Ирина Калентьевăн - «кĕмĕл»

10 Авăн, 2014

Норвегири Лиллехамер хулинче маунтинбайк енĕпе тĕнче чемпионачĕ вĕçленнĕ. Унта тĕрлĕ çĕр-шыври чи вăйлă спортсменсем хутшăннă.

Раççейĕн пĕрлештернĕ командине Олимп вăййисен бронза призерĕ, çĕр-шыв чемпионки Ирина Калентьева ертсе пынă. Пирĕн ентешĕмĕр турнирта чи маттури пулнине тепĕр хут ĕнентернĕ: «Элита» ушкăнра кросс-кантри енĕпе ăмăртса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Унпа пĕрле пьедестал çине Канада тата АПШ спортсменкисем çĕкленнĕ. Палăртмалла: РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ тĕнче чемпионатĕнче пĕрре мар çĕнтернĕ, юлашки хут çак ята вăл 2010 çулта тивĕçнĕ.

Тĕнче чемпионатĕнче Чăваш Ен чысне Кристина Кириллова, Надежда Антонова, Ольга Терентьева, Татьяна Кузнецова тата Марина Семенова хӳтĕленĕ. Сумлă ăмăртура пикесем хăйсен кăтартăвĕсене лайăхлатма тата çĕнетме пултарнă.

О.МАСЛОВ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.