- Чăвашла верси
- Русская версия
61 çулта çамрăк чухнехи ĕмĕтне пурнăçланă
«Килте ларасчĕ, вăхăта мăнуксемпе ирттересчĕ. Ватлăхра тупнă аппаланмалли», — тенĕ Петр Корняков пирки. 61 çулти арçын çурăм хыçĕнче калаçнине итлемест, хăй шухăшланă пек тăвать. Кăçал вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Пурнăç тăршшĕпех сварщикре тата слесарьте ĕçленĕскер диплома ахаль вырттарасшăн мар. Истори, управленипе право факультетĕнче пĕлÿ пухнăскер Шупашкар районĕнчи музейре тăрăшасшăн.
Вĕренме май пулман
2017 çулта Корняковсем Турцире пулнă. Вĕсем Владимир кнеçе тĕне кĕртнĕ чиркĕве кĕрсе курнă. София ячĕпе хисепленĕ соборта музей йĕркеленĕ. Петр Васильевич çаксене курса тĕлĕннĕ хыççăн: «55-рен иртрĕм, анчах историе пĕлместĕп», — тенĕ. Юнашар тăракан ывăлĕ: «Сана кам чарать? Кай та вĕрен», — тенĕ.
Çамрăк чухне Петр Корняковăн аслă пĕлÿ илме май пулман. Шкултан вĕренсе тухсанах вăл Çĕнĕ Шупашкарти професси училищине çул тытнă, слесарь специальноçне алла илнĕ. Унтан салтак атти тăхăннă. Хĕсметрен таврăнсан слесарьте тăрăшнă. 1990 çулта, Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăй хунă чухне, Петр Васильевич техникума вĕренме кĕнĕ. Çĕршывшăн йывăр тапхăр пуçлансан вăй питти арçын вĕренÿ çинчен мар, çемьене тăрантарасси пирки пуç ватнă. Унăн техникумран тухса кайма тивнĕ.
Турцирен Чăваш Ене таврăнсан вăл чиркÿри калаçăва аса илсе шухăша путнă. Хайхискер аслă шкулсене çитнĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна тÿлевсĕр вĕренме кĕме май пуррине пĕлнĕ те документсене хăварнă. Студент сакки çине лариччен 3 экзамен тытма тивнĕ. Пĕрремĕшĕ — вырăс чĕлхипе. Хатĕрленмешкĕн вăхăт юлман. Петр Васильевич хĕрĕх çул каялла вĕреннине аса илнĕ. Экзамен пĕтĕмлетĕвĕ паллă пулсан вăл тĕлĕннĕ — хуравсен 60% тĕрĕс! Обществознанипе те экзамен ăнăçлă иртсен Петр Корняков виççĕмĕш тĕрĕслеве хатĕрленнĕ. Пĕтĕмпе 160 балл пухнă, çапла май-па вăл университета тÿлевсĕр вĕренме кĕнĕ.
«Кирек епле ĕçе пуçăниччен шикленетпĕр. Пултараймассăн, вăй çитереймессĕн туйăнать», — палăртрĕ 56-ра студент пулса тăнăскер. Пĕрле вĕренекенĕсем ăна «Петя пичче» тесе чĕннĕ. Аслашшĕн ятне илтнĕскер яшсемпе хĕрсенчен юлман. Зачет-экзамен хыççăн вĕсемпе пĕрле кафене утнă, кинона çÿренĕ. Профессорсем те Петр Корнякова хавхалантарнă. «Эсĕ халь вĕренме кĕрсе питĕ тĕрĕс тунă. Пуç мимине ялан ĕçлеттермелле», — тенĕ 82-ри Тихон Сергеев. Студентсенчен çирĕп ыйтакан Тихон Сергеевич хăй те каччă пек чупса çÿрет — сакăр теçеткене хыçа хăварнă тееймĕн.
«Экзамена хатĕрленсе килĕр!»
Сессирен сессиччен студент ши! шăхăрса пурăнать. Нимĕç чĕлхипе экзамен пулнă. Петр Васильевич шкулта ют чĕлхене лайăх вĕреннĕ. Çавăнпах-тăр вăл экзамена хатĕрленмесĕрех çитнĕ. «Юрĕ, «3» лартăр та эпĕ каятăп», — тенĕ вăл преподавателе. Нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕ пуçне çĕкленĕ те студент çине тимлĕ тинкернĕ.
«Мĕншĕн хăвăра хисеплеместĕр? Хатĕрленсе килĕр!» — тенĕ те экзаменран кăларса янă. Петр Васильевич вăл хушнă пек тунă. Иккĕмĕш хут çитсен «5» палла тивĕçнĕ. Çав пулăм хыççăн Петр Корняковăн шухăшлавĕ улшăннă: вĕренме кĕнĕ пулсан — вĕренмелле, кунта никам та ÿсĕме пăхмĕ, пĕрремĕш семестртанах çанă тавăрса тăрăшмалла, рефератсемпе докладсене вăхăтра хатĕрлемелле. Арçын 3-мĕш курса çитсен тин çакна ăнланнă, вĕренÿре малалла туртăннă.
Петр Корняков истори факультетне ахальтен суйламан. Ывăлĕ йăх-несĕл йывăçне хатĕрленĕ пĕлĕшĕ пирки хавхаланса каласа панă. «Тĕпчевçĕ» 400 ытла тăванне тупнă. Петр Васильевич Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхальте çуралса ÿснĕ. Унăн хурăнташĕсем пирки çырса хăварнине тупмашкăн Хусанти архива çитмелле. Çавăнпа вăл Красноармейски районĕнче пурăнакан хунямăшĕн несĕл йывăçне хатĕрлеме шут тытнă. Петр Корняков ял тăрăхĕн администрацийĕнче упранса юлнă хутсене тишкернĕ, ватă çынсемпе тĕл пулнă. Шырав ăнăçлă вĕçленнĕ. Вăл хунямăшĕн 1740 çулта пурăннă тăванĕсем пирки çырнине тупнă. Арăмĕн мăн аслашшĕ ялти çĕрме пуян пулнă иккен. Арçынна тĕпчев ĕçĕ кăсăклантарса янă, çавăнпах вăл генеалоги енĕпе пĕлĕвне тарăнлатма шут тытнă. Çăмăллăнах вĕренме кĕнĕскер хăйне çеç шаннă. Студентсем рефератпа курс ĕçĕсене компьютерпа хатĕрленĕ чухне Петр Васильевич вĕсене алă вĕççĕн çырнă. «Эпĕ сана пĕрре, иккĕ пулăшсан мана шанăн та тăрăшмăн», — тенĕ ывăлĕ.
Спорт тата тĕрĕс апатлану
Спорт кăмăла çирĕплетет. 7 çул каялла ывăлĕ Петр Васильевича велосипед парнеленĕ. Унччен ятарласа зарядка та туманскер 170 çухрăма парăнтарса тăван ялне велосипедпа çитме шухăшланă. Педале 12 сехет çавăрнă. Кун пеккине хăнăхман организма йывăр килнĕ. Ку темех мар, чи кирли — тĕллеве пурнăçланă. Çавăнтанпа Петр Корняков пур çĕре те велосипедпа çÿрет. Капла çул укçи те перекетленет: пĕр уйăхра — 3 пин тенкĕ. Шупашкар районĕнчи Апашра пурăнаканскер икĕ кустăрмаллă транспорта утланать те кирлĕ çĕре вĕçтерет. Пĕрре унăн çулĕ çине кушак сиксе тухнă. Ăна таптаса каясран шикленнипе Петр Васильевич велосипечĕ-качки тротуар çине ÿкнĕ. Суранланнă аллине гипс хума тивнĕ, кун хыççăн пĕр вăхăт общество транспорчĕпе çÿренĕ.
Студент çулĕсем кăсăклă та хаваслă иртнĕ. Хальхи çамрăксен шухăшлавĕ, тĕнче курăмĕ пачах урăхла пулнине палăртрĕ вăл. Петр Васильевичăн чĕлхи те пуянланнă. Малтанах яшсемпе хĕрсем усă куракан çĕнĕ сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланман. Çамрăксен те унран вĕренмелли пур. Тĕрĕс апат-ланакан арçын сывлăхне упрать. Ир тăрсан пĕр стакан ăшă шыв ĕçет, хура тул пăтти пĕçерсе çиет. Йĕтĕн тата кунжут вăррисене блендерпа вĕтетет, услам çу хушса çиет. Ĕлĕк ясмăк яшки пĕçернĕ. Халĕ ялти лавккара ăна тупма йывăр.
Петр Корнякова Чăваш Республикинче генеалоги ăслăлăхĕ анлă сарăлманни кулянтарать. Ăна шкулсене ăсталăх класĕсем ирттерме чĕнеççĕ. Анчах ачасем аслашшĕ- асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн ятне, вĕсем ăçта пурăннине пĕлмеççĕ. Класра 1-2 ача çеç кун пирки каласа кăтартма пултарать. Петр Васильевичăн шухăшĕпе, ашшĕ-амăшĕн ывăлĕ-хĕрне çемье историйĕпе паллаштармалла, аслă ăрури тăванĕсемпе хутшăнтармалла.
«Çамрăк чухне тата ватлăхра вĕреннин уйрăмлăхĕ питĕ пысăк. 17-ри яшсемпе хĕрсем ашшĕ-амăшĕ хистенипе университет-института çул тытаççĕ. Хăшĕ-пĕри 5-мĕш курсра тин суйланă специальноçпа ĕçлеймессине ăнланать. 61 çул тултарсан çамрăк чухнехи ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ, аслă пĕлÿ илтĕм. Ача чухне сăвă-калав хайлаттăм, журналист специальноçĕ пирки шухăшлаттăм, анчах вĕренеймерĕм. Тăрăшни харама каймарĕ», — терĕ Петр Васильевич дипломне уçса кăтартнă май.
Стипенди — 12 пин те 130 тенкĕ
«Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен» тени Владимир Леонтьев юрăç пирки те. Вăл та кăçал квалификацие ÿстернĕ. Концерт валли çĕнĕрен те çĕнĕ тум çĕлеттерекенскер Çĕнĕ çулти канмалли кунсене ялта ирттернĕ. Инкек пуласса нимĕн те систермен. Леонтьевсем ялта капмар çуртра каннă. Кăрлачăн 8-мĕшĕнче çĕрле Владимир Витальевич картлашка çине мелсĕр пуснă та сылтăм урине суранлатнă. Артист больницăна çитнĕ. Тухтăрсем сурана бинтпа çавăрса çыхнă, концертсем ирттерме чарнă. Юрăç кулянса ÿкнĕ: пĕр вырăнта мĕнле ларас? Шăпах çав самантра пĕлĕшĕ шăнкăравланă, Халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин Раççей академийĕн Шупашкарти филиалĕнче професси пĕлĕвĕ илме май пуррине пĕлтернĕ. Пенси умĕнхи ÿсĕмри çынсен «Патшалăх тата муниципалитет управленийĕ» специальноçа тÿлевсĕр илме май пур иккен.
Нарăсăн 17-мĕшĕнче Владимир Леонтьев парта хушшине ларнă. 2005 çулта Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчен вĕренсе тухнăскер çĕнĕ специальноçе кăсăкланса вĕреннĕ, преподавательсен кашни сăмахне ăса хывнă. Артист ĕç коммуникацине, çын прависене тĕпченĕ, коррупцие тĕп тумалли ĕçпе паллашнă, хăйне евĕр вăйăсене хутшăннă. Владимир Витальевич стипендие те тивĕçнĕ, уйăхне 12 пин те 130 тенкĕ алла илнĕ.
Пуш уйăхĕнче студентсене дистанци мелĕпе вĕрентме тытăннă. Владимир Леонтьева çакă кулянтарман. Ĕçе вĕçне çитерме хăнăхнăскер вĕренÿ юхăмĕнчен юлман.
«Пандемипе çыхăннă хыпарсем савăнтармаççĕ. Ыран мĕн пуласси паллă мар. Сцена çине тухас килет те… Хушма пĕлÿ пурри чăрмантармасть. Эпĕ — вокал искусствин педагогĕ. Çĕнĕ диплом та тусанпа ан витĕнтĕрччĕ», — терĕ юрăç. Халĕ диплом илнĕ артист ялта мăнукĕсемпе канать. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ольга КАЛИТОВА.
Владимир ЛЕОНТЬЕВ архивĕнчи тата Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас