евĕр хамăн ята тăвас тесе нумай тăрăшрăм. Мускавра, Питĕрте, Хусанта… хама кирлĕ пĕлÿ илтĕм. Аталанушăн эпĕ укçа шеллеместĕп. Пĕлтĕр Çĕнĕ çул умĕн хама парне турăм: çĕнĕ машина туянтăм. Атте-анне пулăшнипе хваттер те пур халĕ.

Эсĕ мĕнле çемьере ÿснĕ?
— Анне Анжела Юрьевна — Мăнал шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературин учителĕ, атте Валерий Ильич — васкавлă медпулăшу водителĕ. Вĕсен виçĕ ывăлĕнчен — эпĕ асли.

Хул-çурăму хитре, спортзала çÿретĕн-и?
— Ялта ĕçлени те çителĕклĕ. Килтех отжимани тăватăп, каçхине, май пулсан, 5 çухрăм чупатăп.

Прическу та модăпа килĕшсе тăрать
— Çын мĕн тăхăнать, мĕн çиет, мĕнле прическăпа çÿрет?.. Кун тĕлĕшпе ыттисен хушша-хуппа кĕмелле мар, ку унăн харпăр хăйĕн ĕçĕ манăн шухăшпа. Çапла ыйтсан эпĕ хуравламасан та пултаратăп. Ыйтакана мĕн тума кирлĕ ку? Вăл та çÿçне ман пек кастарасшăн-и? «Мĕншĕн çăт тытакан джинс шăлавар тăхăнатăн?» — теççĕ. Мана шалпарри каймасть, çавăнпа.

Чунра шиклĕх туйăмĕ çук-и: ипотека тÿлемелле, укçа епле ĕçлесе илмелле?.. Кĕрекеçĕсем халь шутсăр нумай та, конкуренци пысăк.
— Радиоран татах та маларах каяс шухăш пурччĕ. Хăвпа хăв хуçа пулса тăрсан çыннăн шухăшлавĕ улшăнать. Эпĕ вăхăтпа тĕрĕс усă курма пĕлетĕп. Малаллах талпăнмалла, шăпа — хамăр алăра. Майĕпен пĕрер кирпĕчĕн, май пулсан — икшерĕн, хурса пырсан кермен пулатех. Эпĕ — оптимист. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН калаçнă.

* Сăн ÿкерчĕкре - «Çеçпĕл» фильмри кадр

Владислав МОСКОВЦЕВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.