«Ивана качча тух: вара вăрçа каймăн»

1 Çурла, 2017

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем паян çав тери сахаллăн юлнă. Вăрнар районĕнчи Вăрманкас ял тăрăхĕнче те вĕсем иккĕн кăна. Вĕсенчен пĕринпе, Мăньял Хапăсра пурăнакан 95 çулти Елена Викторовăпа, тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

Самолетсене сассинченех уйăрнă

Елена Викторова Вăрнар тăрăхĕнчи Санарпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çав вăхăтри чылай çамрăк пекех 7 класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренеймен. Тăван колхозра, Вăрнарта тыр-пул пахалăхне тĕрĕслекен лабораторире ĕçленĕ. Вăрман касса уй тунă, Вăрнарти техникумăн çĕр улми типĕтекен цехĕнче вăй хунă, 1940 çулта Çĕмĕрле çывăхĕнче окоп чавнă. Кĕçех Санарпуç хĕрĕсене Иваново облаçне ĕçлеме янă. «Унтан тарса килтĕмĕр те вăрçа каймалла терĕç. 1944 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче, ыран фронта çул тытмалла чухне, колхоз председателĕ пĕр йĕкĕте пирĕн пата ертсе пычĕ те: «Çак Ивана качча тух, эпĕ сирĕн хăйматлăхăр пулăп. Уншăн сан вырăнна урăх хĕре вăрçа тытса ярăп», — терĕ. Леш хĕрĕ кайран мана тав туса пурăнĕ-им? «Çук, нимĕнле Йăвана та качча тухмастăп. Шăпа çапла çырнă тăк вăрçах каятăп», — хурав патăм эпĕ.

Çапла салтак пурнăçĕ пуçланчĕ. Малтан Мускава илсе çитерчĕç. Унта нумаях тăмарăмăр. Смоленск облаçĕнчи хула халĕ те куç умĕнчех. Нимĕçсем аркатса, çĕмĕрсе тухса кайнă хыççăн пĕр çурт та çук, 7 чиркÿ кăна юлнă. Фашистсем вĕсем çине бомба пăрахман. Пире пĕр ял çывăхĕнчи уйра тăратрĕç. Выçса çитрĕмĕр, çи-пуç çĕтĕлсе пĕтрĕ, вăрçа каймаллине каларĕç. Вăрçă мĕнне пĕлеттĕмĕр, çапах выçă лариччен çапăçăва кĕресчĕ, часрах вилесчĕ тетпĕр. Хĕрсем /вĕсен хуш-шинче чире кайнисем те пурччĕ/ вăрçа çитме чукун çул хĕррине тухса ларчĕç. Пуйăспа эрне кайрăмăр. Варшавăна çитрĕмĕр. Унăн çывăхĕнчи пĕр ял тĕлне тăратрĕç. Çĕр пÿртре эпир 12-нччĕ. Пирĕн командир 50 урлă каçнă арçынччĕ. Хамăра пурăнма çĕр чавса пÿрт тумаллаччĕ. Арçын кăтартнипе пĕренесенчен турăмăр. Ак тамаша, йăтăнчĕ те анчĕ! Çĕрне кăларса çĕнĕрен турăмăр. Прожекторлă машина валли те чавса вырăн турăмăр. Эпĕ зенитчица, прожекторист пулнă. Пирĕн са-молетсене уйăрса илсе вĕсем пирки штаба пĕлтерсе тăмаллаччĕ. Самолетсене, тĕрĕссипе, сассинченех уйăраттăмăр. Çĕр çинче выртса пурăнтăмăр. Пире пĕр утиял, пĕр хытă шинель панă. Çĕнтерĕве Варшавăра кĕтсе илтĕмĕр. Кухня патĕнче ларнă чухне командир пычĕ те: «Хĕрсем, вăрçă чарăннă!» — терĕ. «Пустуй сăмах», — ĕненмерĕмĕр эпир. Командир кайсан та питех хускалмарăмăр- ха. Каçхине те вăрçă чарăнни пирки калаçма тытăнчĕç. Автоматсене илтĕмĕр те аялти кĕпе вĕççĕнех чупса тухрăмăр. Савăннипе кăшкăрашрăмăр, пĕр-пĕрне ыталарăмăр. Салют пачĕç. Тĕнче çуталса кайрĕ. Поляксем вара макăрчĕç. Вĕсем пире питĕ кураймастчĕç. Поляксенчен чылайăшĕ Германи майлăччĕ. 1945 çулхи çĕртме уйăхĕнче яла таврăнтăм. Эпир Санарпуçри виçĕ хĕр вăрçа кайнăччĕ. Телее, пурте каялла çаврăнса çитрĕç», — аса илчĕ ватă.

Кузьмич карчăкки

Елена Викторова вăрçă хыççăн колхозра ĕçленĕ. Мăнкун каçхине Иртеменкассинчи чиркĕве автан кĕллине кайсан пулас мăшăрĕпе, Мăньял Хапăс йĕкĕчĕпе Федор Викторовпа, паллашнă. Темиçе кунранах ăна качча тухнă. «Гигант» /каярахпа «Самолет»/ колхозра 59 çула çитичченех вăй хунă. Унтан ялти лавккара 10 çула яхăн тирпейлÿçĕре тăрăшнă. Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Федор Кузьмич хăй вăхăтĕнче бригадир та, библиотекарь та пулнă. Шел, ачисемпе, мăнукĕсемпе нумаях савăнса пурăнма пÿрмен ăна. 1999 çултах юлашки çула ăсатма тивнĕ. Арăмĕ вара паян пĕчченех пурăнать. Канмалли кунсенче ун патне ачисемпе мăнукĕсем пыраççĕ. Кÿршĕри Зинаида Михайлова та каçсах, унăн сывлăхĕпе интересленсех тăрать. Кил хуçи хĕрарăмĕ кăрккасем, чăхсем усрать. Сăпайлă, ырă кăмăллă пулнăран ăна ытларахăшĕ Кузьмич карчăкки тет, Лена аппа тесе хисеплекенсем те пур.

Упăшкипе Федор Кузьмичпа пурăнма çăмăлах пулман-мĕн. Вăл сыпкалама юратнă, ачисене ÿстерме укçа-тенкĕ паман. Ăна юратсах качча тухман имĕш. «Ара, эпĕ вăрçăран килсен 23 тултарнăччĕ ĕнтĕ. Пирĕн вăхăтра çав çултисем ватă шутланнă. Ун чухне 19-20 çултах качча кайнă… Ачасене ура çине тăратас тесе 30 çула яхăн кăçатă йăваларăм. Кÿршĕ ялсенчен те килетчĕç. Ачасем çара уран ларатчĕç те хуняма 300 грамм çăм пачĕ. Пĕр ачи валли хăть çăматă йăвалаттарас тесе ялти ăста патне кайрăм. «Кăна хăв сар та ту!» — терĕ вăл. Пукан лартса пачĕ те çăма сартăм, ача кăçатти тума пикентĕм. Хăраххине кăтартрĕ, теприне кăтартмарĕ те. Асаплана-асаплана вĕрентĕм. Хамах йăвалама тапратрăм. Миххи-миххипе çăм килсе паратчĕç. Хĕл каçа мунчара 250-шар мăшăр йăвалаттăм. «Атя-ха, эпĕ те пырам санпа», — терĕ пĕррехинче старик. Хирĕçлемерĕм ĕнтĕ. Хайхи хĕл каçа пĕрле çăматă йăваларăмăр. Вăл йăлтах çырса пынă-мĕн. Эпĕ ăна тăрантарса хĕл каçартăм-ха, çуркунне çитрĕ те: «Манăн укçана пар, эпĕ çавăн чухлĕ çăматă йăваланă», — терĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.