Ирина ТАРАСОВА: Юмаха лекнĕнех туйрăм

4 Ака, 2018

Мускав — шавлă хула. Унта ĕçлесе ывăнсах çитетĕн. Кашни кунах пĕрешкел: ĕç — кил, ĕç — кил. Пĕррехинче тусăма Ленăна: «Атя ăçта та пулин кайса килетпĕр?» — терĕм. Вăл турагентствăра ĕçлет. Малтанах Прагăна çитме ĕмĕтленеттĕмĕр. Анчах май пулмарĕ. Çапла Рим курма шухăш тытрăмăр. Çак хулана ăнсăртран çеç суйларăмăр…

Фонтана укçа пăрахсан — таврăнатăнах

Итали тĕп хулине çитиччен Грецире чарăнса илмеллеччĕ, унти вăхăт пĕр сехет раснарах. Самолетпа Рима çитсен хăна çуртне автобуспа кайрăмăр. Çул тăршшĕпех чÿречерен пăхса тĕлĕнсе пытăмăр. Хула илемне нимĕнле те сăнлама çук — вăл çав тери хитре! Чылайăшĕ Колизейра нимĕн курмалли те çук тетчĕ мана. Анчах ун патĕнчен иртсе пынă чухне архитектура чĕрене тыткăнларĕ. Юмаха лекнĕнех туйрăм хама.
Ăçта çитсе мĕн курассине маларах палăртса хурас терĕмĕр. Римри тăватă куна май пур таран усăллă ирттерес килчĕ. Тÿрех каласа хăварам, шухăшланине пурнăçларăмăр. Утăм виçмелли хатĕр кăтартнă тăрăх, 4 кунра эпир 20-шер километр утнă.
Кашни ир 6 сехетре вăранаттăмăр, пĕр-пĕр музея черет пуçланиччен ĕлкĕрес теттĕмĕр. 12 сехет хыççăн çÿрекен нумай унта. Черетсене Шупашкарти Мода çурчĕпе вокзал хушшинчи вăрăмăшпа танлаштарма пулать.
Пĕрремĕш кунхине урампа уçăлса çÿрерĕмĕр. Мĕн тери илемлĕ унта! Хăш енне пăхмаллине те пĕлместĕн — пур çĕрте те хитре. Анчах çакна хăвăрăн курмалла, унсăрăн ăнланаймастăр.
Эпир хула варринче уçăлса çÿрерĕмĕр. Помпейăран инçе мар фонтан вырнаçнă. Унта вак укçа пăрахса Рима тепре килме ĕмĕтленсен шухăшлани пурнăçланатех теççĕ. Эпир çаплах турăмăр. Çак фонтанран çулсеренех темиçе миллион укçа пухса кăлараççĕ иккен. Мĕншĕн тесен кунта нумай турист килет, вĕсем фонтана укçа пăрахаççĕ.
Кăштах иртсен Пантеон тĕлне çитсе тухатăн. Ку — Авалхи Римран юлнă чи тĕлĕнтермĕш сооруженисенчен пĕри.

Гладиаторсем çапăçнă вырăн

Тепĕр кунне эпир Колизей курма кайрăмăр. Вăл çав тери пысăк. Çывăхрах — Колосс храмĕ. Çав ишĕлчĕксен вырăнĕнче тахçан гладиаторсем хатĕрленнĕ, вĕсен çапăçăвĕсем Колизейра иртнĕ. Гладиаторсем тĕттĕм пÿлĕмсенче пурăннă. Çав вырăна çитсен вĕсен çапăçăвĕсене куç умне кăларма тăрăшрăм. Çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса кайрĕ. Историре асăннă вырăна çитсе курнине ĕненес те килмерĕ. Унтан эпир Колизея кĕтĕмĕр те çÿле хăпартăмăр. Асамлăх пекех пулчĕ ку маншăн.
Çав кун çанталăк аванччĕ — 15 градус ăшă. Эпир Рима çитнĕ чухне 12 градус ăшăччĕ. Мускава таврăннă кунхине вара çумăр çăватчĕ.
Çул урлă каçсан Колизей çине пăхма тата кăмăллăрах. Чунра тахçанах çавăн пек савăк пулманччĕ. Çул çÿрев чуна та, чĕрене те — йăлтах сиплет. Санăн пурнăçунта мĕн те пулин сиксе тухсан е чунра канлĕ мар пулсан — çул çÿреве тухмалла. Манăн юратнă каларăшсенчен пĕри: «Мĕн тумаллине пĕлместĕн пулсан тĕнче курса çÿре!» Яланах пĕр вырăнта ларакан, ниçта та тухса çÿремен çынсене ăнланма пултараймастăп. Кÿршĕ хулана та пулин кайса килĕр, унта мĕн пулса иртнине курăр. Паллах, укçа-тенкĕсĕр май çук, анчах хăнăхнă вырăнтан тапранмаллах.
Кунта акăлчан чĕлхе пĕлĕвне çирĕплетме лайăх. Вĕренесси — пĕрре, вĕреннипе пурнăçра усă курасси — тепре. Манăн шухăшпа, акăлчанла лайăх вĕренес тесен çул çÿрени кирлех. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.