Ирех тăрать, тумланать, тÿрех ĕçе тытăнать…

Чăваш классикĕн сăвă йĕркисене кăштах улăштарса çапла калас килет манăн Пантьăк ялĕнче пурăнакан, Мăн Этменти вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Карина Селянкина пирки. Вăл чăннипех ĕçчен, маттур та пултаруллă хĕр пулнине вĕрентекенсем те çирĕплетеççĕ.

Каринăн ĕç кунĕ ирхи пиллĕк çурăра пуçланать. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ Селянкинсем — ĕнине те сумалла, икĕ вăкăрне апатлантармалла, сĕт пуçтаракан машина килнĕ çĕре те ĕлкĕрмелле… Унтан шкула кайма хатĕрленмелле. Пĕрремĕш класа каякан йăмăкне те пулăшмалла тата.

Вĕренесси паян чи яваплă ĕç пулнине питĕ лайăх туйса-ăнланса тăнăранах Карина шкулта «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пырать. Район шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать — пĕлтĕр экономикăпа, химипе, обществознанипе палăрнă, кăçал вара литературăпа тата обществознанипе районта çĕнтерсе республика шайĕнчи олимпиадăсене хутшăннă.

«Карина — пур ĕçе те тума ĕлкĕрекен маттур хĕрача, — тет вун пĕрмĕшсен класс ертÿçи Вера Альгешкина. — Килти хуçалăха тытса пыма та, киле парса янă ĕçсене тума та, патшалăх экзаменĕсене хатĕрленме репетитор патне çÿреме те вăхăт тупать. Ялта та ăна мухтаççĕ. Вăл — ырă та уçă кăмăллă, тараватлă хĕрача. Вĕренÿре те, спортра та, шкул пурнăçĕнче те хастар».

Спортпа чăннипех туслă Карина — волейболла, баскетболла вылять, Мăн Этмен шкулĕнчи волейбол командин капитанĕ. Нумаях пулмасть «Хастар» спорткомплексра волейболла вылякансен хушшинче шкул лиги иртнĕ, унта мăнэтменсем пĕрремĕш вырăна тухнă.

«Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине мĕнле пĕлтĕн?» — кăсăклантăм эпĕ. «Шупашкарта аслă пĕлÿ илекен Аня Михеева шăнкăравласа каларĕ те тÿрех ĕненмерĕм. Савăнтăм, паллах. Тăрăшса вĕренни ахаль мар иккен — çакна кураççĕ, хаклаççĕ. Халĕ малалла тата яваплăрах пулмалла манăн», — пĕлтерчĕ шухăшне Карина.

Хăйĕн малашнехи пурнăçне пике медицинăпа çыхăнтарма ĕмĕтленет. Çын сывлăхĕшĕн тăрăшассипе çыхăннă профессие суйласа илессине, тен, кукамăшĕ сывлăх сыхлавĕнче ĕçлени те витĕм кÿнĕ. Хастар та пултаруллăскерĕн çутă ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шансах тăратпăр, пикене ăнăçу сунатпăр.

Алина КАРПОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

 

Лариса ПЕТРОВА"Тантăш" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.