Ишлĕ Шетмĕсен савăнăçĕ

25 Раштав, 2018

Раштавăн  25-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Ишлĕ Шетмĕре 100 вырăнлă культура çурчĕ уçăлчĕ. Малтанхи кивĕлсе çитнĕрен республика программине хутшăнса конкурсра çĕнтернĕ. Темиçе уйăхра çĕннине çĕклесе лартма вăй çитернĕ.

Пысăк пулăмпа ял çыннисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев саламларĕç. Уяв çакăнпа вĕçленмерĕ-ха, çĕнĕ çул та уçрĕç. Ял çыннисем республика ертÿлĕхне тав турĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас