Испанире çухалнă профессора тăван ялĕнче пытарасшăн

25 Пуш, 2017

Раççейĕн нефтьпе газ университечĕн профессорне, физикăпа математика наукисен докторне Василий Сильвестрова тăванĕсем Испанирен чăваш çĕрĕ çине илсе килесшĕн.

Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимешре çуралнă, Мускавра ĕçлесе пурăнакан ученăй 2016 çулхи утă уйăхĕнче Испание канма кайнă. 120 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ Барселонăра унччен те икĕ хутчен пулнă. Унта вăл çын хваттерне тара илсе пурăннă. Тăванĕсемпе телефонпа калаçма пăрахнă хыççăн çывăх çыннисем хытах сехĕрленнĕ.

"На связи" портал пĕлтернĕ тăрăх, çурлан 2-мĕшĕнче унăн виллине хваттер хуçисем асăрханă. Испани полицейскийĕсем консульствăна, унтан Раççее пĕлтерме хăтланса вăхăт самай иртнĕ.

Ученăй докуменчĕсем пулнă пулин те унăн тăванĕн Константин Васильевичăн ДНК-анализĕ тутарма тивнĕ. Çак уйăхăн 1-мĕшĕнче Барселона сучĕ вилнĕ çын чăннипех те Василий Сильвестров пулнине çирĕплетнĕ.

Халĕ профессора Тăван çĕршыва, чăваш çĕрне илсе килес ыйту тухса тăнă. Кремацишĕн тата илсе килнишĕн 5500 еврона яхăн счет тăратнă.

www.hypar.ru

Комментари хушас