Ирĕклĕхре, шур хурăнсен хушшинче...

Çул пĕр енĕпе - вĕçĕ-хĕррисĕр уй, тепĕр енче - çамрăк хырсем, вĕтлĕх, шап-шурă чечеклĕ çĕр çырли уçланкисем... Йĕри-тавра нимĕнле ял та çук. Аслă Кăршка еннелле шăтăк-путăклă, вырăн-вырăн курăк пусса илнĕ çул илсе каять. Виç-тăватă пÿртлĕ хăйне евĕр çынсемлĕ яла тахçанах кайса курас ĕмĕт-шухăш пурччĕ-ха. Çуркунне: «Унта шыв-шур типмесĕр ниепле те çитме çук. Пирĕн патран та пилĕк çухрăм каймалла», - терĕ Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Руслан Николаев. Çĕртмен чăтма çук шăрăх кунĕсенчен пĕринче Аслă Кăршкана ятарласах çитсе килме тĕв турăмăр. Çул тăршшĕпе: «Çумăр çеç ан çутăрччĕ, унсăрăн ку чăтлăхран тухса та пĕтеес çук», - сукмак пек ансăр çулпа вĕçтерсе пынă май ăшăмра пĕр вĕçĕм каялла йĕркеллĕ таврăнасси пирки кăна шухăшласа пытăм.

Аслă Кăршка Çĕрпÿ хулинчен 28 çухрăмра вырнаçнă. 1794 çулта асăннă ялта пĕтĕмпе те ултă кил çеç пулнă, 1879 çулта унта 307 çын таранах пурăннă. Аслă Кăршкасем Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçĕнчен куçнă. 1920 çулччен земство шкулĕ /кайран вулав çурчĕ/ тата тăватă арман пулнă кунта. 1929 çулта «Вулкан» колхоз йĕркеленнĕ. Вырсарни вулăсĕн Шупашкар уесне кĕнĕ ун чухне асăннă ял. Кăршка ятлă тĕне кĕмен чăваш куçса ларнă-мĕн малтан. Кăнарта пурăнакан аслă ăру çыннисем каланă тăрăх, вĕсен вăхăтĕнче те /70-80 çул каялла/ кĕрлесе кăна тăнă Аслă Кăршка. 1999 çул тĕлне çак тăрăхра 16 кил пулнă-тăк паянхи куна пĕтĕмпе те 5 çеç юлнă. Çыннисем - пурте тĕрлĕ çĕртен куçса килнĕскерсем.

1962 çултанпа Аслă Кăршка Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар ял тăрăхне кĕрет. Аслă çултан тата центртан ытла аякра пулнипе çыхăннă-ши, кунти халăх майĕпен Кăнара куçса кайнă. Кăршкасене ĕмĕр тăршшĕпех тăван тăрăхра темĕн тивĕçтереймен пек туйăнать. Вырăнти халăх тăрук чакнă, унтан татах йышланнă, кайран каллех сахалланса юлнă. Çапла майĕпен ял сÿннĕ. Йывăçпа, вĕлтĕрен-пиçенпе хупланнă кивĕ, çĕр çумне лăпчăннă хуралтăсем çеç юлнă вĕсем хыççăн. Анчах та кунти вырăна паян та килĕштерекенсем пур. Ан тив, виç-тăват килĕллĕ çеç пултăр, çапах Аслă Кăршка çĕнĕ ĕмĕрте те пурăнать-ха.

Сывă пурнăç йĕркишĕн

Яла çитсен чи малтан Петрпа Галина Ефимовсем патĕнче чарăнтăмăр. Вĕсен умĕнче тин çеç çулнă тутлă шăршăллă ем-ешĕл курăк выртатчĕ. Йăран хушшинче тăрмашакан кил хуçи ĕçне пăрахсах витĕр курăнакан хапха алăкĕ умне чупса çитрĕ. Хаçатран иккенне пĕлсен ăшă та ырă куçлăскер тÿрех кил хушшинелле иртме сĕнчĕ. Часах мăшăрĕпе пĕчĕк хĕрĕ те пахчана тухрĕç.

Ефимовсем кунта 2008 çулта Шупашкартан куçса килнĕ. 2006 çулта тус-юлташĕпе пĕрле пысăках мар, тăпăл-тăпăл çурт хăпартнă. Петр Аслă Кăршкана киличчен программистра тăрăшнă. Хула шăв-шавĕ йăлăхтарса çитерни ирĕклĕхе туртăнма хистенĕ-ши е экологи енчен таса вырăн илĕртнĕ-ши, апла-и, капла-и, телейпе çиçекен сăн-питлĕскерсене курсан вĕсем хăйсен вырăнне тупнă пек туйăнчĕ.

Кунти кил хуçалăхĕсем йăлтах урăхла. Йĕри-тавра курăк, çаран, темĕн тĕрлĕ йывăç ÿсет. Выльăх-чĕрлĕх усраманран сарай тавраш та çук. Ирĕклĕхре кашниех хăйсене кирлĕ пек пурăнать. Петр пахчине хурăн, хыр нумай лартнă. Çав вăхăтрах хăйсем тĕллĕн шăтнă йывăç та чылай. Хурăнĕсем те урăх йышши пек туйăнчĕç, вĕсен тунисем темшĕн тата шурăрах. Çĕмĕрт те, чие те, улмуççи те, хăмла çырли те сад туллиех. Галинăпа пĕчĕк хĕрĕ Дарина мана хăйсен юратнă уçланкине кайса кăтартрĕç. Унта вĕсем курăка таптамасăр ятарлă сукмакпа кăна çÿреççĕ. «Ку пирĕн чи кăмăлланă вырăн. Пĕчĕк хĕрĕмпе çак уçланкăра канма юрататпăр, юмах кĕнекисем вулатпăр, саспаллисем вĕренетпĕр», - паллаштарать Галина. Йывăçсен айĕнче сулхăнрах, кăтра хурăнсен витĕмне пула хĕвелĕ те çав териех пĕçертмест.

Кил хуçи çĕрпе пĕлсе усă курать. Пахчаçимĕçе ятарласа хатĕрленĕ паха тăпра çинче çитĕнтерет, çĕре нимĕнле им-çам та сапмасть. Хулара çитĕннĕ пулин те пуртă-пăчкă тытма та, пахча ĕçĕсене те аван пĕлет Петр. Беседка валли те вырăн хатĕрлесе хунă. Васкамасăр, пурне те килĕшмелле ăсталасшăн ăна. Çимĕк уявĕ пулнăран утта çулма ĕлкĕрейменччĕ-ха Ефимовсем. Ăна çĕртсе кашни çулах пахчари тăпрана пулăхлатаççĕ.

Пĕр гектар çĕр çинче тĕрлĕ йывăçсăр пуçне çĕрулми, кишĕр-купăста, хăярпа помидор, дыня, пăрçапа шалча пăрçи çитĕнет. Çĕр çырли хăй сахал мар лаптăк йышăнать. Ем-ешĕл ыраш варкăш çилпе хитрен чÿхенсе ларать. Сăмах май, Ефимовсем лавккари çăкăр-батона çимеççĕ. Апла ку тыр-пула та ахальтен акман иккен Петр. Тулăпа ыраша килти арманпа авăртса кăмакара кулач пĕçереççĕ. Сывлăхшăн сиенлĕ тесе чустана çĕпрепе хăпартмаççĕ. Кил хуçи арăмĕн хăйĕн ятарлă рецепт пур. Шăтарнă тулла аш арманĕпе авăртнă хыççăн сахăр-тăвар хушмасăрах чуста хурать Галина. «Паллах, çĕпрепе лайăхрах хăпарать пулĕ, анчах та кунашкалли сывлăхшăн усăллăрах, çав вăхăтрах - тутлă та. Сахăр вырăнне пыл çиетпĕр эпир. Халь хамăрăн та хурт-хăмăр пур», - каласа кăтартать кил хуçи арăмĕ. Çĕрулмие те кун таврăнсан, Çĕнĕ çул хыççăн рациона ытлах кĕртмеççĕ. Тĕрлĕ пăтă вара сĕтел çинчен нихăçан та татăлмасть. Йĕтĕн çăвĕпе çиеççĕ ăна. Пахчари сиплĕ тĕрлĕ курăкпа панулмирен хатĕрленĕ нимĕр /смузи/ - вĕсен çуллахи чи юратнă апачĕ.

Хушăран сĕт ĕçеççĕ пулсан аш-какай пирки вара пачах та аса илмеççĕ. Апат пĕçернĕ чухне тăвара ячĕшĕн çеç хушаççĕ. Чирлесессĕн пахчари эмел курăкĕсемпе сипленеççĕ.

Пĕчĕк Дарина сывлăхшăн сиенлĕ чипспа сухарие, тĕрлĕ чăмлакпа шăккалатсене нихăçан та астивмен тесен тĕрĕсрех те пулĕ. Кукамăшĕпе кукашшĕ патне кайсан çеç пылак çимĕçпе хăналанма пултараççĕ. Лавккана кĕрсен те ытти ача пек нăйкăшса ашшĕ-амăшне тĕрлĕ çимĕç ыйтса йăлăхтармасть. Вăл унашкал апата хăнăхман. «Какай вырăнне пăрçа, шалча пăрçи çиме тăрăшатпăр. Унта белок çителĕклех», - каласа кăтартаççĕ Петрпа Галина.

Интернетпа усă кураççĕ, анчах та телевизорпа туслах мар Ефимовсем. Пĕчĕк Даринăна совет саманинчи ырра вĕрентекен юмахсемпе мультфильмсене çеç кăтартаççĕ. «Усалли, япăххи нумай, вĕсем ачан психикине сиенлеççĕ, шухăшлавне пăсаççĕ», - теççĕ пĕчĕк хĕрĕн сывлăхне мала хуракан ашшĕпе амăшĕ.

Ниçта васкамасăр, ывăнмасăр, тепĕр майлă, чун валли ĕçлеççĕ вĕсем хура çĕр çинче. Касăва каймалла, ĕне сумалла, сыснана апатлантармалла теесси те çук. Пахчари кашни йывăç-тĕм хаклă вĕсемшăн. Иртнĕ çулхи пăрлă çумăр кунта та пăртак шар кăтартнă. Хитре хурăнсене çил-тăвăл пĕр шелсĕр хуçса антарнă. Çĕр çине ÿкнĕ пысăк турата шелленипе хальлĕхе касас темен. «Чĕрĕ-çке вăл, ав халĕ те унтан-кунтан çулçă кăларнă, шереписем мĕнешкел хитре», - черчен туратсене аллипе ачашлать Галина.

Пĕр-пĕрне чунран юратнине çынран пытарма çук пуль çав. Куçсем ун пек чухне суйма памаççĕ. Килĕшÿпе юратура, татулăхра пурăнаççĕ Петрпа Галина Ефимовсем. Пахчинче вĕсен кăçал пĕрремĕш хут пылак палан çурăлнă. Çапла-çапла, пылакки, йÿççи мар. Шап-шур чечекпе витĕннĕскер катаранах хăй патне илĕртет. «Çемье çирĕплĕхĕ хĕрарăмран нумай килет», - юратнă мăшăрĕ çинчен куçне илеймест ăшă чунлă Петр.

Хăйне сăвар текен чăваш

Аслă Кăршкара пурăнакан Радомир /Александр Попов/ хăй пирки «сăвар» тет. Вăл кунта Шупашкартан куçса килнĕ. Хăй каланă тăрăх, Тутарстан тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Радомир хĕрес çакса çÿренине те юратмасть. Сăвар ячĕсене хуманнишĕн те ÿпкелешет. Чăваш тĕрринче хĕрес пуррине те сивлет. «Чăваш тетĕр хăвăра, эсир сăварсем пурте», - аллипе сулсах вăрçма тытăнчĕ пире Радомир. Хăйĕн тĕнчинче пурăнать вăл, çавăнпа та ăна ăнланса çитме те йывăртарах. Апла-и, капла-и, алли вара чăннипех те ылтăн. Хапхи умĕнчи пусса та, саксемпе юрату йывăçĕсене те хăй ăсталанă Радомир. Ку тăрăхалла мăшăрпа килес пулсан çемьере килĕшÿ, татулăх хуçалантăр тесе вăл касса кăларнă йывăç çумне тутăр е хăю тавраш çыхса хăвармалла-мĕн. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче юн тăкнă салтака халалласа хăйĕн килĕ умĕнче палăк уçнă Радомир. Ăна йывăçран касса кăларнă. «Çав палăка уçма никам та пулăшмарĕ. Чĕннĕ хăнасем çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче пирĕн пата килес темерĕç», - хăй питĕ кăмăлсăрланнине пĕлтерчĕ арçын. Вăл каскалама, ÿкерме ниçта та вĕренмен. Хĕç тимĕр лаççи, тĕрлĕ юпа таврашĕ пĕр-пĕр маçтăрăннинчен нимпе те кая мар. Çĕнтерÿ палăкĕ те ăнăçлă пулса тухнă. «Сăварсем вилсен тĕнче те пĕтет. Хальлĕхе çавсем çинче кăна тытăнса тăрать», - терĕ те Радомир, хапха алăкне çиллессĕн шаплаттарса хупрĕ. Уява чĕннĕ журналистсем килейменнишĕн кÿреннĕ вăл.

«Çутçанталăк илемĕпе киленсе çитет»

Радомирпа кÿршĕллĕ пурăнакан Степановсем Çĕрпÿ тăрăхне Екатеринбургран куçса килнĕ. Вĕсен виçĕ ача. Аринăпа Радомир виçĕ çухрăмра вырнаçнă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç шкулне çÿреççĕ. «Хĕлле валли сунарçă йĕлтĕрĕ туянса патăмăр, юлашкинчен вăл та хуçăлса ÿкрĕ. Шыв-шур типсен Арина велосипедпа çÿрерĕ. Кăçал çуркунне урнă тилĕ нумайччĕ, ачасене шкула яма сехре хăпатчĕ. Пылчăкра ниепле те çитсе пĕтме çук Шĕнерпуçне, çулĕ çăрăлнă май атă-пушмак хывăнса юлать», - чунне уçать кил хуçи арăмĕ Авелина. Часах ултă çулти Ладăн та пĕрремĕш класа кайма вăхăт çитет. Çавăнпа та вĕсем Вăрнар тăрăхĕнчи Упнере куçма тĕв тунă. Мăшăрĕ Александр çав ялта çуралса ÿснĕ-мĕн.

«Сана пирĕн пата паян Турă ярса пачĕ пуль», - çапла каласа кĕтсе илчĕ кăмăлĕ хуçăлнă Авелина. Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ хыççăн Шĕнерпуç шкулĕнче пăтăрмах пулса иртнĕ-мĕн. Тăхăр класс пĕтернĕ Арина пĕчĕк шăллĕн кĕнекисене пуçламăш класс вĕрентекенне алăран тыттарса хăварнă. Вĕренÿ кĕнекисем таçта çухалнă. Çавăн пиркиех Степановсене пĕрремĕш класс пĕтернĕ Радомир докуменчĕсене тавăрса памаççĕ-мĕн. Телее, çак кунсенче кĕнекесем шкултах тупăннă. Учительсем мĕншĕн тÿрех шкул ачине айăплама тăрăшаççĕ-ши? Кĕнекесем вĕрентекенсен тимсĕрлĕхне пула çухалнă-çке.

Степановсен 1,5 гектар çĕрĕ çинче - темиçе теплица. Картишĕнче çăл чавнă. Чÿхенсе илес тесе шăрăх кунсенче мунча час-часах хутаççĕ. «Ял пурнăçĕ мĕне кăна вĕрентмест-ши? Хулара çитĕннĕ май эпĕ малтан нимех те ĕçлеме пĕлмен. Аслă Кăршкара пурăнса ирĕклĕхе тата çĕре юратма хăнăхрăмăр. Çутçанталăк илемĕпе киленсе çитет пуль. Тĕлĕнмелле лайăх кунта, анчах та çывăхра шкул çукран куçса кайма тивет», - каласа кăтартать Авелина.

Кăршкара пурăнакансен кашнин - хăйĕн тĕнчи. Чăннипех те, вĕçĕ-хĕррисĕр ирĕклĕх. Çĕрĕ те темĕн чухлех. Вутти-шанки те, утти те çителĕклĕ. Кăмпа-çырла, мăйăр шыраса аякка каймалла мар. Урама тух та пуçтар. Пахчари çерем çинче те туллиех. Çăлкуç шывĕ, шур хурăнсемпе çÿлелле кармашакан хырсен шăрши хăйсен сиплĕхĕпе вăйне парса тăраççĕ пулĕ кунти çăтмахра тĕпленнисене.

Елена АТАМАНОВА.