Ирĕксĕртен-çке, ывăлăм, ирĕксĕртен...

17 Ака, 2014

Хаçат ĕçĕпе çула тухсан пĕлĕшĕмпе тĕл пултăм. «Питĕ вăхăтлă çитрĕн. Паян ывăлăмăн çуралнă кун. Хăна-вĕрле пухмарăм. Кичем пуласран кÿрше çеç чĕнтĕм», - терĕ вăл.

Кĕрекене никам та ларман-ха. Çын çуккипе усă курса Ванюк ашшĕне: «Атте, эсĕ текех Мускава ан кай-ха. Çулла ялта та ĕç темĕн чухлех. Манăн санпа вырсарни кун пулă тытма каяс килет», - терĕ.

- Тĕрĕс калатăн, Ванюк. Мускава тем пек каймăттăм та, анчах урăхла май çук-çке. Хăв вара планшет кирлĕ тетĕн. Аппу кăçал шкул пĕтерет, университета вĕренме кĕресшĕн. Гаражри «Жигули» те йăлт тĕссĕрленнĕ. Унпа Шупашкара кайма мар, ял тăрăх çÿреме намăс. Çĕнни туянас шухăш пур та, укçа çитмест-çке. Ирĕксĕртен-çке, ывăлăм, ирĕксĕртен каятăп Мускава...

Миша сывлăхĕшĕн 2-3 черкке çутти сыпнипе-ши, ашшĕн кăмăлĕ çемçелнĕ пулас. Тарăн шухăша кайнăскерĕн пичĕ тăрăх çутă тумламсем йăрăлтатса анчĕç.

Шапаш çулĕ мĕн тери теветкеллĕ те тумхахлă пулнине вăл темиçе çул каяллах лайăх туйса илнĕ. Уйăх каялла çеç пĕр рабочи çÿлти хутран ÿксе вилнĕ. Теприне вара нухрат сахалрах лекнĕ тесе кăмăлсăр пулнăран тахăшĕ çурăмран пăшатанпа яшлаттарнă. Чул хула облаçĕнчи пĕр ялта кăмака тăвакан чăваш виллине çăлра тупнă...

Тĕнче касса çул çÿрекен чăн пурнăç курать теççĕ. Укçа чул кастарать теççĕ-ха та, ютра ĕçсе-сÿпĕлтетсе тăна çухатас марччĕ. Унсăрăн шар курăн. Атте-анне, тăван-пĕтен юнашар мар та - инçетре хÿтĕлекен çук. Чирлесен те, пĕр пуссăр тăрса юлсан та никамран та пулăшу кĕтсе илеймĕн. Çавăнпа шапаша çынсем пĕччен-иккĕн мар, бригадăпа тухса çÿреççĕ.

Çын çут тĕнчене телей курса ырă пурнăçпа кун кунлама килет. Мĕн пур чĕр чун пекех лайăххине çеç шырать. Хăтлă пурăнма нухрат çителĕклĕ пултăр, ăна вара тăван тăрăхра яланах кирлĕ чухлĕ ĕçлесе илейместĕн.

Укçа-тенкĕ хăвна ыттисемпе танах пулма кирлĕ: çурт-йĕр çĕклемелле, ача-пăча çитĕнтермелле, вĕрентсе кăлармалла, çемье çавăрма пулăшмалла... Ыйтусене вырăнта татса пама йывăртан çынсем юта каяççĕ те. Пурнăç тикĕс килменрен ăна хăшĕ-пĕри таканари шывпа танлаштарать.

Ĕлĕк те укçашăн юта çÿренĕ. «Вербовкăпа» тухса кайнă вăл», - тетчĕç. Халĕ ăна «шапаш» сăмах улăштарчĕ. Ялта ĕç вăйĕ чакасран шикленнĕрен паспорт паман вăхăт та пулнă. Эпĕ те тÿссе курнă вăл тапхăра, 24 çула çитсен тин паспорт илтĕм, ăна та пулсан аран-аран.

Промышленноç халсăрланнă, ял хуçалăхĕ арканнă çулсенче миграци ыйтăвĕ калама çук çивĕчленчĕ. Çакă малашне те чакмасси паллă-ха ĕнтĕ. Производство çĕнĕ технологисемпе аталанса пыни ĕç вăйне тĕртсе кăларать. Чăваш Ен ахаль те çĕр-шывра халăх йышлăхĕпе малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать, апла пулсан ĕç вăйĕ ытлашшипех. Унăн ăçта кайса кĕмелле, пурăнмалли çăл куçа ăçта шырамалла? Ирĕксĕрех тĕнче касса çÿреме лекет. Çакăнпа республика ертÿлĕхĕ те килĕшет. Михаил Игнатьев Пуçлăх Чăваш Енре тухса тăнă лару-тăру çинчен лайăх пĕлет.

Эпĕ республикăра миграци тĕлĕшĕпе лару-тăру хăш шая çитнине палăртас тĕллевпе Чăвашстат материалĕсемпе паллашрăм. Юлашки 3 çулта Чăваш Енрен тухса каякансен йышĕ кунта килекенсемпе танлаштарсан çулсерен пысăкланать иккен. Çакăнта, паллах, Çурçĕре, Мускавпа Питĕре, ытти хулана ĕçлеме тухса каякансем те кĕреççĕ.

Хальлĕхе Шупашкарпа Канаш хулисем аптрамаççĕ. 2011 çулта тĕп хулара 3539 çын хушăннă, пĕлтĕр вара - 1420 çеç. Канашра - 120 тата 54. Пурăна киле çак хуласенче те миграци ыйтăвĕ çивĕчленессе пĕлтермест-ши çакă?

Производство лайăх аталаннă районсенче кăтарту пĕчĕкленни савăнтарать. Мускавра е Питĕрте ĕçленĕ çынсен пĕр пайĕ каялла таврăнса кунтах ĕçе вырнаçнă тĕслĕх темиçе те. Вăрнар районĕнче 2011 çулта акă 653 çын чакнă, 2013 ç. - 476, Комсомольскинче - 258 тата 161, Шупашкар енре - 382 тата 215. Çав вăхăтрах социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ япăх районсенче кăтарту ÿсет çеç. Халăх республика тулашне ытларах тухса çÿрет. Хĕрлĕ Чутайра 2011 ç. 35 çын чакнă, 2013 ç. - 155, Сĕнтĕрвăрринче - 15 тата 134. Çĕмĕрлере 2011 ç. 42 çын хушăннă, 2013 ç. 124 çын сахалланнă.

Эпĕ анчахрах Элĕк районĕнчи Ехремкасси ял тăрăхĕнче пултăм. Ку тăрăхра лару-тăру лайăхланни сисĕнет. 2011 çулта 405 çын чакнă, 2013 ç. - 320, 2013 ç. - 244. Икĕ çул хушшинче республика тулашĕнче ĕçлекенсен йышĕ 161 çын сахалланнă эппин.

- 13 яла пĕрлештерекен ял тăрăхĕнче 3 хуçалăх. «Волга» тĕппипех пĕтрĕ. «Авангард» ЯХПКпа «Правда» АУО та питĕ хавшаса çитнĕччĕ, - терĕ администраци пуçлăхĕн çумĕ Алина Андреева. - Район центрĕ инçех мар та, хĕрарăмсем унта ĕç тупаççĕ, арçынсем валли вăл çукрах. Мускава, Хусана, Çурçĕре те каяççĕ. Ĕç кĕнекипех, 2-3 çуллăхах. Малтан хăйсем тĕпленеççĕ, унтан мăшăрĕпе ачисене илсе каяççĕ.

Алина Васильевна лайăххинчен ытла миграцин япăх енĕсене палăртрĕ. Шел, каялла вилсе таврăнакан та пур. Чул хула облаçĕнче йĕкĕтĕн чунĕ тухнă авă. Пĕлтĕр тепĕр каччă вилнĕ. Специальноç хăшĕн пур, теприн çук - пурĕ пĕр тухса каяççĕ. Пысăк укçа илĕртет пулас та, ытларахăшĕ - шкул хыççăн, специальноç илмесĕрех. Теприне вара аслă пĕлÿллĕ диплом та чараймасть. Кунти пĕчĕк шалу кама тивĕçтертĕр? Упăшкисем хыççăн арăмĕсем те çула тухаççĕ. Ачисем вара кукамăшĕпе е асламăшĕпе юлаççĕ. Пĕлÿ шайĕ те чакать вĕсен, тивĕçлĕ воспитани те илеймеççĕ. Урам ытларах илĕртет.

Шапаш япăх витĕм кÿнин тепĕр енĕ - арçынсем аманса, чирлесе таврăнни.

- Темĕнле условире пурăнаççĕ. Тен, сивĕ те нÿрĕ вакунсенче выртса тăраççĕ - эпир пĕлместпĕр вĕт, - тет Алина Васильевна. - Ÿпки шыçать, туберкулез ерет, нерв пăсăлать. Усалланаççĕ арçынсем. Мĕн япăх - йăлтах кунта куçса килет. Ĕçкĕ тата, ниме тăман ĕçкĕ. Çитеççĕ, ĕç пуçланнине паллă тăваççĕ. Таврăнаççĕ - пысăк укçапа тĕрĕс-тĕкел килнĕшĕн 2-3 черкке çĕклемелле. Хĕрарăмсем те пĕрле хутшăнса ĕçке ереççĕ. Çакă чи хăрушши. Темиçе çул каялла Ехремкасси шкулĕнче 9-мĕш класра вĕреннĕ хĕр ача ашшĕ-амăшĕ алкоголизм чирĕпе асапланнăшăн, çавна май хăй япăх тумпа клуба тухма вăтаннăшăн çакăнса вилнĕ.

Хĕрарăм мĕншĕн ĕçет-ха? Пĕрре - мăшăрĕ юнашар çуккишĕн, тепре - пĕтĕм йывăрлăх хăйĕн çине тиеннĕрен ниçта кайса кĕреймен пирки. Пахча ĕçĕ пуçланать акă. Ăçта кайса кĕмелле унăн? Кĕвĕçÿ туйăмĕ те чунне шĕкĕ евĕр çиет.

Чăвашстат панă миграци таблиципе паллаштарсан Алина Андреева калаçу темине улăштарчĕ. «Тĕрĕсех, - килĕшрĕ вăл. - Юлашки çулсенче пирĕн ял тăрăхĕнче те лару-тăру лайăхланчĕ. Икĕ хуçалăхăн малашлăхĕ пур. Хуçисем улшăнчĕç. «Правда» пуçĕнче халĕ - Патăрьел районĕн каччи Владимир Уфуков, «Авангардшăн» - Сергей Петров яваплă.

Ехремкасси «Правдăна» кĕнĕрен тата хăй çак ялта пурăннăран Алина Васильевна ытларах ку хуçалăхпа паллаштарчĕ. Владимир Владимирович унччен шапаша çÿренĕ çамрăксене ĕçпе илĕртме тытăннă иккен. Çамрăксен ушкăнĕ халĕччен джунглие аса илтернĕ сада йĕркене кĕртнĕ. Анатолий Михайлова бригадира суйланă. Туратсене иртнĕрен улмуççисем халĕ илемлĕ курăнаççĕ. Ытти çул пан улми çĕрсе пĕтнĕ. Кăçалтан ăна Элĕкри улма-çырла комбинатне леçсе услам илесшĕн хуçалăх.

Алина Васильевна килсенче ĕне йышĕ хушăнма тытăнни, ялта ĕçлесех хушма хуçалăха сыпăнтарса пыракан нумайланни, çын пурăнман çуртсене алхапăл туянни çинчен савăнсах пĕлтерчĕ. Хăшĕ 4-6 ĕне таранах усрать иккен. Теприсем техника, мотоблок таврашне юсама ăста. Металран мунча кăмаки тăвакан та пур. Хурт-хăмăр ĕрчетсе, купăста, помидор, чечек калчи çитĕнтерсе, çыхса-тĕрлесе, кăçатă йăваласа услам илеççĕ. Юрий Сергеевичпа Елена Германовна Багровсем ачисемпе пĕрле çу каçипех эмел курăкĕ пухаççĕ. Типĕтсе хатĕрлев кантурне леçеççĕ.

- Пурнăçа йÿнеçтересси йăлтах çынран хăйĕнчен килет, - терĕ Алина Андреева. - Вăрманкасра пĕр çын пурăннă. Вăрçă хыççăнхи çулсенчех пулнă-ха ку. Килне таврăннă хăй, пăхать - килĕ-çурчĕ çав тери юхăннă. Мĕн тумалла? Вара вăрмантан улмуççисем кăларса килет. Лартать вĕсене, сыпать. Пĕрле хурт йăвине те куçарса килнĕ вăл. Пан улми, пыл сутса пурнăçа йĕркелесе янă.

Эпĕ малтанах юмах пулĕ ку тенĕччĕ.

- Чăнах çапла пулнă, - терĕ Алина Васильевна. - Пурнăç йывăр, укçа çук тесе кахал тата ĕçке ернĕ çынсем нăйкăшаççĕ. Ÿркенмен çыннăн вара килĕ-çурчĕ те хÿхĕм, ачи-пăчи те тутă. Выльăх-чĕрлĕхĕ те картиш тулли.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.