«Ирĕкри тĕрме»
«Унашкалли те пулать-и?»- тейĕ хăшĕ-пĕри. Пулать! «ТНВ» - «тюрьма на воле» - çапла ят панă аякран ĕçлеме пыракансем Воронеж облаçĕнчи Усмань районĕнчи уйрăм çынсен аллинчи «Красинский» улма-çырла хуçалăхне. Эпĕ, кăçалхипе унта тăваттăмĕш хут ĕçлеме каймашкăн хатĕрленекенскер, ку ята пачах хирĕçлеместĕп.
Лаптăкăн-лаптăкăн куç виçейми çимĕçĕсене аран йăтса ларакан улмуççи сачĕсене нимĕнле йĕплĕ пралукпа та картламан. Кантуртисемпе ĕçлеме пынисем кирпĕч хÿмеллĕ территорие уçă хапха витĕрех кĕрсе-тухса çÿреççĕ. Чăн та, Орлово поселокĕнчи çыхăну уйрăмне е лавккана общежити комендантĕнчен ирĕк ыйтса килмелле. Эрех-сăра ĕçсе шăв-шав çĕкленĕшĕн, пуçсăрланнăшăн, кирек ăçти пекех, кунта та пуçран ачашламаççĕ, чикĕрен ытлашшипех тухсан алăк çине те кăтартма пултараççĕ.
Сăлтавне вара çапла ăнлантараççĕ: «Эсир ĕçме мар, ĕçлеме килнĕ». Кунашкал йĕрке пирки Шупашкарти ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕ В.Васильев малтанах «сăмса çине картса хума» сĕнет. Ăнсăртран мар. Ара, Владимир Ильич пÿлĕмне хăшĕ-пĕри инçе çула тухичченех эрех-сăра шăрши кăларса, алли-урине чĕтрентерсе пырса кĕрет.
Нумаях пулмасть центр пÿлĕмĕн алăкне Шăмăршă районĕнчен килнĕ Сергей К. темрен шикленнĕн хăюсăррăн шаккарĕ. Япалисене хуралса сăранланнă миххе тултарнă. Сăн-пичĕ автомашина кустăрми айне пулса лÿчĕркеннĕ пек, хырман пичĕ чĕрĕпе аса илтерет. Çи-пуçĕ пирки те мухтанмаллиех çук.
- Воронеж облаçне кайма сĕнетĕп, - калаçу пуçарчĕ В.Васильев.
- Çу-ук, персе пăрахсан та! Унта «ирĕкри тĕрме» теççĕ...
- Йăнăшатăр эсир, ырă çыннăм. Эпĕ, акă, вăл енне тăваттăмĕш хут каяс тетĕп. Унта пĕтĕмпех хăвăнтан килет, - ăнлантаратăп çакскере çине тăрсах.
- Çук, çук, Мускав облаçнех каятăп, унти «ходы-выходне» питĕ лайăх пĕлетĕп. Пĕрремĕш хут мар, - сăмахларĕ вăл лутăрканнă, хуралса тĕссĕрленнĕ паспортне кăларса хурса.
- Нумай вырăнта ĕçленĕ те - рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕртме сĕнмелле мар-ши сире? - йĕплесе илчĕ центр пÿлĕмĕн хуçи. Ирĕксĕрех «Красинский» хуçалăха Чăваш Республикинчен пынă çамрăк хĕр арăм тÿлевсĕр камит кăтартни куç умне тухрĕ. «Ирĕкри тĕрмене» çитнĕ-çитменех «киккирикне хĕртнĕ» вăл. «Эй, мужиксем - арçынсем, мухмăр касать, пыра чÿхемелли пур-и?» - йĕлпĕрчĕ çакскер. «Хĕр арăм пуçупах...» тесе намăслантарсан тин алăка леш енчен шалтлаттарса хупрĕ «чăваш пики». Кайран та «хурт кĕнĕ кутне хĕстерсе» ларман çакскер - комендант куçĕ тĕлне лекнĕ. Лешĕ управляющие евитленĕ. Çийĕнчех вырăнти наркологи пунктне ăсатаççĕ. Мĕн тетĕр? Çине тăрсах сиплеççĕ. Уншăн кайран ĕçлесе илнĕ шалуран тытса юлчĕç.
Шăмăршă тăрăхĕнчен килнĕ леш арçын та çавăнпах, тен, «ирĕкри тĕрмене» кайма килĕшмерĕ?
Александр МОКИН
Комментари хушас